Эсĕ, робот, тимĕр тус, чунсăр мар эс - çывăх тус
Шкул çулне çитмен ачасем çÿрекен вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен конференцийĕн кăтартăвĕсем тăрăх Раççейри чи лайăх 100 ача сачĕ йышĕнчен пиллĕкĕшĕ Шупашкарта вырнаçнă. Вĕсенчен пĕри - «Çăлтăр ушкăнĕ» /7-мĕш ача сачĕ/.
«Чи лайăххи» тесе палăртиччен комисси членĕсем, паллах, хĕрÿллĕн нумай калаçнă. Çавăнпах педагогсен ĕç-хĕлне, пултарулăхне мĕнпур енчен хакланă. Ăна кăна та мар, ача сачĕ еплерех аталаннине, мĕнле çĕнĕлĕхсемпе усă курнине тĕпченĕ. Çапла вара Шупашкарти 7-мĕш ача сачĕ «Мультимеди технологийĕсене пурнăçа кĕртесси» номинацире те палăрнă.
Ыттисенчен уйăраканни, расналатаканни кунта чылай. Шăпăрлансене аталантарма интерактивлă оборудовани сахал мар туяннă-вырнаçтарнă. Вĕсемпе усă курса сыввисемпе те, сусăррисемпе те нумай ĕçлеççĕ. Пĕтĕм ача пĕр тан иккенне çирĕплетсе кĕçĕннисене хутшăнма вĕрентесси кунти воспитательсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăнă.
Вĕренÿ ку учрежденийĕ хăйĕн алăкĕсене 2013 çул вĕçĕнче çеç уçнă-ха. Апла пулин те пултаруллă педагогсем çĕршыв шайĕнче палăрнă. Курмалли, асăрхамалли ача садĕнче чăннипех те сахал мар.
Калăпăр, Шупашкарти икĕ ача садĕнче çеç кашни ушкăнрах видеосăнав вырнаçтарнă. Унпа усă курса ашшĕ-амăшĕ тĕнчен хăть те хăш кĕтесĕнчен те онлайн мелĕпе хăйĕн ывăл-хĕрĕ, мăнукĕ епле пурăннине: апат çинине, вылянине, çывăрнине - сăнама пултарать.
- Нимĕн пытармалли те çук. Воспитательсем ачасемпе еплерех ĕçленине кашниех сăнама пултарать. Амăшĕсем пĕр-пĕрин хушшинче калаçнине илтетĕп. Тĕпренчĕкĕсене час-часах аса илнĕ, вĕсем мĕн тунипе кăсăкланнă пек туйăнать. «Эсĕ çавна куртăн-и? Эпĕ çакна асăрхарăм», - калаçаççĕ тĕл пулсан, - тет «Çăлтăр ушкăнĕн» ертÿçи Наталия Спиридонова.
Паллах, ачасене кашни çын кĕрсе сăнаймасть. Ку тĕллевпе тăванĕсене çеç ятарлă кодсем валеçнĕ.
Кашни ача пĕр тан
Шупашкарти 7-мĕш ача садне ыттисенчен уйăраканни тата та пур-ха: кунта робот ĕçлет. Лунтик ят панă ăна. Пĕлтĕр «Çăлтăр ушкăнĕ» ача сачĕсен хушшинче ирттернĕ конкурсра грант выляса илнĕ. «Инновациллĕ ача сачĕ» номинацире çĕнтерсе 300 пин тенке тивĕçнĕ, унпа интерактивлă сĕтелпе доска, робот туяннă. Хальлĕхе кун пекки республикăра пĕрре çеç-ха. Раççейĕн пирĕнпе кÿршĕлле ытти регионĕнче те кун евĕр пулăшуçă çукпа пĕрех.
