"Ачасем эпĕ вăрçăра пулнă тесех шухăшланă"
"Вĕрентекен вăл - професси мар, Турă панă тивлет", - çак ăслă каларăша пултаруллă, чăн-чăн педагогăн пур паха енĕпе те витерĕннĕ çынсемпе паллашмассерен пуçа илетĕп. Вăрмар районĕнчи Энтриялĕнче пурăнакан Валентина Никифоровна Хлебниковăпа, акă, черетлĕ командировка вăхăтĕнче ăнсăртран тĕл пулса кĕске самант кăна калаçрăмăр - 38 çул хăйĕн професси каçалăкĕнче чунпа парăнса тăрăшнине тÿрех ăнлантăм.
- Ачасем, ватăсене - курпунлă-и вĕсем, хитре мар-и, лайăх е начартарах тăхăннă-и - хисеплĕр. Вĕсем хăйсен пурнăçĕнче нуши-тертне самаях курнă. Хăшĕ-пĕри вара паян пирĕн пуç çийĕн сенкер лăпкă тÿпе хуçалантăр тесе тăшмана хирĕç те паттăррăн кĕрешнĕ, - çапла чĕрене пырса тивмелле сăмахсем каларĕ ăшшăн пуçламăш классене çÿрекен шăпăрлансем умĕнче ватă хĕрарăм.
Çак районти Шăплат ялĕнчех çуралса ÿснĕ вăл. Малтанах - вырăнти, кайран Орнарти, Çĕрпÿ районне кĕрекен Йĕкĕрварти шкулсене сукмак такăрлатнă. Вăтам классенче истори вĕренме тытăнсан Вальăшăн чи юратнă предмет пулса тăнă вăл.
- Пире Василий Никифорович Никифоров вĕрентетчĕ. Карăкçырми ялĕнченччĕ хăй. Вăл тĕрлĕ пулăм çинчен каласа панисене юмах пек итлесе лараттăмăр - çав тери кăсăклăччĕ! Çапла туртăнма тытăнтăм та вĕрентекен ĕçĕ патне, - асилет ĕç ветеранĕ.
Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çак ĕмĕтпе Канашри педагогика училищине кĕмешкĕн экзаменсем тытать. Виçĕ çултан пуçламăш классен учителĕн дипломне алла илсе тăван ялне таврăнать. Хăйĕн специальноçĕпе ĕç тупăнман та - Вăрманкасри клуба ертсе пыма вырнаçнă. Каярах Куславкка районĕнчи Энтри Пасарĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ тĕнчипе паллашма тин пуçăнакансене вĕрентме тытăннă.
- Кĕçĕн классемпе ĕçлеме килĕшетчĕ. Çапах та таçта шалта ача чухнехи ĕмĕтĕм тĕлкĕшетчĕ - историе тарăннăн вĕренмелле. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Истори учителĕн дипломне алла илсен Энтриялĕнчи вăтам шкулта ачасене вĕрентме пуçларăм, - ветеран педагог професси ăсталăхĕн çулĕ епле аталанса пынине çапларах йĕрлет.
Вĕренекенсене хăй пĕлÿ паракан наукăна юраттарма пултарни педагогшăн - самай пысăк çитĕнÿ. Вăл "чĕртсе" яма пултарнипех ачасем историпе иртекен район, республика шайĕнчи олимпиадăсенче курăмлă çитĕнÿсемпе палăрма тытăнаççĕ.
Валентина Никифоровна урокĕсене паян та ырăпа аса илеççĕ Энтриялсем. "Историе класĕпех килĕштереттĕмĕр. Мĕн кăна каласа кăтартман-ши пире вăл, çĕршыври тĕрлĕ хулара çул çÿренĕскер! Вуннăмĕш класра патшалăх экзаменĕсем тытрăмăр. Историпе класри 27 ачаран çурри "пиллĕк" илчĕ вĕт - комиссири вĕрентекенсем тĕлĕнсе кăна ларнăччĕ", - вĕрентекенне еплерех хисеплени, юратни çинчен калаççĕ Энтриялĕнчи клуб ĕçченĕн Зоя Григорьевăн ăшă сăмахĕсем.
Çулçÿрев тенĕрен - Валентина Хлебниковăна истори тĕрлĕ пулăмĕсемпе чапа тухнă вырăнсем яланах кăчăк туртнă. Акă, еплерех каласа кăтартать вăл кун пирки:
- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕ чухне эпир пĕрремĕш класраччĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче шкултан киле иртерех ячĕç - пĕтĕм ялйыш уява паллă тума хатĕрленчĕ пулĕ. Çитĕнерехпе вăрçăн чи хĕрÿ çапăçăвĕсем иртнĕ хула-ялпа интересленме тытăнтăм. Çав вырăнсене çитсе курас килни канăç памастчĕ. Çапла хам тĕллĕн Брест, Минск, Севастополь, Калининград, Цитадель, Киев хулисене кайса куртăм. Брест крепоçĕнчен тăпра илсе килнĕччĕ. Ялти шкулта таврапĕлÿ музейĕ йĕркелеме пуçăнсан паха экспонат пек унта вырăн тупрĕ çав тăпра савăчĕ. Хам кайса курнăран, тĕрлĕ экскурсисенче пулни-иртнине лайăх тăнланăран уроксенче тĕплĕн каласа кăтартаттăм та - ачасенчен хăшĕ-пĕри эпĕ вăрçăра пулнă тесех шухăшлатчĕ.
Вĕрентекен яланах халăх хушшинчи çын. Валентина Никифоровна, пропагандистсен курсĕнчен вĕренсе тухнăскер - пушшех те. Ял, район канашĕсен депутачĕ пĕрре мар пулма тÿр килнĕ общество ĕçĕнче хастар хĕрарăма.
Тăватă ача çуратса ÿстернĕ Хлебниковсем. Ираидăпа /Питĕрти шкулсенчен пĕринче ĕçлет/ Галина династие тăсса амăшĕн професси çулĕпе утаççĕ. Галина Витальевна чи çывăх çынни пекех - истори вĕрентет. Шупашкарти шкулта тăрăшакан педагог Раççей сумлă наградине те тивĕçнĕ.
40 яхăн çул шкулта ĕçлесе пĕр кун та "вĕрентекен профессине суйламалла марччĕ" тесе шухăшламан. Таса чун-чĕрепе ĕçленĕ, ĕçтешсемпе вĕренекенсене йывăр самантра ăнланма, пулăшма тăрăшнă - çавăнпа чунра лăпкă, - терĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ евĕр ватă хĕрарăм.
Хăй тĕпленнĕ ялти шкулта ачасен йышĕ пĕчĕкленсех пынишĕн кăна пăшăрханать ветеран. Çĕр-çĕр ачана куллен йышăннă шкулта паян пуçламăш классем кăна вĕренеççĕ. "Çамрăксем ялта тĕпленесшĕн мар та - малашне мĕн патне çитсе тухăпăр?" - Валентина Никифоровнăна кăна мар, нумай çынна канăçсăрлантаракан ыйту, шел, хуравсăрах юлать-ха. Хальлĕхе...
Ирина ПУШКИНА.