СĂТĂРÇĂСЕМ ЫТЛАХ ИРТĔХЕЙМĔÇ...
Çутă юпи, пралук вăрланăшăн, сиен кÿнĕшĕн мĕнле явап тыттараççĕ.
Г.ШАВКИНА,
Елчĕк районĕ.
Çавнашкал сиен кÿнĕшĕн айăплисене темиçе саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарма май пур. Сăмахран, çутă е çыхăну юписене ăнсăртран /ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланă чухне, çурт-йĕр, ытти хуралтă лартнă вăхăтра/ сиенлесен, пралуксене татсан Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан Кодекс тăрăх явап тыттараççĕ. Кун пирки эпир асăннă саккунăн 9.7 статйипе /9 сыпăк/ асăрхаттарнă. Штрф виçи тĕрлĕрен, ĕç укçин чи пĕчĕк виçине 10-300 хут ÿстерсе тÿлеттерме пултараççĕ. Ку тĕлĕшпе Чăваш Енре йышăннă саккунсем те çирĕп. Çапла вара патшалăх пурлăхне хапсăнса çынсене йывăрлăха кĕртсе ÿкерекенсен «пуç хыçсах шухăшлама» сăлтав пур.