Комментировать

17 Июл, 2015

Ытарайми планшет, е Анне ăшшине туймасан...

Паянхи пурнăç çынна чĕре ăшши, кăмăл-сипет хаклăхĕсем çинчен шухăшлассинчен пистерсе пынăн туйăнать. Хальхи саманара пурте ăнăçлăх çинчен ĕмĕтленсе антăхаççĕ тейĕн. Харпăр хăйне лайăх пултăр - йĕри-тавра мĕнле сывлăш явăнни, ыттисем хăйсене еплерех туйни питех хумхантармасть. Çакă пирĕн ăрушăн пурнăç норми пулнине, шел те, куллен тенĕ пек тĕрлĕ ÿкерчĕксем ĕнентереççĕ.

Ывăлăмпа тĕп хулари больницăна куçне тĕрĕслеттерме кайрăмăр. Эрне пуçламăшĕнче ача-пăча тухтăрĕн пÿлĕмĕ умĕнче черет самаях вăрăм пуласса сиссе район центрĕнчен ирех, пĕрремĕш рейс автобусĕпе ларса тухрăмăр. Апла пулин те вырăна çитиччен вăхăт чылая кайрĕ - тухтăр пÿлĕмĕ умĕнче вунă çынран та ытлаччĕ. Медицина карточкине медсестрана тыттарнă хыççăн коридорти тенкелсем çине хамăрăн черете кĕтме лăпкăн вырнаçса лартăмăр.

Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем пур. Вĕсен сывлăхĕшĕн ашшĕ-амăшĕ пăшăрханни ырă туйăм кăна çуратать. Пепкисемпе еплерех хутшăнни, калаçни, хăйсене мĕнле тытни кăна хушăран кăмăла пăсать. Акă пĕчĕк Георгине /çиелтен пăхсан тăваттăсенчи ача пек курăнать/ регистратурăрах асăрхарăм. Хăйне аванах тытаканскере амăшĕ кăмăлсăррăн темиçе хутчен асăрхаттарчĕ: "Тăр йĕркеллĕ, этемле!" Хулăн линзăллă куçлăх тăхăннă сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă ача амăшне хирĕç чĕнмерĕ, кĕлеткине тÿрлетсе салтак пек тăчĕ.

Тухтăр пÿлĕмĕ вырнаçнă блокра сывлăш пăчăлансах çитрĕ. Кăкăр ачисем йĕрмĕшрĕç. Георгий, ним тума аптăранăскер, коридор пĕр вĕçĕнчен тепĕрне утрĕ. Телефонпа вăйă вылякан амăшĕ куçне пускăчсем çинчен илмесĕр каллех ывăлне хăйĕнпе çумăн тĕк ларма хушрĕ. Ачапа шăкăл-шăкăл калаçса ывăнтаракан хутлăх çинчен мантарассине пуçа та илмерĕ. Часах арçын ачан ашшĕ çитрĕ. Çамрăк арçын шăпăрланшăн айланмалли меслет тÿрех тупрĕ - хĕвĕнчен планшет туртса кăларчĕ. Шăпланчĕ вĕт коридор! Хайхи çемьери кашни çын харпăр хăйĕн "тетти" ăшне кĕрсех ÿкрĕ: ашшĕ те телефонпа выляма пикенчĕ.

Тем хушăран ашшĕпе амăшĕ планшета ачаран пытарчĕç, хăйсем тĕрлĕрен кĕтессене кайса ларчĕç. Çаплипех телефонĕсен экранĕ тăрăх пÿрнисене хăвăрттăн куçарчĕç. Аптăранă Георгий амăшĕ патĕнчен - ашшĕ патне, кайран - каялла кумрĕ. "Ăçта-ха ман планшет?" - пĕртен-пĕр ыйтупа канăçсăрланчĕ хăй. "Кай кунтан!", "Шăплан!", "Йĕркеллĕ тыт хăвна!", "Йĕрсе ан тăр, куççульна шăл хăвăртрах!" - тенине çеç илтме тÿр килчĕ унăн чи çывăх çыннисенчен.

...Больницăран таврăнсан та кăн-кăвак куçлă çав ача куç умĕнчен кайма пĕлмерĕ. Унăн хаклă йышши джинсран çĕлетнĕ шăлаварĕ, чаплă материалтан хатĕрленĕ куçлăхĕ, паллă фирма кăларнă планшечĕ тата... сив турă пек амăшĕпе ашшĕ. Туйăмĕсене шăнтса лартма мĕнле "çумăр" пулнă-ши вĕсен, çап-çамрăкскерсен пурнăçĕнче? Çав "çумăршăн" тĕпренчĕкĕ мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши?

Лидия СТЕПАНОВА.

Канаш районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.