Комментировать

20 Ноя, 2013

Манăн полици мана хÿтĕлет

Çирĕпленнĕ каларăша тĕпе хурсан - полицин участок уполномоченнăйне кашниех сăнран пĕлме тивĕç. Çынсем паллаççĕ-и ăна? Çакна уçăмлатас тата çак тытăмра вăй хуракансен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе полици ĕçченĕпе кун ирттерме шухăш тытрăм.

Чăваш Ен Шалти ĕçсен министерствин Шупашкар хулинчи управленийĕн 4-мĕш уйрăмĕн 3-мĕш участокĕ /Мускав проспектĕнчи 27-мĕш çуртра вырнаçнă/ пăхса тăракан территори Оперăпа балет театрĕ таврашĕнчи кÿлмек хĕрринчен пуçланса Мускав проспектĕнчи пĕрремĕш çурт патнех çитет. Çак лаптăкшăн тата унта пурăнакан, вĕренекен çынсемшĕн полицин виçĕ уполномоченнăйĕ - А.Никифоров майор, Е.Евдокимов тата Г.Малыгин капитансем - яваплă. Вĕсен халăхăн тĕрлĕ ыйтăвне татса пама, преступлени йĕрĕ çине тухма, уçăмлатма, çемьесенчи хутшăнусене йĕркелеме, ĕçкĕçсемпе кĕрешме тата Раççей, Чăваш Республикин саккунĕсенчи теçетке ытла статьяпа пункта пурнăçлама... тивет.

Полицин участок уполномоченнăйĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе Евгений Евдокимов капитан паллаштарма килĕшрĕ. Унăн яваплăхĕн "картине" Уруков урамĕнчи - 7, Пирогов урамĕнчи - 11, Мускав проспектĕнчи 31 çурт кĕрет. Ку территорире 3700 ытла çын пурăнать. Кунсăр пуçне уйрăм ушкăн пур: 360 ют çĕр-шыв тата 1500 яхăн хамăр тăрăхри студент.

Пĕрремĕш сменăна тухакан участковăйĕн /халăхра ăна çапла чĕнеççĕ/ ĕç кунĕ 8 сехетре, иккĕмĕшне килекеннин 14 сехетре пуçланать. Кунсăр пуçне графикпе килĕшÿллĕн каçхи дежурствăсем, ăнсăрт командировкăсем... Кăнтăрла участок пунктĕнче шăпах. Çак вăхăтра полицейскисем ытларах чухне хут ĕçĕпе лараççĕ. Протоколсене тултармалла, заявленисене шĕкĕлчемелле. Кашни ĕçе палăртнă вăхăтра пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тумалли пирки манмалла мар. Тепĕр чухне çынна шыраса, ыйтса пĕлме килĕрен çÿреме тивет... 18-21 сехетсенче вара кунта халăх хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе килет. "Юр-и, çумăр-и е тĕнче пĕтсе килет-и - пирĕн çак вăхăтра вырăнта пулмалла", - кăшт шÿтлерех пĕлтерет Евгений Сергеевич.

Участок уполномоченнăйĕн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмĕшле сăнласа панă хыççăн капитан çула тухма хатĕррине пĕлтерет. План çапларах: икĕ-виçĕ хваттере çитмелле, урамсене пăхса тухмалла, çынсемпе тĕл пулмалла.

Çул çÿрев Уруков урамĕнчен пуçланчĕ. Çанталăк лайăх, хĕвеллĕ. "Ĕçкĕçсем курăнмаççĕ-ха. Вăранса тухайман ахăртнех /10 сехет иртнĕччĕ ун чухне/. Вĕсем пухăнакан вырăнсем пушах", - лару-тăрупа паллаштарать Евгений Сергеевич. "Бомжсем çук-и? Йытăсем çапкаланса çÿремеççĕ-и?" - интересленетĕп. "Бомжсем пур. Çулла урамра пурăнаççĕ. Хĕлле пытанса пĕтеççĕ. Çурт путвалĕсенче е тата урăх вырăнта хÿтлĕх шыраççĕ. Пĕр хушă килсĕр йытă нумайччĕ. Халĕ асăрхаман. Вĕсене тытакан ятарлă служба пур хулара. Пĕлместĕп: кашни йытта хăваласа çÿреççĕ-ши? Телее, юлашки çулсенче йыт-качка çынсене тулланă, амантнă тенине илтмен. Та-а-к... Ку ĕнер кăна çукчĕ. Асăрхаттармалла".

