Илĕртет хресчен çурчĕ
Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра иртен-çÿрен çул хĕрринчи йывăç çурта, юнашарти çĕнĕ çил арманне, çатан картана тĕлĕнсе сăнать. Вĕсем кăна-и, ĕлĕкхи хресчен килĕпе паллашма аякран та килеççĕ. Анлă картишĕнче хура пÿрт, лаç ...
Çĕнелсе илемленнĕ музей
Выльăх картипе хура çурт тăррине ĕлĕкхилле улăмпа витнĕ. Пÿрт вăхăт иртнĕ май хуралса пусăрăнма ĕлкĕрнĕ пулсан, хуралтăсем вĕр çĕнех. Хура çуртра мăрьесĕр кăмака, кравать. Лаçри вучахра пысăк хуран çакăнса тăрать. Кил-тĕрĕшре куллен усă куракан савăт-сапа туллиех кунта. Вучах чĕртме юнашарах - вутă купи. Вите-сарайра выльăх йĕр хăварайман. Çĕнĕ пĕрене хĕвел çутипе çуталса ларать.
Пÿртри кашни япала хресчен пурнăçне, йăли-йĕркине уçса парать. Вырăн виттине, минтерсене чăвашăн çĕр пин тĕррипе илемлетнĕ. Кăмака çумĕнчи сăпкара та тĕрленĕ япаласем. Алăкран кĕрсенех пир тĕртмелли, çăм арламалли тата ытти хатĕрсем.
Картишĕнче кăна мар, пахчара та çирĕп алă хуçаланни палăрать. Çĕрулми, пахчаçимĕç ăнса пулнă. Йăран çинче йĕтĕн те çитĕнет - курма килекенсене кăтартма. Пур çĕрте те таса, типтерлĕ, илемлĕ. Кунта ĕçчен çемье пурăнать темелле. Анчах чаплă çурт-йĕр хуçи - халăх. Унăн пурлăхĕ упранать кунта.
- Çурта 1984 çулта, «Ленинская искра» колхоз председателĕнче ĕçленĕ Аркадий Айдак пуçарнипе лартнă. Ăна экспонатсемпе пуянлатма ялĕпех хутшăнчĕç. 1993 çулта истори палăкĕ «Халăх музейĕ» ята тивĕçрĕ. Чăн та, вăхăт иртнĕ май çурт-йĕр самай юхăнма ĕлкĕрчĕ. 90-мĕш çулсенче хуçалăх йывăрлăха кĕрсе ÿкнипе ăна юсаса çĕнетме укçа-тенкĕ енчен пулăшаймарĕ. Чăваш Республикинчи ялсенче комплекслă майпа çурт-йĕр тума тата тирпей-илем кĕртме ятарлă программа хута кайсан унта хутшăнма шутларăмăр, - каласа парать Мăн Шемертен ял тăрăхĕн ертÿçи Альбина Егорова. - 2013 çулта конкурс витĕр тухса халăх музейне çĕнетме грант илтĕмĕр. Картишĕнчи хуралтăсене тĕпрен çĕнетрĕмĕр. Пÿрте те юсама тиврĕ. Пурĕ 1 млн та 275 пин тенкĕ тухса кайрĕ. Çав шутра республика бюджетĕнчен 950 пин тенкĕ уйăрчĕç. Федерацин ял территорийĕсене аталантарас тĕлĕшпе йышăннă программăпа вара музее культура енĕпе пуянлатма тăрăшрăмăр. Унпа юнашарах çил арманĕ турăмăр, чăвашсен йăлипе юпа лартрăмăр. Территорине тирпейлесе илемлетрĕмĕр.
- Хресчен çуртне тепĕр хут чĕртсе тăратас ĕçе камсене явăçтартăр?
- Кирек мĕнле ĕçе те пĕлнĕ-пĕлмен тăваймăн. Халăх музейне уйрăмах. Ун тăрăх çамрăк ăру несĕлсен пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе паллашать. Юсаса çĕнетме тытăниччен ÿнерçĕсем пире проект-эскизсем хатĕрлесе пачĕç. Вĕсене тĕпе хурса ĕçлерĕмĕр те. Тирпей-илем кĕртме ял çамрăкĕсем те пулăшрĕç.
- Кирек мĕнле чаплă япала та пăхса тăмасан юхăнать, кивелет.
- Унччен кунта пĕр çын кăна ĕçленĕ. Халĕ, пурлăх хушăннă май, иккĕн вăй хураççĕ: музей ертÿçипе хуралçă. Вĕсемех территорие тасатса-тирпейлесе тăраççĕ.
Чăвашла е турккăлла?
Халăх музейĕ яланах уçă. Канмалли кунсенче те ĕçлет вăл. Çуллахи кунсенче курма килекенсем сахал мар.
- Картиш çынсемпе тулсан хĕпĕртетĕп, - кăмăллăн пĕлтерет музей ертÿçи Людмила Петрова. - Акă нумай пулмасть кану лагерĕнчен 60 ача килсе кайрĕ. Етĕрне тăрăхне туристсем çитсен тÿрех кунта курма илсе килеççĕ.
Етĕрне районĕнчи Тури Ачак тăрăхне туристсем Китай, Турци тата ытти çĕршывран та çул хывнă.
- Пĕррехинче Турцирен арçынпа хĕрарăм çитрĕç. «Кăсен тăлмачи ăçта-ши? Хăнасене мĕнле ăнлантарас ĕнтĕ?» - тесе пăшăрханатăп. Унтан, мĕн пулать те мĕн килет тенĕн, калаçăва вырăсла пуçларăм. «Пирĕнпе чăвашла калаçмалла», - сасартăк мана пÿлчĕ арçын. Вĕсем чăваш чĕлхине тĕпчеççĕ-мĕн, йăла-йĕркене тĕплĕрех пĕлесшĕн, - асаилет Людмила Витальевна пулни-иртнине.
Китай хăнисене вара çĕнĕ хуралтăсенчен таврана сарăлакан йывăç шăрши тĕлĕнтернĕ. «Ах, мĕнле ырă шăршă!» - тесе пĕренене перĕнсе тарăн сывланă. Унтан лаçра выртакан вутă купине курсан: «Ку тата мĕн?» - тĕлĕнĕвне пытарайман вĕсем. «Вутă, кăмака хутмалли», - тенĕ ертÿçĕ. Лешсем çав-çавах ăнланманнине кура кăмакана хутсах кăтартнă. «Китайра вутă сахал-шим? Пĕрремĕш хут курнăн тĕлĕнсе паллашрĕç, - каласа парать Людмила Петрова. - Кăçал Францирен те хăна кĕтсе илтĕм. Вăл чăвашсен пурнăçĕпе кăсăкланчĕ, çине-çинех ыйтса пĕлме тăрăшрĕ».
Хăнасене вырăнти «Вирьял» халăх ансамблĕ те час-часах савăнтарать. Илемлĕ юрă-кĕвĕпе чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçне, кулленхи ĕçĕ-хĕлне сăнлать. Несĕлсен пуянлăхĕ ăруран ăрăва куçса пырсан чăваш йăли-йĕрки, чĕлхи нихăçан та манăçа тухмĕ.
Лариса Никитина.