Комментировать

10 Июл, 2015

Тĕп тĕллев - инкеке лекнисене пулăшасси

Çуллахи ăшă кунсене пирĕнтен нумайăшĕ çав тери килĕштерет. Çулталăкăн çак тапхăрĕнче шыва кĕрсе киленме, сад-дачăра е урăх вырăнта шашлăк ăшаласа çиме, тем тĕрлĕ çырла пуçтарма, чуна лăпкăлăхпа савăнăç кÿрекен ытти ĕçпе аппаланма пултаратпăр-çке. Çапах кирек ăçта пулсан та, каннă тата ĕçленĕ вăхăтра та яланах хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн инкек тухасси те часах. Пушар ытларах мĕнле сăлтава пула алхасать, мунчасене мĕншĕн вут хыпать, пĕве-кÿлĕ хĕрринче канма палăртнисен мĕн асра тытмалла? Çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр Чăваш Республикин граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕпе Вениамин ПЕТРОВПА.

- Вениамин Иванович, ЧР Правительствин 163-мĕш Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн республикăра кăçалхи май уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пушара хирĕçле ятарлă режим çирĕплетрĕç. Çак тапхăрта çынсен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине уйрăмах çирĕп пăхăнмаллине, унсăрăн штраф тÿлеттерме пултарнине пĕлетĕп. Кăçал миçе çыннăн явап тытма тиврĕ?

- Кăçал май уйăхĕн 2-мĕш çурри шăрăх тăчĕ, сывлăш температури хĕвел лекмен вырăнта та 30 градусран иртрĕ. Вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх палăрмаллах ÿсрĕ. Çакна пулах ЧР Правительстви йышăну кăларчĕ. Ăна тĕпе хурса вут-çулăм алхасас хăрушлăх IV тата V класли чухне вăрмана кĕме чараççĕ. Çак шайсем пĕчĕкрех чухне те кăвайт чĕртме /шашлăк ăшалас тата ытти çимĕç пĕçерес тĕллевпе/, çÿп-çаппа типнĕ курăка çунтарма юрамасть. Ку режим вăхăтĕнче Çутçанталăк ресурсĕсен министерствине тĕрĕслев пункчĕсем туса хума, вăрман территорине хуралламашкăн полици ĕçченĕсемпе пĕрле ятарлă ушкăнсем йĕркелеме ирĕк панă. Асăннă ушкăнсем тĕрĕслев вăхăтĕнче йĕркене пăхăнманнисене асăрхасан çынсене апла тума юраманнине ăнлантараççĕ. Тĕп тĕллев - айăпласси тата явап тыттарасси мар, профилактика. Нумайăшĕ кăвайт чĕртме юраманнине пĕрре каланипех ăнланать. Ятарлă режим вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăсакансене административлă майпа айăпласа штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Çак штраф виçисем ытти чухнехинчен чылай пысăкрах. Пĕлтĕр июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 67 административлă протокол хатĕрленĕччĕ, кăçал - 0. Нумаях пулмасть Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕ вăрман пушарĕсен ыйтăвĕсемпе селектор канашлăвĕ ирттерчĕ. Чылай кăтартупа Чăваш Ене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕç, йĕркене пăхăнманнисене явап тыттарас енĕпе вара эпир ĕçлесе çитерейменнине палăртрĕç. Эпир пĕлтĕр нумайăшне штраф тÿлеттернĕ, çавăнпа кăçал çынсем йăлтах асра тытаççĕ терĕмĕр. Чăннипе вара кăвайт чĕртнисене асăрхасан та тÿрех явап тыттарас килмест. Тепре калатăп: пирĕн тĕп тĕллев - профилактика.

- Çак кунсенче республикăн чылай кĕтесĕнче çумăр çурĕ. Сывлăш температури те темле пысăках мар. Апла-тăк пушара хирĕçле ятарлă режима çывăх вăхăтра пăрахăçламĕç-и?

- Хальлĕхе çук-ха. Пушар тухас хăрушлăх республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕрлĕрен. Пĕлтĕр пушара хирĕçле ятарлă режима сентябрь уйăхĕнче çеç пăрахăçланă. Çак режим лару-тăрăва тĕрĕслесе тăма, кирлĕ пулсан васкавлă мерăсем йышăнма май парать. Ку тапхăрта вăйсемпе хатĕрсен инкекре пулăшма пултараслăхне те чылай ÿстереççĕ.

- Çанталăк шăрăх тăнăран нумайăшĕ 2010 çулхи евĕрлĕ лару-тăру тепре пуласран шикленнĕччĕ...