Капитан пăхнă еннелле тинкеретĕп. Полицейскин куçĕ вичкĕн иккен. Калаçса утнă хушăрах темĕн те асăрхать. Подъезд алăкĕсем çине такси номерĕсене çырса тухнă.

Чăнах та, илемсĕр, килпетсĕр, пурлăха сиенленĕ... Çакăн хыççăн капитан куçне сăнама пуçларăм. Ура айне кăна пăхса пымасть вăл, тавралăха тинкерет, сăнать. "Саккуна пăсакансене, йĕркесĕрлĕхе куçран вĕçертесшĕн мар иккен", - пĕтĕмлетрĕм вара.

Çапларах шухăшсемпе айкашса пынă вăхăтра сисмен те - капитан чарăнса тăнă. Курăк çинех кĕртсе лартнă машинăна телефон çине ÿкерет. "Ĕлĕкрех урапаран тапа-тапа хуçине чĕнсе кăлараттăмăр, протокол çыраттăмăр. Халĕ сăн ÿкерчĕке хула администрацине ярса паратпăр. Вĕсем явап тыттараççĕ. ...Вăйă лапамнех кĕрсе кайнă вĕт. Кайран ачасене выляма вырăн çук тетпĕр", - ĕçленĕ хушăра калаçать капитан. "Халĕ çынсем хăйсем çурт умне вак чул сарса машина лартма вырăн тăваççĕ. Юрать-и апла?" - тесе ыйтатăп. "Паллах, анчах пĕл: лаптăка хăвшăн çеç мар, ыттисемшĕн те хăтлăлататăн. Манăн вырăн тесе калаймастăн. Унта хăть те кам та транспортне лартма пултарассине шута ил".

Садик çумĕпе иртсе пыратпăр. Шăпăрлансен пĕр ушкăнĕ картишĕнче выляса çÿрет. "О, милиционер!" - кăшкăрма пикенчĕç пĕчĕкскерсем. "Асăрхарĕç вĕт, - кăмăллăн кулса илет Евгений Сергеевич. - Полици ĕçченĕ питĕ курăмлă çын, унăн тĕслĕх пулма тăрăшмалла. Çынсем сăнасах тăраççĕ. Вăрçăнасран, хивреленесрен асăрханмалла. Телефонпа ÿкерсе илеççĕ, Интернета вырнаçтараççĕ. Çийĕнчен тата "полицири йĕркесĕрлĕх" тесе çырса хураççĕ. Çынсем полицирен хăраççĕ, мĕншĕн тесен вĕсенчен мĕн кĕтмеллине пĕлмеççĕ. Тĕрĕссипе, хамăр та ыран е тепĕр кун "çÿлтен" мĕнле саккун, йышăну килессе чухламастпăр".

Пирогов урамĕпе утатпăр. Пĕр çуртăн подъезчĕ умĕнче виçĕ çамрăк, вĕсенчен пĕри аслă класра вĕренекен хĕр ача, пирус мăкăрлантарса тăраççĕ. "Ырантан вăрттăн пытанса туртма тивет вĕт. Штрафлама ирĕк паракан саккун вăя кĕрет. Ашшĕ-амăшĕ ăçта пăхать-ши?" - пăшăрханса сăмахлать Е.Евдокимов.

Мускав проспектĕнче вырнаçнă общежити патне çитрĕмĕр. "Виççĕмĕш кун шыратăп çакăнта пурăнакан хĕрарăма, - кунта килнин сăлтавне ăнлантарать полици капитанĕ. - Тупаймастăп. Вăл больницăра "мана хĕнерĕç" тесе каланă. Кун пек пĕлтерÿсем пирки вара çийĕнчех полицие çитереççĕ. Манăн ĕçе тĕпчесе айăплисене тупмалла. Халь акă çÿретĕп, шыратăп. Хĕрарăмпа тĕл пулса калаçмалла. Ĕçе пăхса тухмалли вăхăт иртсе пырать".

