Комментировать

16 Июл, 2015

Хаваслă кану

Çуллахи канмалли кунсене пур ача та хаваспа кĕтет. Вĕсемшĕн каникул - чи савăнăçлă вăхăт.

Вĕренÿре тата ытти ăмăртура мала тухнă пирки пире шкул ертÿçисем похода илсе кайма шут тытнă. Кутамккана кирлĕ çи-пуç, кашăк-чашăк, курка тата ытти хатĕр-хĕтĕр тултартăмăр. Арçын ачасене пăсăлман апат-çимĕç тултарса пачĕç, палаткăсемпе те тивĕçтерчĕç.

Пиллĕкмĕш класран вĕренсе тухнăскерсене икĕ учитель çула илсе тухрĕ. Çулĕ вăрăм та йывăр пулас пирки вĕсем пире тÿрех асăрхаттарчĕç. Ун пек калани кăштах та хăратмарĕ, эпир савăнсах малалла утрăмăр. Автобуспа чылай вăхăт кайрăмăр. Вырăна çитсен пĕр пĕчĕк столовăйне кĕрсе апатлантăмăр. Николай Иванович час-часах сумкинчен карттă кăларса пăхкаларĕ. Пирĕн çав карттă тăрăх çÿремелле иккен. «Ачасем, халĕ пирĕн пысăк вăрман урлă утса тухмалла. Айккинелле ан пăрăнăр, çухалса ан юлăр!» - терĕ вĕрентекен. Утмалли çул çинче хăйăр выртать, урасем путса анаççĕ. Çамка тăрăх тар юхма тытăнчĕ. Çăмăл кутамкка та йывăр туйăнма пуçларĕ. Кулас шухăшсем пĕтсе ларчĕç.

Петр Васильевич пирĕнтен кулса ыйтрĕ: «Ну, ачасем, поход мĕнлерех пек?» Эпир аран тухакан сасăпа: «Килĕшет!» - терĕмĕр. Сасартăк машина сасси илтĕнсе кайрĕ. Çаврăнса пăхсан пысăк симĕс машина çывхарнине асăрхарăмăр. Вăл пирĕн тĕле çитсен Николай Иванович алă сулса ăна чарчĕ. Кăштах калаçнă хыççăн пире машина çине хăпарса ларма хушрĕ. Кун пеккине эпир пĕрремĕш хут куртăмăр. Вăл питĕ пысăк тата ултă урапаллă. Вăрçăри машина пекрех те туйăнчĕ. Унăн пысăк ураписем хăйăр ăшне путрĕç, вăл ку çулпа йывăррăн кайрĕ. Пурте савăнăçлă кулма, калаçма тытăнтăмăр.

Ак тавралăх çуталчĕ - эпир вăрмантан тухрăмăр. Машина çинчен ансан водителе тав турăмăр. Вăрман хĕрринче ларса кăштах апатлантăмăр, вара уй тăрăх нумай утрăмăр. Темĕнле ял тĕлне çывхартăмăр. «Паян кунта çĕр каçатпăр», - терĕ Николай Иванович. Çумăр çума тытăнчĕ. Пĕр хĕрарăм пире кирлĕ вырăна илсе çитерчĕ. Икĕ хутлă чул çурта кĕтĕмĕр. «Ку питĕ кивĕ, ĕлĕкхи çурт. Малтан кунта пуянсем пурăннă, кайран интернат пулнă», - ăнлантарчĕ хĕрарăм. Ку вырăс ялĕ пулни сисĕнчĕ.

Эпир, хĕрачасем, çÿлти хута йышăнтăмăр. Арçын ачасем, вĕрентекенсемпе пĕрле, аялти хута вырнаçрĕç.

Петр Васильевич пире пĕр витре тин кăна сунă ăшă сĕт килсе пачĕ. Ывăннăскерсем канлĕ çывăртăмăр, тутлă тĕлĕксем тĕллентĕмĕр. Ирхине ял курса çÿрерĕмĕр. Пĕр хĕрарăм палăк пирки ăнлантарчĕ. Тахçанах, пĕр килте пушар тухсан, ывăлĕ комсомол билетне хăтарма тесе çунакан пÿрте чупса кĕнĕ. Билетне çăлнă, анчах хăйĕн пурнăçне сыхласа хăварайман. Ăна герой ятне парса хисепленĕ.

