Комментировать

6 Авг, 2015

Кĕркунне чечек акатпăр

Хризантема, астра, георгин тата ытти кĕрхи чечексен тапхăрĕ çитрĕ. Вĕсем пурте питĕ хитре, нумай вăхăт çеçкере лараççĕ, кĕрхи пахчана мĕн шăнтичченех илем кÿреççĕ. Мĕнпур пахчаçимĕçе пуçтарса илнĕ хыççăн харсăр астрăсемпе георгинсем куçа тыткăнлаççĕ. Вĕсене пăхма йывăрах мар. Кĕрхи пахчана нумай вăхăт илем кÿччĕр тесен хăшпĕр вăрттăнлăхсене пĕлмелле çеç.

Астра сорчĕсем йышлă. Вĕсен тĕсĕ те тĕрлĕрен - шурă, хĕрлĕ, фиолет, лимон, кăвак т.ыт.те. Çÿллĕшĕ 20 сантиметртан пуçласа 2 метра çити. Астрăсенчен хăйсенчен çеç тем тĕрлĕ клумба хатĕрлеме пулать. Вĕсем августра çурăлаççĕ, сентябрь вĕçĕчченех çеçкеленеççĕ. Хăшпĕр сортсем хура кĕркуннечченех лараççĕ.

Кĕрхи чечексем хушшинче кĕркунне акса хăвармаллисем те йышлă. Кĕркунне акнă чечек вăрри тăпрара хĕл каçса пиçĕхет, çирĕпленет, çурхи сивĕсенчен хăрамасть. Чечекĕн тымарĕ лайăх аталанать, тăпрана тарăн анать. Çавăнпа кĕркунне акнă чечексем çуллахи шăрăхсенче те аптрамаççĕ, çумкурăка хăйсем пусараççĕ.

Вăрлăха кĕркунне акнă че­чексенчен хатĕрлемелле. Вăрлăх пахарах, шăтаслăх лайăхрах пу­лать.

Пĕр çул ÿсекен сивве тÿсĕмлĕ чечеке хура кĕркунне акаççĕ. Çĕр ăшă чухне аксан вăрлăх шăтма пуçлать, çамрăк калча шăнса пĕтет. Çавăнпа çĕр сивĕнсен çеç акмалла. Йăрана маларах, лайăх çанталăкра хатĕрлесе хумалла.

Кĕркунне акма юракан пĕр çул ÿсекен чечексем çаксем: алиссума, Китай астри, Китай гвоздики, флокс, хризантема, календула, ырă шăршăллă табак, лаватера т.ыт.те.

Йăрансене маларах çĕрнĕ тислĕк сапса кăпкалатмалла, йĕрсем е путăксем туса хумалла. Октябрь вĕçĕнче е ноябрь пуçламăшĕнче, çĕр лайăх сивĕнсен, хатĕрленĕ вырăна вăрлăх сапмалла, тислĕке хăйăрпа хутăштарса çиелтен витмелле. Тислĕк вырăнне компост е торф юрать. Унтан 5-7 см хулăнăш типĕ çулçă сармалла. Çуркунне çулçăна пуçтармалла, калча шăтса 2-3 çулçăллă пулсан сайратмалла. Тепĕр икĕ эрнерен калча çăра пулсан каллех сайратмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.