- 2015 çулта май уйăхĕнчен пуçласа июнь тăршшĕпех шăрăх тăнăран лару-тăру çăмăлах пулмарĕ. Гидрометеоцентр прогнозĕсем июльпе август уйăхĕсенче сывлăш температури ытти çулсенчи вăтам кăтартусем евĕрлĕрех пуласса систереççĕ. Çав хушăрах федерацин Атăлçи округĕнчи хăшпĕр регионта - Ульяновскра, Саратовра, Оренбургра, Самарта - пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Кăçал округри икĕ регионта çеç - Тутарстанра тата Чăваш Енре - вăрман пушарĕсем алхасман. Çавăнпа пирĕн лăпланса ларма, сыхăлăха çухатма юрамасть.

- Ятарлă режим вăхăтĕнче пушар алхасасси ÿсмерĕ-и? Инкексен сăлтавĕсем мĕнпе çыхăннă?

- Кăçал июньте пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пушар ытларах тухнă, çапах ку вăл ятарлă режимпа çыхăнман. "Хĕрлĕ автан" ытларах чухне пурăнмалли секторта алхасать /кăçал регистрациленĕ пушарсен 76,1%/. 2015 çулăн пĕрремĕш çурринче республикăра 511 пушар тухнă, ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 2,1% сахалрах. 53 çын вилнĕ /пĕлтĕр - 54/. Юлашки 5 çулта Чăваш Енре пушарсен тата вутра вилекенсен шучĕ майĕпен чакса пырать, вăтамран - 3%, çапах çакă лăпланса лармаллине, профилактика ирттермелле маррине пĕлтермест. Ку енĕпе ĕçлемелле те ĕçлемелле-ха пирĕн. Йăлана кĕнĕ тăрăх инкексем чи анлă сарăлнă сăлтавĕ вăл - электрохатĕрсемпе усă курмалли йĕркесене пăхăнманни /31,8%/, вутпа асăрханусăр пулни /28,4%/, кăмакасемпе тĕрĕс усă курманни /19,8%/. Виçĕ сăлтавĕ те этем факторĕпе çыхăннă. 30 çын вутпа асăрханусăр пулнăран вилнĕ /56,6%/, çав шутран 26-шĕ пирус туртнă чухне, ытларахăшĕ эрех-сăра ĕçни сисĕннĕ. Çакна та палăртмалла: пушара пула пурнăçран уйрăлнисенчен 31-шĕ /60% ытла/ ÿсĕр пулнă.

Çавăнпа муниципалитетсем те, влаçăн ытти органĕсем те ăнăçсăр çемьесемпе тата общество ырламан пурнăç йĕркине тытса пыракан çынсемпе - инкексенчен нумайăшĕ шăпах вĕсен айăпĕпе тухать - ытларах ĕçлеме тăрăшаççĕ. Вут-çулăм алхасасси кăçал Улатăр, Çĕмĕрле, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенче, Улатăр хулинче ÿснĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсем пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлемеççĕ темешкĕн чĕлхе çаврăнмасть. Акă уйăх каялла Патăрьел районĕнче канашлу ирттертĕмĕр, унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, ача сачĕсемпе шкулсен, лагерьсен директорĕсене, полици ĕçченĕсене, организацисен ертÿçисене пухса калаçрăмăр. Лару-тăру пирки пурте пĕлеççĕ, ăна ырă еннелле улăштарас тесе хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тăваççĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе пĕр чарăнми ĕçлемелле. "Эпир кашни киле кĕрсе тухнă, çынсене хăрушсăрлăх мерисемпе паллаштарнă", - тенипе çырлахмалла мар. Пĕччен пурăнакан арçын хăй ÿсĕр чухне пирус туртни мĕн патне илсе çитерме пултарнине ăнлантăр тесен ун патне 10 хут каймалла, пĕрре каланипех тăнламасса пултарать. Вăл тимсĕр тата асăрханусăр пулни кÿршисене те кил-çуртсăр тăратса хăварас хăрушлăх пур: çиллĕ çанталăкра "хĕрлĕ автан" пĕр çурт çинчен теприн çине çăмăллăнах куçаять-çке. Çавăнпа пушар тухассипе пĕтĕм общественноçăн кĕрешмелле, асăрхаттару тата профилактика ĕçне кунсеренех ирттермелле.

- Канмалли кунсенче мунчасем тăтăшах çунаççĕ. Çакă хуçисем тимсĕррипе е мунча кăмакисем юсавсăррипе çыхăннă-и?

