Упăшкана пула намăс куртăм
Туй кĕрлеттернĕренпе вунпилĕк çул çитрĕ ĕнтĕ. Ывăлпа хĕр ÿстеретпĕр. Пурăнатпăр майĕпен. Лайăх та япăх та теейместĕп - тĕрлĕрен пулать. Ара, килте чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ вĕт.
Пачах ĕçмен çын мар Якур - уявпа пысăк сăлтав тупăнсан хирĕçлемест, анчах виçерен иртмест. Упăшкам пирки кахал та теместĕп. Аякри хулана ĕçлеме çÿрет. Киле таврăнсан та ахаль лармасть - колхоза ĕçе тухать. Вăл тăрăшнипех уйрăлса тухса икĕ хутлă çурт та хăпартрăмăр, хуралтă таврашĕсене те майлаштартăмăр. Ачасене мĕн çитермелле-ши тесе те нихăçан та шухăшламан. Хама та капăр кĕпе туянма чарман упăшкам.
Кун пек арçынпа савăнса çеç пурăнмалла тетĕр пулĕ-ха? Çапла. Саркаланса, пурнăç тутипе киленсе, кашни куншăн савăнса ирттермелле вăхăта. Лайăх упăшкана хурламалли те тупăнать çав - айккине чупать-çке.
Малтанах çакна хам та сисмерĕм-ха, каярах çеç чухлакан пултăм. Ара, мăшăрăм киле кая юлса таврăннине пин сăлтавпа çыхăнтарма пулсан та унран ют хĕрарăм шăрши кĕнине урăхла ăнлантарма çук-çке. Кун пек чухне вăл юнашар та выртмастчĕ.
Паллах, кĕвĕçрĕм. Хамăн арçынна юттипе камăн пайлас килтĕр? Тепĕр чухне çак туйăм пĕтĕм ăш-чикĕме тулатчĕ те кĕлеткем çурăласла тăвăрланатчĕ чунăмра. Ăна ăçта кăларса ямаллине те пĕлместĕм. Анчах кун пирки никама та каламарăм. Хăйне те. Пĕррехинче çеç чĕремре çав тери йывăрланса килнĕрен кун пирки сăмах пуçартăм.
- Кампа çÿретĕп тет-ха вара? - терĕ вăл эпĕ пĕлнине тĕшмĕртнĕн.
- Айккине чупнине сисетĕп-ха, мансăр пуçне тата кама савнине çеç чухламасăп, - терĕм ун чухне. - Эпĕ пĕлни тарама, ял халăхĕ мĕн калĕ? - асăрхаттартăм Якура.
Еркĕн пуррине кам йышăнĕ? Паллах, мăшăрăм та эпĕ пустуях пăшăрханнине ĕнентерме тăрăшрĕ. Мана туйăнать çеç имĕш.
Пилĕк çулта кĕвĕçÿ туйăмне çĕнтерме вĕрентĕм-ши? Е хăнăхрăм-ши? Якур тепĕр чухне айккине чупнине тарăхмасăр йышăнма вĕрентĕм. Кун пирки сăмах пуçарса упăшкапа хирĕçессĕм те килмест. Эпĕ вăрçăннипе ясар шухăшĕ чакмасть. Хама çеç вĕчĕрхентеретĕп. Паллах, куншăнах уйрăлса пысăк кил-çуртăмран эпĕ те тухса каймастăпах. Тепĕр тесен, кăлтăксăр арçын çук та. Хамăр ялтах акă упăшкипе асапланмасăр пурăнакан пĕр хĕрарăма та пĕлместĕп. Пăхма пурин мăшăрĕ те аван-ха - лайăхрах тинкерсен пĕрин эрех пички ăшне путнă, теприн кахал, виççĕмĕшĕн алă çĕклет е кашни ĕçсе килмессерен килĕнчен хăвалать...
Якур айккине чупнине куç хупса ирттеретĕп тени те тĕрĕсех мар-ха. Тарăхнине пачах урăхла ирттеретĕп халĕ: пасар-лавккана йăрккатăп. Ачасем те, хам та яка çи-пуçа улăштарса çеç тăратпăр. Куншăн ялта сăмахлакан, ăмсанакан та сахал мар. Эпĕ çĕнĕрен çĕнĕ тумтир улăштарнăшăн ялти нумай хĕрарăм кураймасть мана. Кăна питĕ аван чухлатăп. Ара, упăшкам пĕр тĕрлĕ киленнĕ чухне манăн хама тепĕр тĕрлĕ парне тума юрамасть-и вара? Якур куншăн нимĕн те шарламасть. Эпĕ мĕншĕн апла хăтланнине те пĕлмест мар, чухлатех - унсăрăн ирĕк памĕччĕ.
Упăшкам айккине чупма тытăнни пилĕк çул çитрĕ ĕнтĕ. Тен, нумайрах та. Анчах кун пирки ялта калаçнине питех илтмен. «Упăшку чупкăн» текене тĕл пулман. «Ырă курса, иртĕхсе пурăнатăн» тени вара час-часах илтĕнет. Якур кампа çÿренине кут хыçĕнче те калаçмаççĕ пулĕ тетĕп. Пирĕн ялта «санăн апла та санăн капла» тесе сăмсаран пырса калама юратаççĕ, вăрттăн пăшăл пăтти пĕçернипе çырлахмаççĕ. Питĕ вăрттăн хăтланаççĕ курăнать еркĕнсем. Майне епле тупаççĕ-ши - пĕлместĕп. Тĕрĕссипе, хам та Якур кама ăшăтнине пĕлместĕм. Нумаях пулмасть çак вăрттăнлăха пĕтĕм ял пĕлчĕ. Ял кулли пулса тăтăм - çакă пăшăрхантарать.
Якур Çÿлтикасри Маруç патне чупнă иккен. Упăшки ĕçлеме кайсан тĕлпулма май тупнă хайхисем. Ял халăхĕ курман-шим тетĕр-и? Ку таранччен тытман çав. Иккĕшĕ машинăна ларса ял айккине çул тытнă. Хăçан вăрмана, хăçан хире тухнă-тăр çăмăл икĕ машина. Хальхинче хĕрĕнкĕленнĕ Якур асăрханулăх пирки манса Маруç машинине ял варринчех кĕрсе ларнă. Пĕри çакна асăрхама ĕлкĕрнĕ. Вăрăм сăмсаллăскер машина чарăнмасăрах çамрăк хурăнсен хушшине вĕçтернине те асăрханă. Çырла пухма тесе икĕ кустăрмаллă урхамахĕпе вĕсен хыççăн вĕçтернĕ. Якурпа Маруç шăкăл-шăкăл калаçнине çавă пĕлет те. Ĕçне тунине те курнă пулать вара.
Çапла пирĕн çинчен пĕр ял калаçать халĕ. Мĕн пулĕ ĕнтĕ малашне? Намăс-çке, ял умĕнче ăна ăçта чикес? Эпĕ айăплă та мар-çке...
ГАЛИНА.