Комментировать

5 Авг, 2015

Партизан сукмакĕсемпе

1941 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа фашистла Германи Совет Союзĕн вăхăтлăха оккупациленĕ территорийĕсенче партизан отрячĕсем йĕркелеме тытăннă. ВКП/б/ Тĕп комитечĕ ятарлă постановлени йышăннă. Партизансен юхăмне ертсе пыма штаб çирĕплетнĕ. Вăл 1941-1945 çулсенче партизансен отрячĕсене 59960 винтовкăпа, 34340 автоматпа, 4210 пулеметпа, 2180 минометпа, 539570 гранатăпа тивĕçтернĕ. Вырăнти çынсем партизансен отрячĕсене апат-çимĕçпе, кĕпе-тумтирпе, атă-пушмакпа пулăшнă.

1941-1945 çулсенче Чăваш Енрен партизансен отрячĕсенче 200 çынна яхăн пулнă, вăл шутра - Шупашкар районĕнчен çирĕммĕн ытла. Вĕсен шутĕнче:

Валентин Иванович Гусев /Куснар ялĕнчен/ Беларуçра В.Лопатин отрядĕнче подрывник пулса çапăçнă. Пинск облаçĕн территорийĕнче отряд 1942-1944 çулсенче чукун çулсем çинче фашистсен 32 эшелонне сирпĕтнĕ, 1374 автомашинине тĕп тунă, 247 кĕпере юрăхсăра кăларнă. Тăшманăн çар техникипе чĕрĕ вăйне чылай пĕтернĕ. Хастар партизан "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ.

Тимофей Иванович Иванов /Кĕçĕн Карачураран/ Витебск облаçĕн çĕрĕ çинче Щорс ячĕллĕ партизан отрядĕнче разведчик пулнă. Отряд фашист оккупанчĕсемпе паттăр çапăçнине çирĕплетекен самант чылай. Çапла, 1942 çулхи авăн уйăхĕнче Иванов ертсе пынипе 15 партизан тăшманăн 30 автомашинăран тăракан автоколоннине пĕтерсе тăкнă, вуншар фрица "леш тĕнчене" ăсатнă. Унччен маларах август уйăхĕн 4-мĕшĕнче, пирĕн ентеш Дриссо юханшыв урлă хывнă кĕпере сирпĕтнĕ çĕрте палăрнă.

Георгий Емельянович Сазонов /Лапракассинчен/ Минск облаçĕн территорийĕнчи Сталин ячĕллĕ партизан отрядĕнче çапăçнă. Ушкăнăн мăнаçланма тивĕç пулăм самай. "Багратион" операци тапхăрĕнче /1944 çулхи июль-август уйăхĕсем/ отряд фашист оккупанчĕсемпе 24 хут тытăçнă. Тăшманăн çар техникипе чĕрĕ вăйне чылай тĕп тунă. Партизансен бригади /унта 1160 боец пулнă/ Рудня ялĕ çывăхĕнче 2-мĕш Танцинск танк колоннине тĕл пулнă. Партизансем танксене каçма кĕпере юсаса пынă. Хăйсен саппасĕнчен танкистсене 120 пăт çăнăх, 37 ĕне, 130 лаша панă. Бригадăн 150 боецĕ, вăл шутра Георгий Сазонов та, тăшманпа çапăçма танк корпусне куçнă.

Анатолий Николаевич Ефремов /Кипеккассинчен/ - Украинăра партизан юхăмĕн паллă ертÿçи С.Ковпак тăшман тылĕнче йĕркеленĕ рейдсене хутшăннă. Вĕсен паттăрлăхĕн кăтартăвĕ: ковпаковецсем тăшман тылĕнче 10 пин километр çапăçу-тытăçу çулĕпе утса тухнă, тăшман гарнизонĕсене 39 ялта пĕтерсе тăкнă, 5 пин салтакне тĕп тунă. Тăшманăн 10 танкне, 170 автомашинине, 38 нефть скважинине çунтарса янă.

Тăшманăн тарăн тылĕнчи партизансен отрячĕсенче пирĕн ытти ентешсем те: А.Г.Александров /Мишер ялĕ/, И.П.Балинов /Кăрмăш/, Л.З.Захаров /Соляново сали/, И.А.Ильин /Хураçырма, Ишек/, А.М.Михайлов /Вăрманкас/, Е.П.Самсонов /Хурамакасси/, И.Я.Сидоров /Кипечкасси/, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса çапăçнă, çĕнтерĕве çывхартнă.

Галина МИХАЙЛОВА.

Шупашкар районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.