Комментировать

25 Фев, 2014

Йышлă хунавлă йывăçăн пĕр турачĕ

Вăрнар районĕнчи Чиркÿллĕ Хапăсра çуралнă, çак ялти шкулта 35 çул учительте ĕçленĕ Анатолий Цветков поэт пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ тата йăх-несĕлĕ пирки вулакансене каласа памалли чылай пухăнчĕ.

Улттăмĕш класс пĕтернĕ хыççăн çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул пахчинче тухăçлă çимĕç çитĕнтертĕмĕр. Пире Анатолий Александрович вĕрентсе-кăтартса пычĕ. Практикăра хастар пулнăшăн тав турĕ, сăн ÿкерчĕ, кашнине парнелерĕ. Çавăн чухне эпĕ, вун иккĕри ача, пĕрремĕш хут фотоаппарат куртăм. Çав вăхăтра ÿссен кам пулассине чухламан...

Шăпа мана 1981 çулта вăтам пĕлÿ илнĕ шкула илсе çитерчĕ. Унта аслă пĕлÿллĕ педагог, журналист тата çыравçă пулса таврăнтăм. А.Цветковпа иксĕмĕр те поэзипе кăсăкланнăран пирĕн хушăра туслăх çирĕпленчĕ. Литература пирки кăна мар, пурнăç кукрашкисем çинчен те калаçаттăмăр. Вăл Вăтам Çавал çинче шыв арманĕ тытнă Иван Гаврилович Цветковăн мăнукĕ пулнине пĕлтĕм. Унăн йăх-несĕлĕ питĕ кăсăклантарчĕ, Цветковсем çинчен ытларах пĕлме тăрăшрăм.

...1835 çулхи çу кунĕнче Уравăш салине 25 çул рекрут хĕсметĕнче нуша курса чире кайнă салтак çитсе чарăннă. Вулăс кантурĕнче старшинапа калаçнинчен çак палăрнă: хайхискере Гаврил Иванович Цветков тесе чĕннĕ, вăл Уравăшра мăшăр тупса яланлăхах кунта пурăнма юлма шухăшланă иккен. Часах ăна пĕччен хĕрарăмпа паллаштарнă. 1837 çулта вĕсен пĕрремĕш ача çуралнă. Ашшĕне хисеплесе салтак пĕчĕк ывăлне Иван тесе çыртарнă. Икĕ çултан çемьене Аксинья хутшăннă. Çартанах чирлесе килнĕ салтак нумаях пурăнайман, ывăлĕ пиллĕк тултарсан çĕре кĕнĕ. Хĕрарăм икĕ ачана пăхса çитĕнтерме йывăррине туйса ывăлне Сăкăтри арман хуçине Василий Казанцева усрава панă.

Кам-ха вăл Казанцев? 1975 çулта Шĕнер Ишекри С.Филипповран çырса илнĕ халап тăрăх - Казанцев çак ялта пурăнни паллă. Вăл Пахомка ертсе пыракан вăрă-хурах ушкăнне çăкăр-тăварпа тивĕçтерсе тăнă. Халапра унăн ятне асăнман, анчах та 1939 çулта Нурăсри Т.Афанасьев каланă тăрăх - ăна Шаккăл тесе чĕннĕ. Шаккăл - авалхи чăваш ячĕ. Чăваш патшалăх архивĕн 16-мĕш фончĕн 1-мĕш опиçĕнче шыв арманĕ тытакансен хушшинче Василий Казанцев ячĕ тупăнчĕ.

Ĕлĕк Казанцев е Казанков хушаматсене чăвашсене ахальтен паман. Хусанта пулса курман çын ку хушамата илеймен. Тĕслĕх шырама таçтах кайма кирлĕ мар. Чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай çырнă тăрăх - Сиктĕрме ялĕнче çурри ытла Казанков хушаматлă çынсем. Вăл хăйĕн хушамачĕ мĕнле пулса кайни çинчен çапла çырать: «Атте енчен эпĕ вырăс юнлĕ. Ман асаннен асламăшĕ вырăс, улпут йăхĕнчен. «Сĕт пек шурă ÿтлĕ», «кăлкан çÿçлĕ, сенкер кăвак куçлă майрана» /асаннене ĕнтĕ/ халĕ те ас тăваççĕ. Асаттен аслашшĕ Кируш ăна Хусанта тĕл пулнă». Хусантан чипер пике тупса килнĕ чăваша Казанков хушаматпа çырма пуçланă.