Подъезда кĕтĕмĕр. Куçа тÿрех таса марлăх тăрăнчĕ. Вăрăм коридора ешчĕксем лартса тултарнă. Урайне тахçанах çуман. Хăйне евĕр шăршă тăрать. Пÿлĕм алăкне хĕрарăмăн ывăлĕ уçрĕ. Вăл амăшĕ виçĕ кун каяллах килтен юлташĕ патне тухса кайни, халĕ те таврăнманни пирки пĕлтерчĕ. Ăна хĕнени пирки илтмен иккен вăл. Унăн шухăшĕпе - вăл хăйне тухтăрсем хăвăртрах йышăнччăр тесе суйнă. Уполномоченнăй каччăн хуравĕсене çырса хунă, ăна алă пустарнă хыççăн виççĕмĕш хута антăмăр. "Кунта учетра тăракан çын пурăнать. Вĕсене те сăнасах тăмалла пирĕн", - пÿлĕм алăкне шакканă май калаçать Евгений Сергеевич. Виçĕ-тăватă минут иртсен те сас паракан пулмарĕ. "Тĕрĕс, ку вăхăтра килте пулмалла мар", - тесе урама тухрăмăр.

Эпир çитнĕ тепĕр хваттерте вырăс хĕрарăмне качча илнĕ таджик пурăнать. "УФМСран вăл хăйĕн тăванне хваттерте регистрацилесшĕн пулнине пĕлтерчĕç, - кунта килнин сăлтавне уçăмлатрĕ капитан. - Раççей паспорчĕ пулсан казахсемшĕн, таджиксемшĕн, узбексемшĕн пирĕн çĕр-шывра çул уçăлать. Хăть ăçта кайма, хăть ăçта пурăнма пултараççĕ". Алăка хĕрарăм уçрĕ, арçын ĕçре иккен. Унпа телефонпа çыхăнма тиврĕ. УФМС хыпарне хирĕçлерĕ вăл. "Хваттер хуçи эпĕ. Кама пропискăна тăратма пултарĕ вăл?" - хĕрарăм упăшки хутне кĕчĕ. Полицейскипе кил хуçи арăмĕн калаçăвĕнчен ывăлĕ хăйпе пĕрле пурăнманнине ăнлантăм. Мĕншĕн? Ăçта вăл?

"Карим - йĕркеллĕ, ĕçчен арçын. Арăмĕ вара ĕçкелеме юратать, - хĕрарăмпа сыв пулашнă хыççăн каласа кăтартрĕ Евгений Сергеевич. - Тарăхса çитнĕрен ывăлне тăван çĕр-шывне тепĕр арăмĕ патне ăсатнă". "Чăвашра ĕçлесе илнĕ укçапа икĕ çемьене усрама пулать-и вара?" - манăн тĕлĕнÿ ÿссех пырать. "Пилĕк пин ярса парсан унăн йышлă çемйи икĕ уйăх "юрласа" пурăнать, - тет манăн çулташăм. - Кунта пĕр пÿлĕмлĕ хваттер сутнă укçапа унта керменпе пĕрле тарçăсене те туянма пулать". Кăмăллă калаçакан /пире чей ĕçме те чĕнчĕ/, хăйне çав вăхăтра йркеллĕ тытнă хĕрарăм виçине пĕлмесĕр ĕçме пултарасси иккĕлентерчĕ. Кăшт уçă алăкран хваттерĕ те таса, тирпейлĕ курăнчĕ. Анчах участковăйне ĕненмесĕр тăма пултараймастăп. Вăл вĕсене кашнине куллен тенĕ пек курать, пĕлет. Ĕçсе пĕтекен чăваш хĕрарăмĕсене шел...

"Ак çак çурт путвалĕнче вун пилĕк таджик регистрациленнĕ", - тесе капитан "Çĕвĕ фабрики" тесе çырнă хăма çакнă алăка туртса пăхрĕ. "Апла юрать-и вара?" - интересленетĕп. "Çук паллах. Çыннăн пропискăра тăракан вырăнта пурăнмалла. Кунта нимĕнле услови те çук. Мĕнле майлаштарнă? Пĕлместĕп. УФМС тĕрĕслеме ыйтать. Анчах миçе килсе те никама та кураймарăм. Вăрттăн сыхласа тăмалла-и? Тен, кам та пулин кĕрсе тухнине асăрхăп", - çапла калаçса малалла утатпăр.

