Комментировать

22 Июл, 2015

СУЛАХАЙ ХУЛ КАЛАКĔ АЙĔНЧЕ ЫРАТАТЬ

Сулахай хул калакĕ айĕнче ыратнин сăлтавĕ чылай. Тĕрлĕ настойкăпа сăтăрни, массаж пулăшмасан ку мĕнле те пулин йывăр чир палли пулма пултарать.

1. Сулахай хул калакĕ айĕнче чĕре сывă мар пулсан канăçсăрлантарма пултарать. Тен, ку миокард инфаркчĕ е аритми аталанас хăрушлăх пурри çинчен асăрхаттарать. Çак тĕслĕхре юн тымарĕсене саракан препаратсем ĕçни те пулăшмасть, ыратни мăйпа сулахай алла та куçать. Кирек мĕнле сăлтава пула пăлхансан та приступ пуçланма пултарать.

2. Хул калакĕ айĕнчи мышца хытсан та ыратать. Çак амакпа час-часах çĕвĕçсем, компьютерщиксем, водительсем аптраççĕ. Мышцăсем ялан ывăнаççĕ, хутланаççĕ. Спортсменсен хул калакĕн хутаçĕ шыçнипе хул калакĕ шатăртатни те сахал мар тĕл пулать. Сыпă тĕртĕмĕсем туртăнсан диклофенаклă маçсемпе тата гельсемпе сипленеççĕ. Çак вăхăтра мышцăсене йывăр лекесрен асăрханмалла.

3. Нервсем хытах пăсăлсан, депресси тăтăш аптратсан, стресс авăрĕнче пурăнсан кăкăр кăшкарĕнче хĕртнĕ пек туйăнать. Ку туйăм йĕтес шăммипе сулахай алла та çавăрса илет. Çак вăхăтрах чĕркуççисем чĕтреççĕ, пĕçертсе пăрахать, пырта чăмакка пур евĕр туйăнать, ыратни пĕтĕм кĕлетке тăрăх куçать. Ку офиссенче тата сервис сферинче ĕçлекенсен - хăйсен туйăмĕсене ялан шалта тытса тăма тивекен çынсен - пулать.

4. Сулахай хул калакĕ айĕнче сывласа илнĕ чухне ыратни аяк пĕрчисен хушшинчи невралгипе çыхăннă. Çак тĕлте сисĕмлĕх пĕтет. Ÿте йĕппе чиккеленĕ пек туйăнать. Асăннă паллăсем чупнă, спорт хусканăвĕсем тунă, сунасланă, кукленнĕ чухне вăйланаççĕ. Ыратни чĕрене, çурăма, пилĕке куçать.

5. Çак паллăсенех ват хăмпи, пÿре шыçсан та, остеохондроз чухне те, хырăмлăх язви шăтсан та асăрхама пулать. Остеохондроз патне пуçа ялан пĕксе ĕçлени илсе çитерет. Ăшă душ кĕрсе ыратнине ирттерме пулать.

Сулахай хул калакĕ айĕнче ыратнинчен кардиолог, психиатр е гастроэнтеролог патĕнче тĕрĕсленнĕ хыççăн кăна сипленме тытăнмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.