Комментировать

15 Июл, 2015

«Кил киремет» вăрттăнлăхĕ

Куйбышевпа Саратов шыв хранилищисен çывăхĕнчи çĕр хăвăлĕсем тĕпчевçĕсене тахçанах кăсăклантараççĕ. Халиччен кунта вуншар çухрăма тăсăлакан çĕре яхăн объект тупса палăртнă. "Зеленая книга Поволжья" кĕнекере /А.С.Захаровпа М.С.Горелов пухса хатĕрленĕ/ вĕсем ăçтарах "пытанса" выртнине, вырăн-вырăн "турачĕсем" пĕрлешсе кайнине тĕплĕн çырса кăтартнă.

Çĕр хăвăлĕсенчен ытларахăшĕ хăлтă сийсене шыв çисе кайнипе пулса кайнă. Кунта этем аллипе тахçан авал чавса тунă хăвăлсем те пур.

Вĕсенчен пĕри "Кил Киремет" ятлă. Тĕпчевçĕсем /П.Якубсон тата ыттисем/ çапла шутлаççĕ: кунта тĕне кĕмен чăвашсем Киремете кĕлтуса пурăннă.

Самар облаçĕнчи историпе таврапĕлÿ музейĕн аслă наука сотрудникĕ П.В.Алабина акă мĕн пĕлтернĕ: "Çĕр хăвăлĕнчен пысăк чул катăкĕсем кăларнă, вĕсенчен чăваш туррисен кĕлеткисем тата килте усă курмалли япаласем касса ăсталанă".

"Кил Киремет" таврашĕнче тем пысăкăш арман чулĕ тупнă. Ăна 60 миллион çул каялла палеоген тапхăрĕнче пулса кайнă хăйăр чулĕнчен /песчаник/ касса кăларнă. Экспонат çав тери йывăр пулнипе ăна музее илсе кĕреймен, çывăхри çерем çине вырнаçтарнă. Чула хăвăлта пурăнакан чăвашсем шыв е çил арманĕ тытакансен саккасĕпе кăларса якатнă пулĕ теççĕ.

Паха экспонатсем кунта татах тупăнма пултараççĕ, вуншар метра тăсăлакан çĕр хăвăлĕн пур лабиринчĕсене те тĕрĕслесе тухсан тĕпчевçĕсем тĕлĕнмелле хыпарсем пĕлтерме пултараççĕ.

"Кил Киреметне" кĕмелли шăтăк пысăках мар, ăна йывăр чулпа картласа хунă. Тавраллах хыр вăрманĕ, чăнкă çыран. Нимĕнле техникăсăр çĕршер метр чавса çулсем тума мĕн чухлĕ тар юхтарнă кунта пурăннă чăвашсем! Кунта кĕлтумалли вырăн кăна мар, чул кăлармалли карьер та пулма пултарнă.

Халĕ нÿрĕ те сивĕ вырăнта çараçерçисем тата вăрăмтунасем пурăнаççĕ. Вĕсен канлĕхне кĕçех историксемпе геологсем татма пултараççĕ.

 

Валерий АЛЕКСИН

/Интернетри хыпарсене усă курса йркеленĕ/

 

Мĕншĕн вĕсем хăвăла пытаннă?

Авалхи чăваш тĕнне тĕпчекен Е.А.Ягафова профессор /Самар/ çакна палăртать: "XIX-XX ĕмĕрсен чикки авалхи тĕне тытса пыракансемшĕн чи йывăр тапхăр пулнă: православипе ислам вĕсене хытă хĕстерсе лартнă, кунсăр пуçне тĕне ĕненекенсем хушшинче хирĕçÿсем вăйланнă. Ун чухне чи хисеплĕ те вĕреннĕ çынсем чăваш тĕнĕ "ниме те тăманни" çинчен пĕлтернĕ. Пăтрашуллă тапхăрта чăвашсем Мăхамет тĕнне ялĕ-ялĕпе кĕме пуçланă, Турцие куçса кайнă. Çак йĕрке уйрăмах Самар кĕпĕрнинче тарăн тымар янă. Вĕсем хушшинче, паллах, "ĕлĕкхиллех" пурăнас текенсем те тупăннă, вĕсене "çĕр айĕнчи" пурнăç хăтлăрах туйăннă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.