Робот мĕнпе пулăшать-и? Унпа усă курса час-часах чирлекен е сывлăхĕпе ыттисенчен хавшакрах ача вăл çук чухне садра мĕн пулса иртнине килтен сăнама пултарать, хваттертен тухмасăрах ыттисемпе хутшăнать-вылять. Çын нумай вырăнсенчен хăракан пепкесем те çак робот пулăшăвĕпе усă курса ача садне «çÿреççĕ». Килти шăпăрлана компьютер умне вырнаçтарсан, садрисем вара Лунтик умне пухăнсан ятарлă программăпа пĕр-пĕрне кураççĕ-илтеççĕ: ара, робот кăкăрĕ çинче экран вырнаçнă-çке. Пралуксăр Интернетпа усă курнăран ачасен ăслă тимĕр тусĕ хăть те хăш пÿлĕме те кĕрет-тухать, сад тăрăх питех те çăмăллăн çÿрет, пĕр вырăнта пачах тытăнса тăмасть.
- Ачасемшĕн çакă питĕ кăсăклă, вĕсене çĕнĕлĕх çав тери илĕртет. Шкул ачисемпе ĕçлеме йышăннă «Доступная среда» программа çине тайăнатпăр, - тет Наталия Спиридонова.
Ача садне сывлăх енчен хавшакраххисем çÿрессе шута илсех кунта пандуспа лифт вырнаçтарнă. Вĕсем ытти ачасемпе тан пулччăр тесех лекотека уçнă. Ыттисенчен уйрăлса тăракан тĕпренчĕкне аталантарас текен сахал мар. Ашшĕ-амăшĕ питĕ ыйтнипех кунта вĕсене икĕ ушкăна йышăнаççĕ. Ача садне пĕрисем виçĕ сехетлĕхе ирхи, теприсем каçхи кÿлĕм çÿреççĕ. Вĕсем валли кунта интерактивлă сĕтел те пур.
- Кун пек ачасем педагогсемпе ĕçлеччĕр кăна мар, вĕсене хăтлă та пултăр тесех бассейна куçакан ятарлă ларкăч вырнаçтартăмăр. Унпа усă курса сывлăх енчен хавшак ача та шыва кĕреет, - паллаштарать ертÿçĕ.
Коррекциллĕ ача сачĕ сахаллине, вĕсенче черет пысăккине шута илсех сывă ачасемпе сусăррисем хутшăнччăр, пурте пĕрешкел иккенне ăнланччăр тесе инклюзивлă ушкăн уçнă. Унта 12 сыввисемпе пĕрлех ДЦПпа чирлекен 3 ача çÿрет.
Тĕслĕх çемьере пулмалла
Кĕçĕннисем валли те пĕр ушкăн уçнă кунта. Çавăнпах ачасене çулталăк çурăран та йышăнаççĕ. Ку, паллах, ĕçе ир тухма тĕллев лартнă ашшĕ-амăшĕшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ.
- Пĕчĕкрех пулин те ача садĕнчи йĕркене хăнăхмалли чи лайăх вăхăт-тăр ку. Никамран та ютшăнманскерсем амăшĕсенчен йĕрсе юлмаççĕ. Вĕсене валли условисене те килти пек туса панă. Çывăрма та ятарлă манежсене выртаççĕ, - пĕлтерет Наталия Витальевна.
- Халăхра чылайăшĕ ача ку е вăл ĕçе сада çÿреме тытăнсан хăнăхасса калать. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачине воспитани парассине вара вуçех те педагогсем çине куçарать, - тетĕп калаçăва тăснă май.
- Ашшĕ-амăшĕ воспитательсене шанни, паллах, лайăх. Çав вăхăтрах аслисене яланах аса илтеретпĕр: тĕп воспитани килте, çемьере пулмалла. Паллах, эпир сĕнÿ-канашпа пулăшма яланах хатĕр. Апла пулин те ачасем пирĕнтен ытла тăванĕсене кураççĕ-итлеççĕ. Шăпах ашшĕ-амăшĕ, килти лару-тăру уншăн тĕслĕх пулса тăрать.
