Комментировать

23 Июл, 2015

Ĕçлерĕмĕр те, вĕрентĕмĕр те

Ĕçпе кану юнашар пулнине лайăх пĕлетпĕр. Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче эпир çуллахи каникула мĕнле ирттерес пирки нумай шухăшларăмăр. Класс ертÿçи Екатерина Ивановна Григорьева тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Июль уйăхĕн вĕçĕнче шкула çуллахи практикăна тухмаллине пĕлсен питех те савăнтăмăр. Ара юратнă шкулсăр тунсăхлама вăхăчĕ те самай иртрĕ-çке. Тантăшсене те курас килет, вĕрентекенсене те тĕл пулас ĕмĕтлĕ.

Тинех кĕтнĕ кун çитрĕ. Эпир шкул çумĕнчи сăнав лаптăкне тулли кăмăлпа çÿреме тытăнтăмăр. Практика вăхăтĕн-че мĕн кăна тума ĕлкĕрмерĕмĕр-ши! Йăрансене çумкурăкран тасатрăмăр, шкул таврашĕнчи утма çулсене тирпейлерĕмĕр. Клумбăсенчи чечексем те пирĕн ĕçченлĕхрен тĕлĕнчĕç пулас: тĕрлĕ-тĕрлĕ чечек вутлăн-хĕмлĕн сарăлса çеçкере ларать.

Пурте пĕрле ĕçленине нимĕн те çитмест. Пире пулăшма яла кукашшĕсемпе кукамăшĕсем, аслашшĕсемпе асламăшĕсем патне хуласенчен килнĕ мăнукĕсем те хаваспах çÿрерĕç. Кирилл Кудрганова пулăшма Никита Смирнов хаваспах килĕшрĕ. Никита ялта çитĕнмен пулин те пур ĕçе те пĕлсе турĕ. Ахальтен мар вăл ялти тăванĕсене яланах хăйĕн ĕçченлĕхĕпе савăнтарать.

Канупа юнашар вĕренÿ те пырать. Эпир Екатерина Ивановнăна тав тăвас тетпĕр. Пире ĕçленĕ хушăрах хутлав таблицине те аса илтерсех тăчĕ. Унсăрăн ăна манса та кайма пултаратпăр. Кĕçех вĕренÿ çулĕ пуçлансан, ак, шкула кайăпăр та эпир таблицăна маннине туссем сисме те пултарĕç. Аван мар пулса тухĕ ун пек чухне. Çавăнпа та вăхăтра ĕçе тумалла. Канăва ĕçпе те, вĕренÿпе те çыхăнтарса питех те тĕрĕс тунишĕн хамăр та савăнтăмăр.

Ульяна АНДРЕЕВА.

Шупашкар районĕ,

Ишек шкулĕ.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: Сухан кăларма та вăхăт çывхарать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.