Турхан, Турхан, каймастăн эс асран!..
"Ăша кĕмен, шухăш-туйăма чĕпĕтмен ĕçшĕн хута та варалама кирлĕ мар", - çырнă хăй вăхăтĕнче Николай Теветкел поэт. Республикăн тĕп хулинчен аякра вырнаçнă чăваш ялĕнче паллашнă картинăсем, чăнах та, чун-чĕре хĕлĕхне хускатрĕç. Хускатрĕç кăна та мар, нумайлăха асăмра юлĕç. Çакнашкал кăмăлпа таврăнтăм эпĕ профессионал художниксен Алексей Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери 9-мĕш пленэрĕнчен. Вăл июлĕн 8-21-мĕшĕсенче Патăрьел районĕнчи Турханта иртрĕ. Июлĕн 21-мĕшĕнче Турхан шкулĕнче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, çавăн пекех Украинăпа Беларуçран килнĕ талантлă сăрă ăстисен пĕтĕмлетÿллĕ куравне йĕркелерĕç.
Художниксем Турхан таврашĕнчи вырăнсемпе кăна мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ытти яла та çитсе курнă, чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе, пурнăçĕпе паллашнă, тавралăх илемне, çыннисен сăнарне пир çине куçарнă.
- Пурсăмăр та художниксен ĕçĕсемпе хавхаланса паллашрăмăр. Картинăсем питĕ кăмăла килчĕç. Сирĕн талантăр умĕнче пуçăма таятăп. Чăваш ялĕн пурнăçне, унта пурăнакансене тĕлĕнмелле тĕрĕс те хитре кăтартнă эсир. Пленэр сумĕпе шайĕ çулран çул ÿссе пыни мана питĕ савăнтарать. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та культурăпа чĕмлĕх, кăмăл-сипет ыйтăвĕсене мала хурать. Хăй те çулсеренех пленэра хутшăнакан художниксене çитсе курма тăрăшать. Турханта малашне ÿнер музейне те хута ярăпăр. Унта Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрĕсене хутшăнакансен куравĕсене йĕркелеме май пулĕ. Музей умĕнче вара Алексей Кокельпе Герман епископăн палăкĕсене куратăп, - шухăшне палăртрĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ пулнă, халĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи Лев Кураков академик плэнера савăнăçлă лару-тăрура хупнă çĕре хутшăннă май.
9 çул хушшинче пленэра 118 художник хутшăннă. Вĕсем нумай паха картина "çырнă". Асăннă ĕçсен пĕр пайĕ Чăваш патшалăх ÿнер тата Алексей Кокель музейĕсене, Турхан шкулне юлать. Лев Кураков çитес, юбилейлĕ 10-мĕш пленэр тĕлне 118 сăрă ăстин пултарулăхĕпе паллаштаракан альбом кăларма сĕнчĕ.
Беларуç Республикин Художникĕсен союзĕн членĕ Владимир Чернышов живописец вара Кокель пленэрне Беларуçра, унта иртекен Шагал пленэрне Турханта ирттерме сĕнÿ пачĕ. Алексей Кокелĕн ятне çĕклес тĕлĕшпе культурологи докторĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ Владимир Васильев уйрăмах нумай ĕçлет. Владимир Александрович пухăннисене вырăнти вĕрентекене, Валентин Сергеева, тав туса вăл Кокеле тĕпчеме пуçлаканĕсенчен пĕри пулнине аса илтерчĕ. "Валентин Порфирьевич 1974 çулта хăйсен мухтавлă ентешĕ çинчен диплом ĕçĕ хатĕрленĕ. Йăлтах çавăнтан пуçланнă. Паллă художнике манăçа кăларма памарĕ вăл. Алексей Кокеле халĕ тăван ялĕпе Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те, ют çĕршывсенче те лайăх пĕлеççĕ, - терĕ Владимир Александрович. - Асăннă пленэр, паллах, пулас художниксене хавхалану кÿрет, çутă малашлăх патне ăнтăлма хистет. Кăçалхи пленэр валли бюджетран укçа-тенкĕ уйăрни унăн пуласлăхĕ пысăккине палăртать".
- Пленэр Чăваш Енри кăна мар, Раççейри, Украинăри тата ытти çĕршыври паллă художниксене пухнипе чăннипех мăнаçланатпăр. Пирĕн хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме сăрă тĕнчине кĕме хавхалантарать вăл. Эпир çулсеренех Алексей Афанасьевичăн пултарулăхĕпе пурнăçĕ, унăн юлташĕсем çинчен ытларах та ытларах пĕлетпĕр. Çав вăхăтрах ку пленэр халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетсе пырать. Пире искусство тата живопиç пĕрлештерет, - хавхаланăвне пытармарĕ Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов. Николай Иванович кашни художника район администрацийĕн Тав çырăвĕпе, Пĕтĕм тĕнчери пленэр лауреачĕн дипломĕпе чысларĕ.
Сăрă ăстисем те парăмра юлмарĕç, мероприяти йĕркелÿçисене, ял çыннисене ăшшăн йышăннăшăн, хавхалантарса, пулăшса пынăшăн чĕререн тав турĕç.
Кунта çуралнă картинăсенче чăваш ялĕн пурнăçĕ яр-уççăн куç умне тухса тăрать. Кивĕрех пÿртсемпе хура мунча та, вутă шаршанĕ те, шăчă лартса купаланă утă куписем те, пыл хурчĕсен вĕллисем те... - темĕн те пур. Вĕллесем тенĕрен... Вĕсене пуринчен те ытларах Пензăран килнĕ Раççей художникĕсен союзĕн членĕ Елена Вилкова ÿкернĕ. Елена Владимировна мана ĕçĕсемпе кăна мар, хăйнеевĕрлĕхĕпе те тÿрех тыткăнларĕ. Вăл пленэра хăй çыхнă кĕпепе /унта ириссем чечеке ларнă/, хăй ăсталанă шăрçапа пынă. Мĕнех, художниксене хăйсене сăмах пама вăхăт.
