Комментировать

22 Фев, 2014

«Манăн пуканесем те пуянччĕ...»

- Ал ĕçне эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех юрататтăм. Манăн пуканесем те чухăн пулман, пĕрмай юлашки модăпа тăхăнса «çÿретчĕç». Мĕн кăна çыхса тăхăнтартмастăмччĕ-ши вĕсене, çавăнпа та гардеробĕ калама çук пуянччĕ, - тет Ольга Ларина.

Хăй каланă тăрăх, шкулти ĕç урокĕсем нумай пулăшнă ăна. Пушă вăхăт тупăнсанах пĕчĕкскер алла йĕппе çип тытнă. Çитĕнсе пынă май тĕрлĕ юбка-кофта çыхма тытăннă. Унсăр пуçне картинăсем тĕрленĕ, вĕтĕ шăрçапа çыхнă. Çăм та йăваласа пăхнă. Ал ĕçĕ киленÿ çеç кÿнĕ.

Ултă çул каялла çекĕлпе çыхма пуçланă. Çакă йăлтах ăнсăртран журнал туяннинчен пуçланнă. «Çекĕлпе çыхасси маншăн юратнă ĕç кăна мар, пĕтĕм пурнăç та», - терĕ куравра Ольга Георгиевна.

Республикăри халăх пултарулăхĕн çуртĕнчи 6x7 галерейăра ал ăстин куравне йĕркеленĕ.

Мĕн пур ĕçе чунĕ витĕр кăларакан ăстаçăран вĕренмелли нумай. Çавна май çыхма кăмăллакансене хăй тавра пуçтарать Ольга Георгиевна. Малтан хулари Маяковский ячĕллĕ вулавăшра улах ларнă, халĕ «Салют» культура керменне пухăнаççĕ. Ал ăсти вĕренекенĕсем валли ятарлă программа хатĕрленĕ. Малтанхи çул кунта çÿрекенсем çыхас ăсталăха хăнăхаççĕ пулсан иккĕмĕш çул кăткăс япаласем ăсталама пуçлаççĕ.

ЧР Культура министерствин централизациленĕ библиотекинче бухгалтерта тăрăшакан Ольга Ларина республикăри чылай конкурспа курава хутшăннă.

- Халь сутлăхра темĕнле хитре тумтир те пур. Çапах та хăв çыхни вĕсенчен уйрăларах тăрать тата чуна та çывăхрах, - тет Ольга Ларина.

Елена АТАМАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.