Комментировать

30 Июл, 2015

Билет çинчи çыру

Кăçал вуннăмĕш класран вĕренсе тухрăм. Шкулта вĕренме çулсеренех йывăрланса пынăн туйăнать. Предмечĕсем кăткăсланни çитмест, тĕрĕслевĕ хăй епле хăратать-çке! Вунпĕрмĕш классем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне мĕнле тытнине каласа парсан çÿç-пуç вирелле тăчĕ. Турăçăм, манăн та çавăн пек асаплану вăхăчĕсем çитĕç вĕт!

Унччен нумай та юлмарĕ. Эпĕ вара мулкач пекех хăравçă чунлă. Экзамен пирки шухăшлама та хăрушă. Тен, ППЭ вăхăтĕнче тăнсăр пулса ÿкĕп? Шутсăр шикленнипе çÿç вăхăтсăрах шуралса ларсан? Класри тантăшсенчен хăшĕ-пĕри тăххăрмĕш класс хыççăнах хулари техникум-колледжа çул тытрĕ. Мана çеç анне чарса тăрать, шкулта вунпĕр класс вĕренмесен çемье чысне яратăп имĕш. Çапах та пĕррехинче аттепе аннене ÿкĕте кĕртрĕмех. «Хăтланах, эппин. Анчах кайран кулянмалла ан пултăр», - терĕç вĕсем мана. Акă эпĕ кирлĕ хутсене пуçтартăм та интернетра унчченех пăхса хунă техникума çул тытрăм.

Манăн хутсене йышăнса юлчĕç. Вĕренме кĕмелли экзаменсен йĕркипе паллаштарчĕç. Кăмăллăн вокзала утрăм. Нумай та вăхăт иртмĕ - эпĕ техникум студенчĕ пулăп. Çĕнĕ пурнăç пуçланĕ. Пĕр çакăн çинчен шухăшланипе кăна сăн-питрен йăл кулă каймарĕ пулас, мана сăнаса пăхакансем ытти чухнехинчен нумайраххине ăнлантăм. «Мĕн пирки çав териех хĕпĕртенĕ-ши ку хĕрача?» - теççĕ пулĕ. Кунĕ епле хĕвеллĕ те савăнмасăр мĕнле чăтăн?

Вокзалта халăх туллиех. Анчах йĕри-таврах - ют сăнсем. «Салам», - тесе пырса тăчĕ сасартăк манпа пĕр класра вĕренекен Виталий. Палланă çынна курнăран кăмăл татах çĕкленчĕ. «Ай, хĕвел пекех кулатăн», - яланхиллех хитре калаçать тантăшăм. Кондуктор билетсене тĕрĕслесен автобусра хамăр вырăнсене вырнаçса лартăмăр. Виталипе хыçалти ларкăчсем çине, юнашарах лекрĕмĕр. Автобусри çынсене сăнама тытăнтăм. Пассажирсем хушшинче аслă çулсенчи хĕрарăмсемпе арçынсем ытларах, çавăнпа тÿрех мана хирĕçлерех ларакан хура çÿçлĕ, хытанкарах, вăрăмрах каччăна асăрхарăм. Футболист пекрех хăй..

Çумри Виталий - пĕр самант та шăп ларма пултарайман ача. Кирек ăçта та унăн кампа та пулин калаçмаллах. Эпĕ вара сăмахласах каймастăп. Çакна ăнланакан тантăшăм инçех мар ларакан хĕрарăмсемпе, арçынсемпе пĕр-пĕр пулăм пирки калаçма тытăнчĕ. Хăйне пысăк çын пекех туйрĕ-ши? Вĕсене итленĕ май хăш-пĕр вырăнта кулмасăр чăтаймарăм. Çав вăхăтра ăнсăртран хайхи футболист евĕр каччă çине пăхса илтĕм. Вăл та кулать иккен, сăпайлăн çеç, ман çине пăха-пăха. Ну чăнах та, хирĕçлерех ларакан çынна пăхмасăр епле пултăр?

Çул вăрăм. Сехете яхăн кайсан хăш-пĕр пассажир хăйĕн чарăнăвĕнче анса юлчĕ, автобус салонĕнче çĕнĕ çынсем те курăнма тытăнчĕç. Сасартăк алăк патĕнче пĕр каччă темĕн кăшкăрсах ăнлантарнине асăрхарăм. Чим-ха, ку хайхи «фуболист» мар-и? Чăн та, унăн вырăнĕ пушанса юлнă, вăл хăйĕн чарăнăвне çитнĕ иккен. Кÿршĕ пакăлтатса пынă вăхăтра эпĕ шухăш авăрне малалла путрăм. Çак вăхăтра ман умра ларакан хĕрарăм мана хут татăкĕ пачĕ, эпĕ ăна илтĕм те: «Кама?» - тесе ыйтрăм. Хĕрарăм унта çырнине вулама каларĕ. Такамăн билечĕ иккен. Унти чарăну ячĕ тата вырăн номерĕ тăрăх вăл çав палламан каччăн пулнине ăнлантăм. Ăна хĕрарăма каялла парасшăнччĕ, анчах вăл: «Тепĕр енчине вула», - терĕ кăшт куларах. Çавăртăм та… «Эсир питĕ илемлĕ. Ăнăçлă кун сунатăп сире!» - тенĕ унта. Кулса ятăм. «Футболист» ман валли пĕчĕк çыру хăварнă иккен. «Тен, ман валли мар?» - иккĕлентĕм çапах та сасăпах. «Сирех пама хушрĕ», - терĕ çав хĕрарăмах.

Питĕ кĕтмен çĕртен пулчĕ. Темиçе сăмах кăна унта, çитменнине, каччине палламастăп та. Анчах çав темиçе сăмах та чуна мĕн тери ăшăтрĕ-çке. Çавăн хыççăн темиçе кунах çĕкленÿллĕ кăмăлпа çÿрерĕм.

Тавах сана, палламан каччă! Эпĕ те сана ыррине çеç сунатăп!

Алена ИВАНОВА.

Элĕк районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.