Комментировать

6 Авг, 2015

Хĕлхен чейĕ техĕмлĕ

Хальхи вăхăтра хĕлхенрен чей вĕретекен сахал пулĕ. Хамăр тăрăхра ÿсекен, техĕмлĕ чей вĕретме авалтанпах усă куракан хĕлхене Китай, Инди чейĕсем хĕссе кăларчĕç.

Хĕлхен чейĕ вара вĕсенчен нимпе те кая мар. Тĕрĕс пуçтарса типĕтнĕ хĕлхен чейĕ ырă шăршийĕпе, пылакрах çемçе тутипе такама та тыткăнлĕ. Эппин, çывăхрах паллашар-ха çак ÿсен-тăранпа. Хĕл валли хатĕрлесе хума кăмăл çуралĕ.

Хĕлхен, вырăсла ăна кипрей, иван-чай, скрыпник теççĕ, нумай çул ÿсекен курăк, çĕр чăмăрĕн çурçĕр енче пур çĕрте те ÿсет. Лăсăллă е хутăш вăрманта, çулсем хĕррипе, çырма-çатрасен çыранĕсенче - таçта та тĕл пулатăн ăна.

Унăн паха енĕ - сывлăшран, тăпраран наркăмăш пуçтармасть. Хĕлхен чейне вĕрилле те ĕçме юрать, чей сивĕннĕ хыççăн тути те, сиплĕхĕ те çухалмасть! Унăн çулçинче С витамин хурлăханри е пылак пăрăçри чухлех!

Чей валли хĕлхене çеçкере чухне пуçтараççĕ: июль пуçламăшĕнчен сентябрь вĕçĕчченех. Чечекне илмеççĕ, çулçине çеç пуçтараççĕ. Ларакан курăкăн тунине чечекĕ айĕнчен пĕр алăпа тытаççĕ те тепринпе тунана сăтăрса анаççĕ. Сарăха пуçланă, хуçăк, таса мар çулçăсене илмеççĕ. Пуçтармалли вăхăт - ирхине, типĕ çанталăк.

Пуçтарнă чĕртавара сивĕ шывпа çуса илме юрать, унтан шыва лайăх сăрхăнтарса çÿхен сарса хумалла. Çапла пĕр талăк выртса шаннă çулçăсене пĕтĕреççĕ. Кашни çулçăна ал лаппи çине хурса сăтăрмалла - пĕтĕрĕнчĕк пăяв пек пулать, тĕксĕмленет. Пĕтĕрнĕ хыççăн противень çине 3-4 см хулăнăш сармалла та çиелтен нÿрлĕ таса пусмапа витмелле. Унтан противене типме 27 градуса яхăн ăшша лартмалла. 8-12 сехет ăшăра тăнă чĕртавар техĕмленет. Унран унччен çулнă чĕрĕ курăк шăрши кĕнĕ пулсан техĕмлĕ улма-çырла, чечек шăрши кĕрекен пулать. Ку чей курăкĕ пулса çитнине пĕлтерет. Ăшăра ытлашши вырттарма кирлĕ мар - пăсăлма, хĕрсе кайма пултарать.

Пултарнă /техĕмлетнĕ/ хыççăн курăка хачăпа е çĕçĕпе турамалла та духовкăра е ятарлă сушилкăра 55 градуса яхăн температурăра типĕтмелле. Духовкăра типĕтес тесен унăн алăкне ан хупăр - сывлăш илме кирлĕ. Хатĕр чей цейлон чейĕ евĕрлĕ пулать - тĕксĕм тĕслĕ, пĕрчисем алăпа пуссан хуçăлаççĕ /тĕпренсе каймалла мар/. Типĕтес вăхăт сарнă чĕртавар хулăнăшĕнчен те килет, паллах. Вăтамран 1 сехете яхăн. Чейе кĕленче савăтсенче тĕттĕм çĕрте упрамалла. 2-3 çул хушши чей тума юрăхлă, сиплĕхлĕ.

Хĕлхен чейне ытти чейе хатĕрленĕ пекех хатĕрлемелле. Таса чейнике кашни стакан пуçне пĕрер чей кашăкĕ чухлĕ чей хумалла, унта вĕренĕ, 85 градуса çити тамалтарнă шыв ямалла та 5 минут хупласа техĕмлетмелле. Хăнасене тĕлĕнтермелли чей хатĕр те. Ку чейĕн кăштах çутçанталăк панă пылаклăхĕ пур, кăмăл пулсан сахăр, е пыл хушма юрать. Тутлă çеç мар, сиплĕ те!

Унăн сиплĕхĕ пирки çитес номерте пичетлĕпĕр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.