Елена ВИЛКОВА /Пенза/: Эпĕ пленэра кăçалхипе иккĕмĕш хут килетĕп. Пĕлтĕр те пленэр валли ятарласах кĕпе çыхса килнĕччĕ. Кăçалхине 4 уйăха яхăнах çыхрăм. Пленэр питĕ килĕшет. Кунта татах килес килет. Малашне мĕн ÿкермеллине те, хитре вырăнсене те пăхса хутăмăр ĕнтĕ. Çыннисем те - питĕ ырă, ăшпиллĕ. Вĕсен ырăлăхне туйса вăрттăн вырăнсене те кĕме хăрамастпăр. Илемлĕ тăрăх. Турханта чылай килте хурт-хăмăр тытаççĕ. Кунтан инçех мар пурăнакан Нина аппа патĕнче унăн пĕчĕк утарне пир çине куçартăм. Упамсара вара шăчă лартса купаланă утă капанне çыртăм. Ун пеккине халиччен курманччĕ. Çынсем пире пулăшма тăрăшни те асра юлчĕ. Упамсара пĕр хĕрарăм урама чупса тухрĕ те: "Ах, сире мĕнпе пулăшам-ши?" - тесе хыпкаланать. Эпир хирĕçленине пăхмасăрах ĕçленĕ вырăна чейпе печени илсе тухрĕ. "Тен, хĕрлĕ эрех астиветĕр? Эх, мĕншĕн маларах каламарăр, кукăль пĕçерсе хураттăмччĕ", - тесе хыпкаланать кăна. Эпир пысăк "çăлтăрсем" тейĕн. Вĕсемшĕн эпир килни тĕлĕнмелле пысăк пулăм. Çакна туйма чăннипех питĕ кăмăллă.
Юлия ПАСТУХОВА /Украина/: Турханта пĕлтĕр те пулнăччĕ, кăçал та килес терĕм. Ман шухăшăмпа, кăçалхи ĕçĕмсем пуянрах, тарăн шухăшлăрах пулса тухрĕç. Художник пулма мана Репинăн тăван çĕршывĕнче çуралса ÿсни хавхалантарчĕ. Унта пирĕн йăлтах Репин атмосфери хуçаланать. Турханта вара - Кокель тĕнчи. Çакă кунти çамрăк ăрăва та шăписене ÿнер тĕнчипе çыхăнтарма хавхалантарассине, Кокель ĕçне тивĕçлипе малалла тăсакансем тухассине питĕ шанас килет.
Мария МАЛИНИНА /Крым Республики/: Ку пленэра эпĕ пĕрремĕш хут кăна хутшăнатăп пулин те хама валли çĕннине нумай илтĕм. Аслăрах юлташăмсенчен вĕренсе пыма тăрăшрăм. Кунти вырăнсем тĕлĕнмелле илемлĕ. Чăваш халăхĕн культури, йăли-йĕрки питĕ пуян. Пĕр сăмахпа, кунта пĕтĕмпех хавхалану кÿрет.
Сăрă ăстисем ял çыннисене питĕ мухтарĕç. Тав турĕç. Вĕсен шухăшне те пĕлес килчĕ.
Вера АНТОНОВА /Турхан ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ/: Пленэра ăстасен ĕçĕсемпе паллашма кашни çулах килетĕп. Ытти çулсенче те лайăх ĕç чылайччĕ, анчах кăçалхи уйрăмах килĕшрĕ. Кăçалхи картинăсем пуянрах, хитререх.
Татьяна САМАРИНА /биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен/: Кунта /картинăсен вернисажне/ кĕрсе тăрсанах пачах урăхла тĕнчене лекетĕн. Чунра çав тери лайăх пулса каять. Çавăнпа кашни çулах килсе курма тăрăшатăп. Маншăн çакă чун апачĕ пекех. Лăплантарать, кантарать... Çак ĕлккенлĕх, илемлĕх çынна кирлех. Пленэр вăхăтне, эпир, ял çыннисем, кĕтсех тăратпăр. Художниксемпе пĕр килти пек пĕрле ларса чей ĕçетпĕр, кайран ыталашсах ăсатса яратпăр.
Владимир ВАСИЛЬЕВ/ пленэр координаторĕ/: Манăн, паллах, художниксен ĕçĕсенче ĕлĕкхине кăна мар, паянхи çĕнĕ Турхана та кăтарттарас килет. Çыннисене те ÿкерттересчĕ тетĕп. Эпĕ мĕншĕн савăнатăп? Пленэрсем питĕ ăнăçлă, тухăçлă пулса пынишĕн çеç мар. Пирĕн тĕнчене кăтартмалли пур. Тавралăх илемĕ, хамăрăн йăла-йĕрке, çынсен ырă, ăшă кăмăлĕ, пурнăç тăвас хастарлăхĕ. Кунта килекен кашни художник пирĕн халăхран тĕлĕнсе, пирĕн халăха, республикăна кăмăлласа, юратса каять.
Пленэр хупăнчĕ пулин те чунра вăл ырă-ырă туйăмсем хăварчĕ. Ĕнтĕ çак самантран çитессине пысăк хавхаланупа кĕтме пуçлăпăр.
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем