Кĕнеке çĕнтерме пулăшать
Кивĕ Тинкешри Виктория Михайлова - вулама, тĕпчеме, информаци шырама юратакан хĕр. Вăл хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ конкурсра тĕрĕслет. Çав вăхăтрах наука-практика конференцийĕсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать. Кăçал кăна Раççей шайĕнчи Хĕрарăмсен уявне халалланă тата «Тĕне ĕненекенсен уявĕ Мăнкун» викторинăсенче, Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнĕ тĕле ирттернĕ «Вăрçă саманчĕсем кĕнекере...» конкурсра, «Аслă Петĕр патша тапхăрĕ» олимпиадăра мала тухнă вăл. Унсăр пуçне Виктория космоспа, вырăс чĕлхипе, чĕрчунсен тĕнчипе çыхăннă олимпиада-викторина ыйтăвĕсене хуравласа çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Республикăри «Ветерансене пирĕнтен тав» конкурсра, «Чăваш Республикин хулисем» олимпиадăра Хисеп хутне тивĕçнĕ 7-мĕш класс вĕренекенĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Хыпар» хаçат никĕслевçине Н.В.Никольские халалласа йĕркеленĕ наука-практика конференцийĕнче те пĕрремĕш вырăн йышăннă хĕр. Журналистика факультечĕн историйĕ çинчен хатĕрленĕ кĕнекешĕн диплома тивĕçнĕ вăл. Унта чи малтан вĕренсе тухакансем çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартнă.
Етĕрнери 1-мĕш гимназире ăс пухаканскер çуллахи каникула та усăсăр ирттермест. Тĕслĕхрен, халĕ Етĕрне хули 425 çул тултарнине халалланă «Етĕрне азбуки» пултарулăх ĕçĕсен конкурсне хатĕрленет вăл. Тăван район историйĕ мĕнешкел кăсăклă уншăн. «Кĕнекеллĕ çулла» конкурса та хутшăнма тĕллев тытнă Виктория. Ахальтен мар Кивĕ Тинкеш, Етĕрне вулавăшне çул хывнă хĕр.
- Манăн мăн асатте хăйĕн хушаматне улăштарни çинчен каласа кăтартас-и? Йÿçпанта икĕ Василий Кириллович Кириллов юнашар пурăннă. Пăтраштарса ывăннă вĕсене ял-йыш. Çыру та тĕрĕс мар пара-пара хăварнă. Кирилловсем те кăмăлсăрланнă çакăншăн. Мăн асатте Муркаш районĕнчи Купăрляна савнийĕ патне кайнă чухне те лантăш татнă теççĕ. Çак чечеке килĕштернĕренех Кириллов вырăнне Ландышев çыртарнă, - тем те пĕлет Виктория Михайлова.
Хĕр кил таврашĕнче пулăшма та ĕлкĕрет. «Çулталăкран иртнĕ йăмăкĕпе Иришкăпа иккĕшĕ питĕ килĕштереççĕ», - палăртать амăшĕ Светлана Николаевна. Виктория виççĕре тăрса пулла кайма та ĕлкĕрет. Халĕ йышпа пуçтарăнса çĕр çырли татаççĕ: варени вĕретеççĕ, кукăль пĕçереççĕ.
Марина ГРИГОРЬЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.