Ачасем кашни расна, тĕрлĕрен. Паллах, шăпăрлан, палăк мар, пĕр вырăнта тăмасть. Тен, расна кăмăллă пулни аван та. Шел те, тепĕр чухне шăпах аслисем ачапа хăйсене мĕнле тытмаллине, мĕне вĕрентмеллине, мĕне хăнăхтармаллине пачах чухламаççĕ. Çавăнпах малтан аслисен ăс-тăнне витĕм кÿмелле. Тĕрлĕ çемье пулать. Пĕрисем ир çуратаççĕ те опыт çитмест, теприсем ватлăх енне кайсан анне пулаççĕ те хăйсене асанне пек тытма пуçлаççĕ. Çавăнпах пĕччен, нумай ачаллă аннесемпе уйрăм калаçусем ирттермелле, - пытармасть ертÿçĕ.
Чăвашла та вĕрентеççĕ
Этнографи кĕтесĕ те пур «Çăлтăрсен ушкăнĕнче». Чăваш йăли-йĕрки çеç мар, Уралпа Атăл хушшинчи халăхсен тумĕ, савăт-сапи упранать кунта. Тĕрлĕ халăхпа паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ ăна. Паллах, тăван культурăпа çыхăнни ытларах.
Шăпах çак этнографи пÿлĕмĕпе усă курать те чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Наталья Миронова. Çапла, ача садĕнче акăлчан чĕлхипе пĕрлех вăтам çултисене чăвашла та вĕрентеççĕ. Ялта пурăннăран вырăсла пĕлмен ачасене те хапăлласах йышăнаççĕ. Ара, вĕт-шакăр пĕр-пĕринчен икĕ чĕлхене хăнăхать.
- Чăвашла юрласа-ташласа ачасемпе тĕрлĕ конкурсра та мала тухатпăр. Вырăссем чăвашла аван калаçма пуçланă тĕслĕх те сахал мар, - мăнаçланать Наталия Спиридонова. - Ачасем чăвашла калаçнине ырламалла çеç. Вĕсем тăван чĕлхене малалла тăсакансем-çке, - тет вăл.
Паллах, урок мар, вăйă евĕр иртеççĕ чĕлхе хăнăхтарăвĕсем. Шăпах çакă ачасене çĕннине вĕренмелли чи лайăх мел-çке.
Пултаруллă педагогсем
Шкул çулне çитменнисемпе ĕçлеме ятарлă пĕлÿ илнисене çеç йышăнаççĕ.
- Пултаруллисене, мал ĕмĕтлисене, хастаррисене илме тăрăшатпăр. Вĕсенчен хăйне евĕр никĕс хăпартма май килтĕр. Çапла вара ĕç те кал-кал пырать, курăмлă çитĕнÿсем те пулаççех, - пытармасть Наталия Витальевна.
Педагогсем пултаруллă пулни, тĕрĕссипе, ача садне пырса кĕрсенех палăрчĕ. Нумаях пулмасть çеç уçăлнă пулин те пĕр стена хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе туп-тулличчĕ. Ертÿçĕ те ĕçченĕсемпе хулари, республикăри мĕнпур конкурс-ăмăртăва хутшăнма тăрăшнине, хастар пулнине палăртать.
Шкул çулне çитмен ачасемпе 21 çул ĕçлет Наталия Витальевна. Малтанах воспитатель, аслă воспитатель пулнă вăл. 2013 çулта ăна, чылай çул ертÿçĕре тăрăшнăскерне, уçăлакан ача сачĕн ĕç-хĕлне йĕркелесе пыма шаннă.
- Коллектив питĕ туслă. Пĕр-пĕрне ăнланни кирлех. Кашниех мĕн патне туртăннине пĕлнĕ чухне ĕç те кал-кал каять. Çавăнпах кашниех хăй коллектив пайĕ иккенне туймалла, - ыррипе çеç асăнать ĕçлекенсем пирки пуçлăх.