Шаккăл - Хусан Каçли - самаях тĕнче касса курнă çын пулни каламасăрах паллă, вăл вырăсла та аван пĕлнĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Вырăс Улхаш ялĕнчен тухнă Пахомпа Сергей Швецовсем тата Василий Куллящев вăрă-хурах эшкерне апат-çимĕçпе тивĕçтерме хăйсемпе пĕр шухăшлă çыннах шаннă. Анчах тем пек шанчăклă этем те ылтăн-кĕмĕлпе вăрăм укçа курсан ухмахланма пултарать.

Пĕррехинче хурахсен эшкерĕ тăван ялне мунча кĕме кайсан хурахсен Мăн Çавалтан инçех мар вырнаçнă çĕр пÿртне Казанцев çăкăрпа тĕрлĕ апат-çимĕç илсе пырать. Хайхискер çĕр пÿрте кĕрет - никам та çук! Унта-кунта пăхкаланă хыççăн вăл путмар айĕнче тулли хутаç выртнине асăрхать. Ăна уçсанах куçĕ алчăраса каять - хутаç тулли ылтăн-кĕмĕл! Вăрă чунлă çын çухалса каймасть, пуçĕнче самантрах пĕр шухăш çиçсе илет: «Ку укçана алран ямалла мар!» Хутаçа тепĕр миххе чиксе çĕр пÿртрен васкаса тухать. Пуртă илсе йĕлтĕрсене касса ваклать. Хăйĕн йĕрне йывăç тураттисемпе шăлса хăварать. Яла çитсен укçа-тенкĕне тĕплĕн пытарса хурать. Унтан лаша кÿлсе Нурăса вĕçтерет. Вулăса çитсен исправнике Пахомка шайкки çинчен ăнсăртран пĕлнĕ пек каласа кăтартать. Васкаса пухнă отряд хурахсене çавăрса илет, Пахомкăна Хучаш вăрманĕнче тытаççĕ. Каярахпа ăна Чĕмпĕр тĕрминче хĕнесе вĕлереççĕ.

Янтă укçапа Василий Казанцев пуять, шыв арманĕ лартать, тĕрлĕ выльăх усрать. Çемьере ача пулман пирки пиллĕкри Иван Цветкова усрава илет. Йăванăн ют çемьери пурнăçĕ çинчен никам та пĕлмест. Унта вăл те тÿлевсĕр тарçă пулнă, те арман хуçи ăна тăван пепки пекех пăхса çитĕнтернĕ? Паллă мар. Анчах Йăван питĕ ĕçчен те тăнлă, тавçăруллă ача пулнă. Вăл çирĕм пилĕк çул Казанцев патĕнче вăй хунă, арманçăн ĕç вăрттăнлăхне, пурнăçа мĕнле саплаштармаллине йăлтах пуçа хывнă. Ача-пăчасăр арманçă вилсен мĕн пур пурлăхĕ Йăван аллине куçнă. Ăна-кăна лайăх чухлаканскер нумай шухăшласа тăман: тăван мар ашшĕн килне-çуртне, арманне сутса Чиркÿллĕ Хапăсра хуçалăх çавăрнă, Вăтам Çавал çинче Пăртаспа Вăрманкас хушшинче çĕнĕ шыв арманĕ лартнă.

Вăхăт нумай та иртмен - вулăсра та, уесра та ăна хисеплесе Иван Гаврилович тесе чĕнме тытăннă. Мăшăрне те вăл тĕреклĕ çемьерен, вырăсран, тупнă. Ăна Екатерина Егоровна тесе хисепленĕ. Çамрăк хуçа Çавал хĕрринче хăтлă çурт лартнă, çемье çулран çул хушăнса пынă. Вĕсен 16 ача çуралнă, анчах тĕрлĕ чир-чĕре пула çиччĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ, ыттисем йĕркеллех ÿссе çитĕннĕ. Хунавлă çак йышри çынсем пирки пирĕн тăрăхра нимĕнле хыпар та çукчĕ. Тепĕр чухне вара телейĕ алăкранах шакать.

