Шĕкĕрен мĕнле хăтăлмалла?
Хисеплĕ «Хресчен сасси»! Сирĕнтен пулăшу ыйтса çыратăп. Пÿрт пĕренисене шĕкĕ ернĕ, кăшлать кăна. Унран мĕнле хăпмалла?
Шĕкĕ йывăç çурт-йĕре пушар пекех пысăк сиен кÿрет. Çавăнпа ăна упрама мĕнпур мелпе усă курмалла: йывăçа типĕтмелле, антисептикпа, антипренпа сăтăрмалла.
Йывăç çурт-йĕрте шĕкĕне асăрхама йывăр мар: ун хыççăн шурă янкар юлать. Сиенленнĕ вырăна асăрхасанах касса илмелле те çунтармалла.
Шĕкĕпе кĕрешме тытăниччен çурт-йĕре мĕнле сăтăр кÿме ĕлкĕрнине пĕлмелле. Шĕвĕр çĕçĕпе е отверткăпа сиенленĕ вырăна чикмелле. Йывăç ăшне тарăн кĕмесен хими препарачĕпе çиелтен тасатни те пулăшать. Шăтăк тарăн пулсан - çак вырăна касса илсе çунтармалла.
Хими хутăшĕпе усă курнă май пĕренене тусанран тасатмалла, электропăралука полиэтилен пленкăпа хÿтĕлемелле, ăшăтакан материалсене çуртран илсе тухмалла. Ятарлă куçлăх, респиратор тăхăнса ĕçе тытăнмалла:
1. Олифа вĕрилентермелле, йывăçа çиелтен сĕрмелле. Енчен олиф вырăнне краççын, йĕтĕн çăвĕпе е усă курнă машина çăвĕпе сĕрсен йывăç татах илемлĕрех курăнма тытăнĕ.
2. Шĕкĕне скипидар-краççын хутăшĕпе ?3:1% пĕтереççĕ. Ăна шĕкĕ кăшланă шăтăка тултармалла. Çиелтен парафин ирĕлтерсе хупламалла. Юнашар пĕренене те вазелинпа сĕрмелле.
3. Пĕренене тусанран, сÿсрен хытă щеткăпа лайăх тасатмалла. Унтан йывăçа вĕри олифпа сĕрмелле: вăл шĕкĕ çинĕ кашни шăтăк-çурăка лекме пултартăр.
4. «Эмпайр-20», «Анижук», «Антишашелин» препаратсем те шĕкĕрен аван сыхлаççĕ. Вĕсене пĕр пек сийпе пĕренесене сĕрмелле: препарат кашни шăтăка лексе шĕкĕпе хуртне пĕтертĕр. Анчах препарата çÿхе сийпе сĕрмелле, вăл пĕренерен тумласа юхса тăмалла мар.
Сиенлĕ хурт-кăпшанкă кил-çурта тапăнсан çийĕнчех унпа кĕрешме тытăнмалла. Шĕкĕ йывăç çурт-йĕре 5 çултанах юрăхсăра кăларать. Вăл кăшланă çурта е хуралтăна пăсмалли çеç юлать.