Малалла çула тăссан юханшыв тĕлне çывхартăмăр. «Халĕ пăрахут çине ларатпăр!» - терĕ вĕрентекен. Вырнаçса ларсан шыв çине пăхма та хăрарăмăр. «Сирĕнтен кам ишме пĕлет?» - ыйтрĕ Петр Васильевич. Эпир, хĕрачасем, чĕнмерĕмĕр. Арçын ачасем вара мухтанма пуçларĕç. «Пăрахучĕ путма пултарать-ши? Çавăнпа ыйтать-ши?» - шиклентĕм эпĕ. Кирлĕ вырăна часах çитрĕмĕр.

Вăрман хĕрринче чарăнтăмăр, арçын ачасем палаткăсем вырнаçтарма тытăнчĕç. «Ку Сăр юханшывĕ!» - терĕ вĕрентекен.

Апат валли хуран çакса ятăмăр. Вăрманта хăрăк турат пуçтартăмăр. Яшка пĕçерме çĕрулми шуратрăмăр. Акă апачĕ те пиçрĕ, таврана тутлă шăршă сарăлчĕ. «Ах, яшки мĕнле тутлă!» - савăнса апатлантăмăр эпир. Ытти чухне апата тиркеме пăхакансем те хальхинче юратсах çирĕç.

Вĕрентекенсем пире пĕччен шыва кĕме юраманнине асăрхаттарчĕç. Ишме пĕлменнисем шыв хĕрринче кăна шăмпăлтатрăмăр. Учительсем инçе ишсе кайнине ăмсанса пăхрăмăр. Хĕвел хытă хĕртнĕрен хура ÿтлĕ çынсем пекех курăнма пуçларăмăр.

Лена Титова курăк ăшĕнчен аманнă кайăк тупса килчĕ. Эпир ăна йăва туса патăмăр. Шывпа апат лартса хутăмăр. Кайăка пурте хĕрхентĕмĕр. Ирхине Таня кайăк вилнине пĕлтерсе хурлăхлăн кăшкăрса ячĕ. Пĕчĕкскере шăтăк чавса, макăра-макăра пытартăмăр. Хытă чунлă арçын ачасем пирĕнтен ахăлтатсах кулчĕç.

Кăнтăрла пирĕн пата шыва кĕме тесе виçĕ ют арçын ача килчĕ. Нумай вăхăт ишрĕç, вылярĕç. Сасартăк иккĕшĕ пулăшу ыйтса кăшкăрма тытăнчĕç. Акă шывра ача çатăлтатнине асăрхарăмăр. Вăл пĕрре анса каять, тепре сиксе тухать. Пирĕн вĕрентекенсем ăна шывран вăхăтра туртса кăларчĕç. Эпир питĕ хăрарăмăр, шывра хăрушлăх пулнине лайăх туйрăмăр.

Çав ачана тăна кĕртес тесе вĕрентекенсем чылай вăхăт асапланчĕç. Арçын ача куçне уçсан питĕ савăнтăмăр. Николай Иванович пире шывра авăр нумаййине, çавăнпа пĕччен ишсе çÿреме юраманнине тепĕр хут асăрхаттарчĕ. Ачасемпе паллашрăмăр, пĕрле чей ĕçрĕмĕр.

Петр Васильевич пирĕн Сашăпа ачасене килне ăсатма кайрĕ. Путасран çăлăннă Федя вĕсене нумай тав сăмахĕ каларĕ. Сашăпа Петр Васильевич таврăнсан Николай Иванович тутлă пăтă пĕçерчĕ. Вĕрентекенсем пирĕн умра геройсем пулса тăчĕç, эпир вĕсене ытларах хисеплеме тытăнтăмăр.

Вунă кун кантăмăр шыв хĕрринче. Вăрăмтунасем те пире палăртнă вăхăтран маларах хăратса яраймарĕç. Шкула автобуспа хавассăн таврăнтăмăр. «Ачасем, эсир халĕ сывлăхăра лайăх çирĕплетрĕр. Хĕлле сирĕн пĕрин те сунаслама юрамасть», - терĕ Петр Васильевич. «Юрать!» - пулчĕ пирĕн хурав. Çав походра пур ача та ишме вĕренчĕ.

Кам юратмĕ-ши çуллахи канăва, çутă хĕвелпе ăшă шыва?

Галина ПЕТРОВА.

Шупашкар.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.