Комментировать

4 Авг, 2015

Каçар пире, поэтăмăр...

Кăçалхи июнь уйăхĕн вĕçĕнче К.В.Иванов çĕршывне çитсе килтĕмĕр. Пушкăрт Республикинчи Слакпуçĕнче пуласси тахçанхи ĕмĕтчĕ-ха, ĕмĕте пурнăçлама ниепле те май çитерейменччĕ. Мухтавлă поэтăмăр К.Иванов çÿренĕ урамсемпе, сукмаксемпе утса курас, вăл сывланă сывлăшпа сывлас, вăл курнă-пĕлнĕ тавралăха куçпа ыталас ĕмĕт тахçанах илĕртетчĕ... Кăçал çапла тĕллев лартрăмăр: чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕн çĕршывне çитсе курмаллах.

Шкул ачисен экзаменĕсем пĕтнĕ хыççăнах тĕрлĕ шкулти тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсем çула тухрăмăр. Çулĕ çывăх мар. Çитменнине çанталăк та пăчă, шăрăх тăрать тата. Çитнĕ çĕре аванах сÿслентĕмĕр тесен те юрать. Çапах Слакпуç ялĕ курăнса кайсан кăмăлпа çунатланнă пек пултăмăр.

Пушкăрт çĕршывĕ,
Илемлĕ кĕтес,
Слакпуç çĕрĕ-шывĕ,
Пирĕн килес!

Çак йĕркесем автобусрах çуралчĕç. Ял урамĕнче тĕл пулнă пĕрремĕш çынах чăвашла кăмăллăн: "Аван-и?" - тесе сывлăх сунни чуна савăнтарчĕ. Акă вăл, акă вăл мухтавлă поэтăмăра хăй ытамĕнче сиктернĕ ял! Çакăнта, шăпах çакăнта-çке пĕчĕк Кĕçтенттин Иванов выляса-кулса ÿснĕ, улăх-çаранĕсем тăрăх çарран чупнă, сиплĕ çăлкуç шывне ĕçсе киленнĕ.

Ял айлăмра вырнаçнă. Ун айккинчи сăрт-тусене куратăн та кунти тавралăх пирĕн пек марринчен тĕлĕнетĕн. Куç таçти-таçти инçĕше çавăрса илет. Вăрмансем, сăртсем, айлăм, çарансем... Хурăнсем, хурăнсем мĕн чухлĕ тата! Мĕнешкел илемлĕ кунти тавралăх! Кунта чунпа поэт пулмасăр тăма та май çук пек туйăнать.

К.В.Иванов музейĕн çурчĕ умне чарăнатпăр. Улшăнусем - куç умĕнче.

Музей ĕçченĕ Алевтина Юрьевна Жилкина отпускра пулнине пăхмасăрах пирĕнпе тĕл пулма килĕшрĕ, тарават кăмăлĕпе хăй енне çавăрчĕ.

Музее кĕрсенех темĕнле хăтлăх, лăпкăлăх çавăрса илчĕ чуна. Чÿрече çинчи илемлĕ карăсем те килти ăшăлăха туйтараççĕ.

К.В.Иванов пурнăçĕ, пултарулăхĕ пирки эпир, вĕрентекенсем, сахал мар пĕлетпĕр-ха, анчах хамăр куçпа курни темле пулсан та хаклăрах. Çак пÿртре-çке пулас поэт пурăннă, кунта вăл тĕнчене, çынсен юратăвне, чун ăшшине туйса çитĕннĕ.

Поэт пÿлĕмĕ. Вăл выртса тăнă кравать. Пÿлĕм çав вăхăтри астăвăмпа пурăнать. Пĕтĕмпех кунта пулса иртнĕ-çке. Анчах эп калас, çырас тени ку çеç те мар-ха. Слакпуçсене хăйсен ентешне асра тытнăшăн, манманшăн, музей ĕçне йĕркелесе янишĕн чунтан тав тăвас кăмăлăм тем пысăкăш пулсан та пач урăххи пирки ман сăмахăм.

К.В.Иванова чăваш классикĕ, тĕнче шайĕнчи поэт тетпĕр. Ун ячĕпе мăнаçланатпăр, ун поэзи хăвачĕпе çунат илсе вăйланатпăр, хăватланатпăр эпир. Çапах та темшĕн чунăмăрта шалта, чĕре тĕпĕнче ун умĕнче, ун вăйлă ячĕ умĕнче тем туса çитерейменни вăрттăн чĕпĕтсе тăрать пек. Çакăн пек шухăшсем çуралчĕç аслă поэтăмăр çуралса ÿснĕ Слакпуç ялне çитсе килнĕ хыççăн. Хăшпĕр шухăшпа çеç паллаштарасшăн. Тен, мĕн те пулин улăштарма май килĕ.

