Комментировать

22 Июл, 2015

Синкертен асăрханма майсем пур

Ĕç сыхлавĕн асăрхаттару ĕçĕсене вăхăтра ирттерни инкек-синкеке сирме май парать. Анчах та вĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерес ыйту тупсăмĕ страховательсене канăçсăрлантарать. Çакна тĕпе хурса Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн регион уйрăмĕн ертÿçи Галина Николаева вĕсене паянхи кăларăмра уçăмлатма кăмăл турĕ.

- Галина Григорьевна, ĕç сыхлавĕн асăрхаттару мероприятийĕсене ирттермешкĕн социаллă страховани фончĕн укçипе кам усă курма пултарать?

- Производствăри инкек-синкекрен тата професси чирĕнчен обязательнăй социаллă страховани туса взноссене вăхăтра тÿлекен кирек хăш страхователĕн /юридици сăпатĕнче тăраканăн е уйрăм çыннăн/ ĕç сыхлавĕн асăрхаттару мероприятийĕсене йĕркелеме страховани укçипе усă курмашкăн ирĕк пур.

Анчах унăн сумми малтанхи календарлă çулталăкра асăннă страховани тăрăх тăкака саплаштарма тÿленĕ хыççăн юлнă взнос виçин 20 процентĕнчен иртмелле мар.

- Асăрхаттару мерисем валли 2015 çулта мĕн чухлĕ укçа уйăрма палăртнă?

- Вĕсене финансламашкăн кăçал 34194,4 пин тенкĕ ямалла е иртнĕ çулхинчен 6 млн ытларах.

- Ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене йĕркелемешкĕн иртнĕ çулта тăкакланнă май асăрхаттару ĕçĕсене финанспа тивĕçтермешкĕн кăçал укçа ыйтма юрать-и?

- Сиенлĕ тата хăрушă факторлă çĕрте вăй хуракан çынсем производствăра сусăрланассине чакарассипе тата вĕсен професси чирĕсене сирессипе, санаторипе курортра сиплессипе çыхăннă асăрхаттару мерисене финанспа тивĕçтерес енĕпе Раççей Федерацийĕн Ĕç министерстви 2012 çулхи декабрь уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 580н-мĕш хушупа çирĕплетнĕ Правилăсен 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн РФ Социаллă страховани фончĕн бюджечĕпе финансăн çак çулĕшĕн пăхнă ассигнованийĕнчен ытлашши уйăрса памаççĕ. Страхователь производствăри инкекрен, професси чирĕнчен асăрхаттару ĕçĕсем ирттермешкĕн обязательнăй социаллă страховани валли çирĕплетнĕ йĕркепе фонда финансăн çак çулĕнче хывнă взнос сумминчен тивĕçтерет. Ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсен тăкакĕсене çав çулах саплаштармалла.

- Йыш 100 çынна çывхаракан предприятисем тĕлĕшпе асăрхаттару ĕçĕсене финанспа тивĕçтермелли уйрăмлăхсем пур-и?

- Ĕçлекенсен йышĕ 100 çынна çывхаракан страховательсем асăрхаттару мерисем валли хальхи финанс çулталăкĕ умĕнхи виçĕ çулта куçарнă взноссен производствăри инкек-синкекрен тата професси чир-чĕрĕнчен обязательнăй социаллă страховани тунăшăн тÿленин тăкакĕсене кăларнă хыççăнхи суммăн 20 проценчĕ таран уйăрма пултараççĕ. "Виçĕ çул" ăнлавăн прави страхователь финанспа тивĕçтермелли суммăпа çак çулталăк хыççăнхи тепĕр икĕ çулта усă курман чухне вăйра тăрать. Асăрхаттару ĕçĕсене ирттерме тăкаклакан укçа виçи вăл çак финанс çулталăкĕнче Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн территори органне хывнă взноссен сумминчен иртмелле мар.

- Асăрхаттару ĕçĕсене финансламашкăн чармалли сăлтав та пур ахăр...

- Финанспа тивĕçтермелли правилăсен 10-мĕш пунктĕнче палăртнă тăрăх - фондăн территори органĕ асăрхаттару мерисем валли укçа уйăрмашкăн çакăн пек чухне хирĕçлет:

- страхователĕн заявлени панă кун тĕлне взнос парăмĕ, пени тата штраф пулсан*

- заявленипе пĕрле панă документсем чăнлăхпа пĕр килмесен*

- фонд бюджечĕ асăрхаттару мерисене финанслама çак çулта уйăрнă укçа-тенке пĕтĕмпех валеçнĕ пулсан*

- страхователь документсен тулли пуххине тăратмасан.

Асăрхаттару ĕçĕсем валли укçа уйăрассине хирĕçлеме ытти сăлтав çук.

Страхователь фондăн хăй регистрацие тăнă вырăнти органне тепĕр хут заявлени пама пултарать, анчах çÿлерех асăннă правилăсен 4-мĕш пунктĕнче çирĕплетнĕ вăхăтран кая мар.

- Планпа палăртнă мероприятисене вĕçленĕ хыççăн страхователĕн фонда мĕнле документсем çитерсе памалла?

- Правилăсен 12-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн асăрхаттару мерисене страховани взносĕн шучĕпе финансланине çирĕплетнĕ йĕркепе шута илсе пымалла тата укçапа усă курнин форми тăрăх кварталсерен отчет памалла. Палăртнă мероприятисене вĕçлесен тăкаксене çирĕплетекен документсене çитермелле. Вĕсен переченьне регион уйрăмĕн сайтĕнче - http://fss.cap.ru. - вырнаçтарнă.

Асăннă укçа-тенкĕпе страховательсем туллин усă курман пулсан çакăн çинчен Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн хăйсем пурăнакан вырăнти территори уйрăмне кăçалхи октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕччен пĕлтермелле /правилăсен 13-мĕш пункчĕ/.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.