Комментировать

28 Июл, 2015

Севастопольти ĕçтешĕсене пулăшаççĕ

Пирĕн республикăри пенси службин ĕçченĕсем Крым тата Севастополь тăрăхĕсенче пулни çинчен тăтăшах илтме пулать. Вĕсем унта мĕн тăваççĕ?

А.ИВАНОВ.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - пенси службин Севастополь хулинчи ятарлă ушкăнĕ асăннă тытăмăн Чăваш Енри уйрăмĕн ĕç-хĕлне оптимизацилес енĕпе хатĕрленĕ меслетлĕхе тишкерме Шупашкара килнĕ.

Чăваш Енри пенси тытăмĕнче иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме пуçланă - пенси тÿлекен тата информацисене тишкерекен центр хута кайнă, тăватă управление реорганизацилесе районсен хушшинчи икĕ служба йĕркеленĕ. Çывăх вăхăтра район-хулари управленисенчен 10 пĕрлешÿ туса хумалла.

Çĕнĕ структура йĕркелени тата функцисене пайлани полномочисене чикĕлеме май панă. Центра хутпа усă курмасăр пурнăçламалли технологисен пĕрешкел типлă функцийĕсене - пенсисемпе социаллă тÿлевсене шутласа парассине тата вĕсене контрольлесе тăрассине, ĕçпе тивĕçтерекенсенчен отчетсем йышăнса тишкерессине, страховательсене регистрацилессине тата тÿлевсене учета илессине, страхланă çынсен харпăр хăй лицевой счечĕсене тытса пырассине, ведомствăсен хушшинче информацие ылмаштарассине - шанса панă.

Çавна пула штат йышне пысăклатмасăрах специалистсен ĕçне çăмăллатма, клиентсене паракан пулăшу пахалăхне ÿстерме тата управлени аппаратне чакарма май килнĕ. Çывăх вăхăтра пенси палăртнă тата взнос тÿлекенсемпе граждансене пулăшупа тивĕçтернĕ, саккассене тата суту-илÿ пирки пĕлтернине вырнаçтарнă чухне электронлă технологи çине туллин куçмалла.

Асăннă концепципе РФ Пенси фончĕн органĕсене Крым Республикинче тата Севастополь хулинче йĕркелемешкĕн усă курнă. Çавна май унтан килнĕ хăнасем пирĕн хутлăхăн паха опычĕпе интересленсе паллашнă.

Ĕçтешсем "çавра сĕтел" хушшинчи калаçура оптимизаци ыйтăвĕсене сÿтсе явнă, пенси тÿлес тата информацие тишкерес енĕпе ĕçлекен центра, Пенси фончĕн Çĕнĕ Шупашкарти управленийĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи филиалне, Шупашкар хулинчи управленине çитсе курнă.

Сăмах май, РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ - çĕршывра лайăххисен шутĕнче: "Раççей Пенси фончĕн лидерĕ" диплома 4 хут тивĕçнĕ. Унăн опычĕпе паллашмашкăн çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи ĕçтешĕсем çулленех Шупашкара килеççĕ.

Раççей Пенси фончĕн йышăнăвĕпе çĕршывăн 24 субъекчĕн уйрăмĕсемпе пĕрле Чăваш Ен специалисчĕсем те Крыма меслетлĕх тата практика пулăшăвĕ памашкăн иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнчен хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем Симферополь хулин Чукун çул районĕнчи управленийĕнчи ĕçтешĕсене Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн социаллă тÿлевсем çирĕплетме, пенсисене çĕнĕрен шутласа пама, страховани взносĕсене администрацилеме хăнăхтараççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.