"Сăна-ха, - тимлĕхе ÿстерме ыйтса сăмах хушать Евгений Сергеевич, - ав çав çурт пуçĕнчи киоск çывăхĕнче тăракан арçынна". Кăтартнă еннелле тинкеретĕп. Çулланнă арçын вак укçасене шутласа пĕчĕк чÿречерен шалалла тĕксе пачĕ. Унтан аллине хăвăрт илсе кĕсйине чикрĕ, пăрăнса утрĕ. "Халĕ çур литр е унран та сахалрах шыв тупмалли çеç юлать, - малалла калаçать полицейски. - Унта 75 градуслă спиртлă шĕвек сутаççĕ. Çынсем ăна шывпа хутăштарса ĕçеççĕ. Кун пирки тахçанах пĕлетпĕр, анчах нимĕн те тăваймастпăр. Документсем йăлтах йĕркеллĕ".

"Çав арçыннăн штафсем пухăнса кайнă", - лавкка кĕтессинче пирус туртса тăраканскер еннелле утатпăр. Пакунлă çынна курсан хайхискер канăçсăрланма, тÿрре тухма пикенчĕ. Нумаях пулмасть операци тунă иккен ăна, ÿпкин пĕр пайне касса илнĕ. "Суда тытса каймаллаччĕ ăна. Анчах тин больницăран тухнăскерпе апла тума юрамасть", - ăнлантарать полицейски. Саккуна пăхăнмалли çинчен аса илтерсе арçынран уйрăлатпăр.

Пирĕн маршрутăн тепĕр пункчĕ - ют çĕр-шыв студенчĕсем пурăнакан общежити. Виçĕ çурт юнашар ларать. Иккĕшĕнче хамăр тăрăхран ЧПУна вĕренме килнĕ çамрăксем пурăнаççĕ. Виççĕмĕшĕ вĕсенчен уйрăлса тăрать. Пластик чÿречесем лартнă, пÿлĕмсене юсанă. Спутник турилккисене вырнаçтарнă. Кени, Пакистан, Африка т.ыт. патшалăх ачисене тăван çĕр-шывĕсемпе çыхăну тытма, хăйсем патĕнчи телекăларăмсене пăхма кирлĕ иккен вăл. Вахтăра ларакан хĕрарăм пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Тĕрĕссипе, Евгений Сергеевича курсан савăнсах кайрĕ. "Картиш тасатакан кирлĕ. Сирĕн никам та çук-и?", - тÿрех çапла ыйтрĕ. Полицейски телефонпа шăнкăравласа калаçса илнĕ хыççăн часах çын тупса та пачĕ.

Ют çĕр-шыв студенчĕсем хăйсен участок уполномоченнăйне аван пĕлеççĕ. Куллен унăн стена çумĕнче çакăнса тăракан сăн ÿкерчĕкĕ патĕнчен иртсе çÿреççĕ. Инкек сиксе тухсан шăнкăравлаççĕ е тĕл пулма васкаççĕ. "Студентсем ытларах чухне телефон çухатаççĕ е пĕр-пĕринпе çапăçаççĕ. Çырăнмасăр пĕрле пурăнакан йышлă вĕсен хушшинче. Çемьере чашăк-кашăк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ. Вĕсен те çавăн пекрех лару-тăру сиксе тухать. Полицие пыраççĕ вара", - студентсемпе çыхăннă тĕп йывăрлăхсене палăртать капитан.

"Участок тăрăх кунĕпе çÿреме те хирĕç мар. Анчах вăхăт сахал, - тет капитан. - Ĕç кунĕ вара малалла компьютер умĕнче тăсăлать". Паян ĕç кунĕ вăрăм пулать. 18 сехетре 31-мĕш шкулта халăхпа тĕл пулма палăртнă. Участковăйăн отчет тумалла, çынсен ыйтăвĕсене хуравламалла... Хыççăн вара аслă уполномоченнăй А.Никифоров чирленĕрен тата иккĕмĕш ĕçчен Г.Малыгин дежурство хыççăн каннăран участок пунктĕнче хăйĕнех çынсене йышăнма тивет.

Е.Евдокимовпа кун ирттернĕ хыççăн ырă шухăшсем тĕвĕленчĕç: ĕлĕк "манăн милици мана хÿтĕлетчĕ", халĕ вара полици хур кăтартмĕ.

...Мана яланах пакунлă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ кăсăклантарнă, халĕ те интереслĕ. Вĕсем пурнăçлакан ĕç яваплă, пĕлтерĕшлĕ. Çынсен хăрушсăрлăхĕ, лăпкăлăхĕ, тавралăхри тирпей-илем, хăтлăх вĕсенчен нумай килет-çке.

Валентина БАГАДЕРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.