Комментировать

6 Авг, 2015

Ĕмĕтре - «Артекрах»...

Пĕрремĕш класранпах пур предметпа та «пиллĕк» паллăпа вĕренекен Андрей Данилов район, республика шайĕнчи олимпиада-ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă. Хастарлăхне кура «Артека» кайма путевка çĕнсе илсен калама çук хĕпĕртенĕ. Ĕнтĕ юмахри пек вăхăтсем иртнĕ, нумай пулмасть Андрей тăван тăрăха таврăннă.

- Анне, пĕлетĕн-и? Паянхи куна илсен хамăн пурнăçа виççе пайлатăп. «Тăван тăрăхра», «Артекра» тата «Хура тинĕс хĕрринчи кану хыççăн»... Чи килĕшÿлли - «Артекра» пулчĕ. Ĕмĕт-шухăшпа эпĕ халĕ те «Артек-рах». Унта мĕн курнине кунĕпе пĕрле ларсан та каласа пĕтерме май çук. «Артек» вăл - уйрăм патшалăх. Çитменнине вăл кăçал 90 çул тултарчĕ. Кашни кунĕ тĕлĕнмелле илемлĕ те хаваслă иртрĕ. Пÿлĕмсем хăтлă та таса, мĕн кирли йăлтах пур. Спорт площадки çывăхра пурри те кăмăла çĕклерĕ. Кунне столовăйĕнче пилĕк хутчен тутлă апатпа сăйлантăмăр. Вожатăйсемпе тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнтăмăр. Экскурсисемпе походсене çÿрени те кăмăла çĕклерĕ. Куравсемпе музейсенче те хаваспах пултăмăр. Июлĕн 3-11-мĕшĕсенче лагерьте Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кинофестивалĕ иртрĕ. Çак хаваслă эрнере чылай илемлĕ фильм курса савăнтăмăр. Çавăн пекех паллă актерсемпе, художниксемпе, музыкантсемпе курса калаçма кăна мар, вĕсемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнни те ĕмĕр асра юлчĕ. Крыма манăн татах каяс килет, - тенĕ Андрей хавхалануллăн.

Хастар яш шкула кайичченех, Аня аппăшĕ пулăшнăран саспаллисене палланă. Кĕçĕн классенче вара вĕренÿре çеç мар, ăмăртусенче те палăрма тытăннă. «Вырăс упа çурийĕ» конкурса хутшăнса пултаруллисен йышне лекнĕ. Çĕнтерÿçĕсене Шупашкара чыслава чĕннине паянхи кунччен те кăмăлпа аса илет хас-тар йĕкĕт.

«Пирĕн спортсмен», - теççĕ ун пирки Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче педагогсемпе пĕрле вĕренекенсем. Ара, Андрей чăнах та спорта чунтан парăннă-çке. Кире пуканĕ йăтассипе, йĕлтĕрпе чупассипе, футбол-хоккей выляссипе ăна çитекен çук.

- Ашшĕне, Алексей Ардалионовича, пăхнă ĕнтĕ. Вăл спортшăн çунать, - тет амăшĕ, Алена Николаевна, ывăлĕн çитĕнĕвĕсемпе хăпартланнăскер.

Андрей хăйне телейлĕ те пуян çын тесе шухăшлать.

- Юнашар юратнă атте-анне, аппа, кукамайпа кукаçи, асаттепе асанне пур. Унтан ытла мĕн кирлĕ тата? Вĕсем мана мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, пурнăçа хаклама, аслисемпе кĕçĕннисене хисеплеме вĕрентнĕ. Халĕ те кирлĕ вăхăтра сĕнÿ-канаш пани пурнăçра çитĕнÿ тума май парать, - тет вăл хăпартланса.

Çапла, улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ, чăнахах. Андрей та ашшĕ-амăшнех хывнă. Ара, юратнă çыннисем иккĕшĕ те педагогсем-çке.

Элиза ВАЛАНС.

Елчĕк районĕ,

Тÿскел.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.