Пирĕн республика. Тĕп тема
Транспорт аталанăвĕ, пассажирсене илсе çÿресси
Шупашкарти аэропортра, пассажирсене илсе çÿрекен автотранспорт предприятийĕнче, троллейбус управленийĕнче хатĕрленĕ репортажсем - республикăри тĕп массăллă информаци хатĕрĕсен медиапроекчĕн тăсăмĕ. Телекурав премьери пулчĕ ĕнтĕ. Паян вара вулакана проектăн хаçат версине сĕнетпĕр.
Пысăк хăвăртлăхлă... пурнăç
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа пĕрле Шупашкар-Мускав авиарейса ĕлкĕрес тесе васкатпăр. Чăваш Ен тĕп хулин сывлăш гаванĕнчен паян Мускава, Санкт-Петербурга, Ĕпхĕве, Самара тата Турцири Анталие вĕçсе кайма пулать. Рейссен, транспортăн пысăк хăвăртлăхлă çак тĕсне суйласа илекен пассажирсен шучĕ ÿссех пырать.
Аэропорт директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Никитин цифрăсемпе паллаштарать. Пĕлтĕр кунта 3,8 пин ытла рейса йышăннă, ăсатнă, вĕçевре 58 пин ытла пассажир пулнă. Анчах ĕçе тухăçлă тăвас тесен çак кăтартусене икĕ хут пысăклатмалла. Эппин, вĕçевсен географине анлăлатмалла, пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатмалла.
Залра çын йышлă. Михаил Васильевич сăмах пуçарнă хĕр эрнесерен Мускава вĕçни çинчен калать. Тепĕр хĕрарăм вара, Татьяна Журавлева, килне Хабаровска çитесшĕн иккен - Мускав урлă. Шупашкар килĕшни çинчен калать. Çынсем те уçă та ырă кăмăллă. Чăваш ялĕсенче - газ, асфальт. Хабаровск крайĕнче кунашкал хăтлăх ĕмĕтре кăна.
Сăмаха тăснă май Михаил Игнатьев республикăра агротуризма аталантарассипе çыхăннă тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Паллах, туристсем самолетсемпе те вĕçсе килĕç. Апла-тăк аэропорта аталантармалла. Вăл 2011 çулта республика Правительствин аэропорт комплексне панкрута тухнă "Чăваш Ен авиалинийĕсенчен" сутăн илме тивнине аса илчĕ. Паян аэропорта республика бюджечĕн шучĕпе тытса тăраççĕ. Чăнах та, тăкаклă, анчах республикăн инвестици илĕртÿлĕхне çирĕплетмешкĕн сывлăш гаванĕ кирлех.
2012 çултанпа пассажирсен шучĕ икĕ хут ÿснĕ. Самолетсем анса лармалли вырăн требованисене тивĕçтерет - пысăк ИЛ-76, Боинг-737 самолетсене те йышăнма май пур. Чикĕ леш енчен вĕçсе килекенсене йышăнмалли терминал ĕçлет, таможня тĕрĕслевĕ те кунтах. Аэропорт коллективĕ нумаях пулмасть Европа чемпионатне килнĕ спортсменсене йышăнас ĕçе ăнăçлă пурнăçланă. Çапах аэровокзалăн тĕп çуртне реконструкцилемелле. Ку ĕçе пурнăçлама патшалăхăннипе пĕрлех уйрăм çынсен укçине те явăçтарасшăн. Хальлĕхе вара Михаил Игнатьев пассажирсен çулталăкри юхăмне 100 пин çын таран ÿстермелли çинчен каларĕ. Ун чухне бюджета та çăмăлрах килĕ.
Метан соляркăна улăштарать
Шупашкарти автотранспорт предприятине çитрĕмĕр. Унăн директорĕ Анатолий Димитриев тата Чăвашавтотранс гендиректорĕ Евгений Мореплавцев нумаях пулмасть кăна илсе килнĕ çĕнĕ 5 автобуса кăтартрĕç. Çак техникăна туянмашкăн федераци программин укçине те уйăрнă. Паллах, укçа илмешкĕн Михаил Игнатьев та тăрăшнă.