Çул пирĕн çывăх пулмарĕ терĕм малтанах. Елчĕк çĕрĕнчен Пушкăрта çитме 700-800 çухрăм. Пĕр талăк каймалăх пур. Эпир çул çинче питĕ ывăннăччĕ. Çак илемлĕ тăрăхра ытларах тытăнса тăрас, ун илемĕпе киленес, çывăхарах паллашас, çÿллĕ сăрт çинче куç виçейми тавралăха сăнаса шухăша кайса тăрас та тăрас килетчĕ. Пулмарĕ ун пек май. Мĕншĕнне ăнлантарма тăрăшăп. Çав музейсен çирĕпленнĕ йĕркине хăнăхнă шайран урăхларах йĕркелеме те пулать-тĕр. Калăпăр, пирĕн пек инçе çултан килнĕ хăнасем валли çул хыççăн сывлăш çавăрмалла канса яма, çăвăнса тасалма музей çумĕнче кану пÿлĕмĕ пулсан мĕнешкел лайăх пулнă пулĕччĕ. Е чăваш мунчи тейĕпĕр, кăпăклă сăра, чăваш апат-çимĕçĕ, сиплĕ чей.…

Хальхи саманара темĕнле программа та ĕçлет пуçаруллă çынсем валли. Ял туризмне аталантарасси тата ытти... Вăрăм çула çÿрекенсем пĕлеççĕ, канса илме "Отель. Кафе. Гостиница. Сауна" тенисем çул хĕрринчи хуласенче йĕркипех вырнаçса тухнă. Питĕ меллĕ вăл. Мĕншĕн çавăн пеккисене К.Иванов музейĕ çумĕнче тăвас мар? Ку енĕпе пуçаруллă çынсен хушшинче конкурс ирттерсен те аван пулмалла. Хавхалантармалла вĕсене, тĕрлĕ проект сĕнекен, ĕçе кĕртме пултаракан патриот чунлă хастар çынсене. Халь нумай этем укçашăн, усламшăн çуннине пĕлетпĕр пулин те пурнăçра хăйсен пĕлтерĕшне çухатман хаклăхсем те нумай. Музейсен пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашни те вырăнлă пулмалла. Кунти музей ĕçченĕнчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх - вăл Шупашкарта та пулса курман иккен. Пирĕн республикăра Шуршăлти Космонавтика музейĕ аван ĕçлет. Миçе хутчен пулман-ши унта, кашни каймассерен - çĕнĕлĕх. Музей ĕçĕ-хĕлĕ пĕрмай аталанура. Мĕн пирки калатăп-ха çакна? К.В.Иванов ячĕпе уçнă музейра та çав аталанăва курас килет. А.Г.Николаев та, К.В.Иванов та - Чăваш Ене, чăваш халăхне чапа кăларнă çынсем. Виççĕмĕш космонавта тивĕçлĕ шайра хисеплетпĕр пулсан, К.В.Иванов ячĕ те çăлтăр пек çÿлте ялкăшмалла.

К.В.Иванов музейне 1940 çулта уçнă. Чыс та мухтав пархатарлă çак ĕçе пуçаракан ырă çынна. Çапах музей тивĕçĕ экскурсовод килнĕ хăнасене К.В.Иванов пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пани çинче çеç никĕсленсе тăмалла мар. Çула тухнă чух пире хăшпĕр вĕрентекен К.В.Иванов çĕр-шывне вĕсен ятĕнчен пуç тайма каласа янисĕр пуçне унтан асăнмалăх пĕр-пĕр япала-буклет, диск таврашĕ, кĕнеке те пулсан илсе килме ыйтнăччĕ. Ун пек япала нимĕн те асăрхаймарăмăр. Музей çумĕнче пĕр-пĕр кинозал е акт залĕ йĕркелеме те пулать вĕт-ха. Сайтра пĕлтернĕ тăрăх - музее çулленех 2 пин ытла çын килсе курать тенĕ. Апла таçти ют çĕртен килекенсем те пурах ĕнтĕ. Мĕншĕн паллă çынсем унта пулни çинчен видеоролик кăтартас мар, вĕсем чăваш поэтне мĕнле хакланипе паллаштарас мар? Аслă поэтăмăр ячĕпе сувенирсем хатĕрлес мар? Хаваспах туяннă пулăттăмăр. Шел те, çав енчен кĕтни, кăмăла тивĕçтерни пулса пĕтеймерĕ. Ку, паллах, музей ĕçченĕсен пуçарулăхĕнчен çеç мар, çÿлерехри пуçлăхсенчен те килнине ăнланакан ăнланать ĕнтĕ. К.В.Иванов поэтăмăрăн çутă талантне ĕмĕрлĕх асра хăварас енĕпе эпир, чăваш халăх ывăлĕ-хĕрĕ, тем туса çитерейместпĕр пек туйăнать. Каçар пире, поэтăмăр... Сан çутă ятна тата та çÿлте тытма тивĕçлĕ ĕçсем тусах пĕтерейменнишĕн, тумалли ĕçсене туса çитерейменнишĕн.

 

Елчĕк районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ячĕпе - Нина ЛЕВАЯ.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.