- Ку туртăм халĕ те сыхланса юлать-ха. Кăçал кăмакасене тĕрĕс туманран тата вĕсемпе пĕлсе усă курманран 100 пушар алхаснă, çав шутран 70-шĕ - мунчасенче. Вĕсене ытларах чухне эрнекунсемпе шăматкунсенче пурте çăвăнса тухсан вут хыпса илет. Сăлтавĕ тĕпрен илсен мăрьепе çыхăннă: кирпĕчрен тунăскер çурăлать, çав шăтăксемпе çурăксенчен хĕлхем тухса мунча маччинчи çулçă таврашĕ, кивĕ япаласем çине лекет. Пĕр хушă тĕлкĕшсе выртнă хыççăн вут хыпса илет. Çавăнпа та мунча маччисене тасатсах тăмалла, унта килте кирлĕ мар япаласене хумалла мар.

- Вениамин Иванович, çапах та чи хăрушши - ачасем вилни...

- Ку шухăшпа килĕшетĕп. 2015 çулта пушарсенче 3 ача вилнĕ. Улатăр хулинче электрохатĕртен вут тухнă, кăçал кăна çуралнă ача - ăна ашшĕ-амăшĕ килĕнче пĕчченех хăварнă - тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнса вилнĕ. Етĕрне районĕнче те çак сăлтавпах инкек пулнă. "Хĕрлĕ автан" çĕрле алхаснăран икĕ ача тата вĕсен асламăшĕ çăлăнайман. Çул çитменскерсен ашшĕ-амăшне пушар хыççăн шырама тивнĕ. Вĕсем, ĕçкелеме юратаканскерсем, пепкисене костыльпе çÿрекен асламăшĕпе хăварнă. Пĕтĕмлетсе каласан - ăнăçсăр çемье.

Унсăр пуçне çуллахи вăхăтра ачасем шывра путаççĕ. Кăçал 4 ача путса вилнĕ. Акă Канаш районĕнчи 5 çулти арçын ача кĕпер урлă велосипедпа каçнă чухне шыва чăмнă. Шывĕ те тарăнах пулман ĕнтĕ. Тăвай районĕнче июнĕн 26-мĕшĕнче пулнă инкек те чуна пырса тивет. Кÿршĕллĕ икĕ çемьери ачасем - 10-ри хĕрачапа унăн 4-ри шăллĕ, 10-ри арçын ачапа унăн 5-ри йăмăкĕ ирхине вăрмана çырла пуçтарма кайнă, каялла таврăннă чухне вырăнти пĕве çывăхĕнче чарăннă. Çыранĕсене бетонпа витнĕскерĕн тĕпне юшкăн тулнă. Хĕрачасем 2-3 метр çеç шалалла кĕнĕ, ахăртнех, шуса ÿкнĕ. Аслăрах арçын ачи вĕсене çыранран патак та тăсса парас тенĕ, анчах май килмен. Унтан ялалла пулăшу ыйтма чупнă. Пĕр арçын хăвăртах чупса килнĕ, хĕрачасене, алран-алă çавăтăннăскерсене, шывран туртса кăларнă. Шел, лешсем сывламан ĕнтĕ. Июнĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарти Çĕнĕ сала пляжĕнче 8-ти хĕрача путса вилнĕ. Вăл амăшĕпе тата пиччĕшĕпе шыва кĕме кайнă. Çын нумай пулнăран йăмăкĕ çуккине арçын ача тÿрех асăрхаман, кайран тин амăшне, хĕвел çинче хĕртĕнекенскерне, чĕнсе илнĕ. Путнăскерĕн кĕлеткине çăлавçăсем туртса кăларнă.

- Çитĕннисем те шывра путаççĕ. Вĕсем тата мĕн сăлтавпа?

- Кăçал пĕрремĕш çур çулта республикăри шыв объекчĕсенче 27 пăтăрмах пулнă /пĕлтĕр çак тапхăртах - 19/, пĕтĕмпе 24 çын /13/ вилнĕ, çав шутра 4 ача, урăхла каласан ÿсĕм - 84,6%. 23 çын шыва кĕме-канма ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче путнă. Çитĕннĕ 20 çынран, кăçал путнисенчен, 1 çеç чирлĕ пулнă, ыттисем эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн шыва сикнĕ. "Ÿсĕршĕн тинĕс те чĕркуççи таран", - тесе ахальтен каламан. 19 сывă та тĕреклĕ çынна хăйсен çăмăлттайлăхне пула çухатнă эпир: вĕсенчен чи çамрăкки - 21-ре, асли - 65-ре. Чăваш Енре паянхи кун 15 пляж, ятарласа хатĕрленĕ 52 вырăн, вĕсен тĕпне водолазсем тĕрĕсленĕ.

Юлашкинчен акă мĕн калас килет: кирек ăçта кансан та - шыв хĕрринче-и, вăрманта-и е тата урăх çĕрте-и - хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнăр, вĕсем çинчен ачăрсене аса илтерĕр, хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен пурнăçне упрăр.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.