2007 çулхи çурла уйăхĕнче пирĕн ума çăмăл машина çитсе чарăнчĕ. Машинăран тухнисенчен пĕри Анатолий Александровичăн кĕçĕн хĕрĕ Лена пулчĕ. Тепри арман хуçин Иван Гавриловичăн кĕçĕн мăнукĕ Сергей Павлов иккен. Тĕпчевçĕ ват аслашшĕн кун-çулĕ пирки йăлт тупса палăртнă. Сергей Анатольевич хăйсен йăх-несĕлĕ çинчен чылай çĕннине каласа пачĕ.

Аслă ывăлĕ Арсенти ÿссе çитсен ашшĕ ун валли Хапăсра кил-çурт çавăрнă. Вăл мăшăрĕпе унта пурăнма куçнă. Мĕн акнă çав шăтать теççĕ ваттисем. Арсенти те Пăртас шывĕ Вăтам Çавала юхса тухнă вырăнта шыв арманĕ лартнă. Халĕ ку вырăна Пăртассем «Арçук арманĕ» теççĕ. Арçукăн аслă хĕрĕ Лидия революци хыççăн Хапăсра судьяра ĕçленĕ Семен Петрович Горские, пулас профессора, качча тухнă. Лидăн Маркпа Сергей шăллĕсем пулнă.

Арманçă иккĕмĕш ачине Марфа ят панă. Вăл ялти тĕреклĕ çемьери Саша Малицкие качча тухнă. Вĕсен Мария, Виктор, Володя, Лидия, Екатерина тата Ольга ятлă ачасем çуралнă. Колхоз тума тытăннă пăтрашуллă вăхăтра Малицкисем Ленинграда куçса каяççĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вĕсем Ленинград блокадине лекнĕ. Марфа выçăпа вилнĕ.

Екатеринăн пĕр хĕр çеç - Зинаида. Тăваттăмĕш хĕрĕн ача пулман. Аннăн Калерийăпа Людмила хĕрĕсем çитĕннĕ. Елена - Сергей Анатольевичăн асламăшĕ. Унăн Евграф, Калерия, Гурий тата Сергей ашшĕ Анатолий пулнă. Сергей халĕ Новосибирск облаçĕнчи Лебедовка салинче тухтăрта ĕçлет. Николайăн Валерăпа Калерия ачисем йăх тымарне малалла тăснă. Анатолий Цветков поэтăн ашшĕ Александр - çемьери саккăрмĕш ача. Ун хыççăнхи Иванăн ывăлĕ Федя пур. Çакăн пек хунавлă Иван Гаврилович Цветковăн йăх-несĕл йывăççи.

Ывăлĕсем ÿссе çитĕнсен вăл Николайпа Иван валли Хапăсра икĕ хутлă çурт лартнă. Пулас поэтăн ашшĕне те кÿрентермен, уйрăм пÿрт туса уйăрса кăларнă. /Халĕ вăл кивĕ медпунктăн ишме тытăннă çурчĕ/. Тăрăшуллă ашшĕ ачисене пурне те вĕрентсе кăларса хăй пекех ятлă-сумлă çынсем тума тĕллев тытнă. Анчах Октябрь революцийĕ чылайăшĕн пурнăçне урлă çавăрса хунă.

Ятлă-сумлă, ĕçчен çынсене хĕсĕрлеме тытăннă, пурлăхĕсене туртса илсе пĕр-пĕрин хушшинче валеçме тытăннă. Иван Гавриловичăн арманне те туртса илнĕ, кайран юхăнтарса янă. Аптăранипе вăл Хапăса ывăлĕсем патне куçнă. Çĕнĕ влаç унăн Хапăсри икĕ хутлă çуртне те сутса янă. Унран Вăрнарта тырă йышăнакан пункт кантурĕ туса хунă.

