22 Июл, 2015
ПĔТНĔК, ХУРА ХУРЛĂХАН
Юн пусăмĕ ÿснипе аптракансен эмел курăкĕсем çинчен те манмалла мар. Вĕсем ăна чакарма пулăшаççĕ.
- Пĕр виçепе илнĕ катăркас /боярышник/ чечекне, чĕре курăкне /пустырник/, пĕтнĕк /мята перечная/ çулçине хутăштармалла. 3 чей кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20-30 минутран сăрăхтармалла. Ирхи тата кăнтăрлахи апатсем умĕн - 4-5-шер апат кашăкĕ, каçхине çывăрма выртас умĕн юлнине ĕçмелле. Шĕвек пулăшнине туйсан тата 7-10 кун каçхине çывăрма выртас умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
- 1 чей кашăкĕ симĕс чей заваркине тата тÿпелесе тултарнă 1 чей кашăкĕ пĕтнĕк çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе 15 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Ирхи е кăнтăрлахи апат умĕн ĕçмелле. Шĕвеке ĕçнĕ хыççăн 20-30 минутранах юн пусăмĕ ÿснипе е атмосфера пусăмĕ тăрук улшăннипе пуç мимин юн тымарĕсем хĕсĕнни иртет.
- Гипертони кризĕнчен хÿтĕленме хăмла çырлин çулçипе çырлине тата хура хурлăхан çулçипе çырлине пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 4 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 2-3 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.