Çĕнĕ автобуссем газпа ĕçлеççĕ. Çакă тăкаксене чакарма пулăшать. Кашни автобус çулталăкра 400 пин тенкĕ таран перекетлет. Паян Чăвашавтотрансăн 42 автобусне газ çине куçарнă. Çавна май газ заправка станцийĕсем ытларах кирлĕ. Çитес вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта тата Канашра çавнашкал АЗСсем уçасшăн.
Çĕнĕ автобус рулĕ умне ларса пăхма сĕнчĕç те - Михаил Васильевич хаваспах килĕшрĕ. Ăста водитель иккен - пĕр çаврăм тунă хыççăн кабинăран тухнăскере предприяти ĕçченĕсем алă çупса саламларĕç. Кунтах водительсен професси ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Унăн çĕнтерÿçисемпе, транспорт ĕçченĕсемпе курнăçнă май республика ертÿçи пухăннисен чылай ыйтăвне хуравларĕ. Транспорт ĕçченĕсем каланă тăрăх - çăмăллăхлă пассажирсене илсе çÿренĕ май ку предприяти тупăшлăхне пысăк витĕм кÿрет. Асăннă йышши пассажирсем вара юлашки вăхăтра пушшех нумайланнăн туйăнать. Кунта шухăшласа пăхмалăх пур.
Çулçÿрев - электричество вăйĕпе
Шупашкарти троллейбус управленийĕн директорĕ Александр Каныгин та тĕлпулăва пĕчĕк экскурсирен пуçларĕ. Вăл республика ертÿçине каласа панă тăрăх - предприяти юлашки виçĕ çулта çĕнĕ 12 троллейбус туяннă. Республика бюджечĕ 42 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Тепĕр тесен предприятире кивĕ техникăна та тирпейлĕ тытаççĕ.
Михаил Игнатьев социаллă ыйтусем тавра калаçу пуçарчĕ. Çитĕнÿсен шутĕнче - демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни. Ача сачĕсенче вырăн çителĕксĕррин ыйтăвне татса панă темелле. Çитес çултан шкулсен строительствин программине пурнăçлама тытăнмалла. Ырă тепĕр хыпар та пур: Чăваш Енре паян çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 71 çула çитнĕ. Çакăнта, паллах, çынсем спортпа туслашнин витĕмĕ те пур. Тата - сиенлĕ хăнăхусенчен хăтăлни.
Михаил Васильевич çĕнĕ çулсем туни, киввисене реконструкцилемелли майсем тупни çинчен те каласа пачĕ. Пĕлтĕр çак тĕллевпе 1 млрд тенкĕ ытларах тăкакланă, кăçалхи виçе 3,8 млрд тенкĕрен те иртĕ. Пысăк ĕçсен шутĕнче - Шупашкарти Мускав кĕперне реконструкцилеме пуçласси.
Республика ертÿçи управлени пуçлăхĕпе тата журналистсемпе пĕрле 1-мĕш троллейбус маршручĕпе çул çинче те пулчĕ. Унăн шухăшĕпе - çакă обществăри лару-тăрăва хакламалли чи лайăх барометр. Пассажирсемпе калаçнă май çакă палăрчĕ: вĕсен электротранспорт ĕçĕ тĕлĕшпе ÿпкев çук. Ирина Илугина водитель вара Чăваш Ен ертÿçине хăйĕн ĕçтешĕсен ячĕпе тав турĕ: тĕп хулара çулсене анлăлатас, юсас тĕлĕшпе тăрăшни куçкĕрет. Светофорсем те çĕнĕ йышшисем - вĕсен çути инçетренех курăнать. Чăн та, маршруткăсем ытла та йышлă - правилăсене пăхăнмаççĕ. Воробьев композиторсен урамĕнчи чарăнура, сăмахран, троллейбуссем валли вырăн та хăвармаççĕ. Михаил Игнатьев хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова кун пирки тÿрремĕнех каларĕ: "Кунта, урамра, çивĕч ыйтусем ĕç пÿлĕмĕн чÿречинчен пăхнинчен лайăхрах курăнаççĕ".
Леонид НИКИТИН.
/"Советская Чувашия"/