Вăтăрмĕш çулсенче пуян та тĕреклĕ çынсене кулак тесе Çĕпĕре яма тытăннă. Çак хăрушлăх поэт ашшĕ умне те тухса тăнă. Саккун никама та хĕрхенмен. Инкекрен хăтăлас тесе Александр Иванович ашшĕне килте хăварса хăй çынсем патне хваттере пурăнма куçнă. Часах çурта Иван Гавриловичран туртса илнĕ. Унта ял Канашне вырнаçтарнă. Ватă çын мунчана пурăнма куçнă. Аран-аран хĕл каçкаланă хыççăн çĕре кĕнĕ.

Ашшĕнчен уйрăлнă тесе Александр Ивановича малтанах колхоза та илнĕ. Анчах партипе правительство кулаксемпе тата тулăхрах пурăнакансемпе çирĕпрех кĕрешме хушсан ăна колхозран кăларса кулак ачи йышне кĕртнĕ, Çĕпĕре ярассипе хăратнă. Сăлтавĕ те пулнă çав. Вăл арман хуçин ывăлĕ кăна мар, унăн мăшăрĕ - патша чиновникĕн, чукун çул техникĕн Павел Бойчевский техникăн хĕрĕ Фекла Павловна. Александр Иванович пĕртен пĕр ывăлне Тольăна инкекрен сыхлас тесе арăмĕн тăванĕсем патне Мускава ăсатнă.

Хăрушлăхран хăтăлмалли çул-йĕр тупас тĕллевпе Александр Иванович юмăçсемпе канашланă. Авалхи йăла-йĕркене пĕлекен асамçăсем ăна хĕрес тума вĕрентнĕ. Ун çинчен поэт мăнукĕ Анна Романова çапла аса илет: «Пысăк вăл, вăхăт иртнипе хуралнă. Мачча çинче çын куçĕ тĕлне лекмен кĕтесре тăрать. Ÿссе пынă май час-часах ыйтаттăм: «Мĕншĕн кăларса пăрахмаççĕ-ха ăна?» Анне: «Çак хĕрес пирĕн çурта инкекрен сыхлать», - тетчĕ яланах. Тен, хăшĕсем çакна тĕшмĕшлĕх теме те пăхĕç.

Çапах та... Пĕрлешÿллĕ хуçалăхран кăларнă хыççăн иккĕмĕш кунне Александр Иванович патне колхоз правленийĕн членĕ Архип Сюмайкин пырса кĕнĕ. Ял пуянĕсенчен туртса илнĕ икĕ çил арманĕнче ĕçлеме сĕннĕ. Акă вăл çăлăнăç! Ку шыва путакан çын улăм пĕрчинчен тытни мар, чăн-чăн пĕренех пулнă. Ахăртнех, кил-çурта тата кун-çула упрама тунă хĕрес хăйĕн асамлă вăйне кăтартма тытăннă.

Александр Иванович кунĕн-çĕрĕн арманта тăрмашнă, киле апата та кайман, мăшăрĕ пырса çитернĕ. Пĕчĕк Тольăна Мускавран илсе килнĕ. Çырма-вулама пĕлекен ачана тÿрех иккĕмĕш класа йышăннă. Тулли мар вăтам шкула вăл Мухтав хучĕпе пĕтернĕ. Шкул хыççăн çулталăкран Вăрнарти ял хуçалăх техникумне ветеринара вĕренме кĕнĕ, сăвăсем çырма пуçланă. Техникумран вĕренсе тухсанах ăна фронта илсе кайнă. Вăл танк экипажне лекнĕ. Сталинград çывăхĕнчи Константиновка сали патĕнчи çапăçура йывăр аманнă. Вăрçăран таврăнсан колхозра ветеринарта ĕçленĕ.

Каярах шкулта биологи, ботаника, анатоми предмечĕсене вĕрентнĕ. Шупашкарта пединститутра харăсах икĕ факультетра вĕренсе чăваш тата вырăс чĕлхипе литературисен учителĕ пулса тăнă. Районта, республикăра тухакан хаçат-журналта сăввисене пичетленĕ. Анчах Писательсен союзне кĕме ĕлкĕреймерĕ. 1998 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлчĕ. Мăшăрĕпе Таисия Александровнăпа вĕсем виçĕ ача пăхса çитĕнтерчĕç. Олимпиада - филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Анатолий - тухтăр. Лена Упнер ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлерĕ, анчах йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.


Григорий СКВОРЦОВ,

тавра пĕлÿçĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.