Комментировать

10 Июл, 2015

Ырлăх-пурлăх тÿперен йăтăнса анмасть, ăна хамăрăн тумалла

СЕРГЕЙ ВЛАДИМИРОВИЧ ПАВЛОВ

1974 çулхи 16-мĕш июньте Вăрнар районĕнчи Кольцовка ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Специальноçĕ - «Ялхуçалăх ĕçĕсене механизацилесси». Квалификацийĕ - инженер-механик.

Раççей çарĕнче хĕсметре пулнă. Карьера картлашкипе çак должноçсенче ĕçлесе хăпарнă: Вăрнар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозăн тĕп инженерĕ, Ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - тĕп инженер, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн заместителĕ.

2010 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнчен - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ялхуçалăх министрĕ.

С.Павлова Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе /2007/, «Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне активлă хутшăннăшăн» медальпе /2007/ наградăланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне тивĕçнĕ /2012/.

- Пурнăçăм хаçат ĕçĕпе çыхăннăран ялхуçалăхĕнче çанă тавăрса вăй хуракан çынсем, пысăк ÿсĕмсем тăвакан предприятисем çинчен çĕр-çĕр статья çырнă, халĕ те çыратăп. Ялхуçалăх министрĕсене те манăçтарман - А.Кушковран, А.Федотовран, П.Ивантаевран, М.Игнатьевран интервьюсем илнĕ. Халĕ акă, Сергей Владимирович, анлă интервью Сирĕнпе хатĕрлетпĕр. Малтанах çакна уçăмлатар-ха - «министр» сăмах Сирĕншĕн мĕн вăл?

- Яваплăх. Ялхуçалăхне, ялăн социаллă тытăмне аталантарма, çынсем ыран паянхинчен лайăхрах пурăнччăр тесе тăрăшса ĕçлеме хистекен яваплăх.

- Эсир ертсе пыракан ялхуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç отраслĕсем çав тери капашлă. Вĕсене уйрăмшарăн пайласа ÿсентăранпа выльăх-чĕрлĕх сферисен, фермерсемпе предпринимательсен, тирпейлекен предприятисен ĕç-хĕлне, лару-тăрăвне тишкерер-ха.

-Ÿсентăран отраслĕнче чи тĕпписем - тырă тата çĕрулми. Вĕсене чăваш хресченĕ ĕлĕк-авалах çитĕнтернĕ, пурнăçне юсантарса пурăннă. Этем историйĕнче çĕрулми пушшех те палăрса тăрать - тĕрлĕ вăхăтри выçлăхсенче вăл пиншер çынна вилĕмрен çăлса хăварнă. Çакна асра тытса тăнăранах-тăр тата ăна халĕ те тухăçлă çитĕнтернĕрен - çĕрулмине сума суса ятарлă палăк лартас шухăш патне çитрĕç ку культурăпа пусăмласа ĕçлекенсем.

- «Çĕрулмине - мухтав!» хуçалăх ертÿçисем пулас палăкăн эскизне хатĕрленине те илтнĕччĕ. Ĕмĕчĕсене пурнăçлама кăмăл хăвачĕ çиттĕрччĕ ĕнтĕ.

Сергей Владимирович, акмалли-лартмалли лаптăк республикăра миçе пин гектар?

- Пĕлтĕр 554 пин гектарччĕ. Кăçал нумайрах - 573 пин. Çак шутран 290 пин гектарĕ - тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем. Пĕлтĕрхинчен 8-9 пин гектар ытларах акрăмăр. Çĕрулми 34 пин гектар патнелле. Унăн лаптăкне 1 пин гектар ÿстертĕмĕр. Пахчаçимĕç валли уйăрнă çĕр те иртнĕ çулхинчен вунпĕр процент пысăкрах.

- Уй-хирте вăй хуракансене пулăшассине санкцисем витĕм кÿмерĕç-и? Тĕп пулăшу мĕнрен тăрать?

- Ялхуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене акакан пĕр гектар пуçне вăтамран 400 тенкĕ чухлĕ субсидипе тивĕçтеретпĕр. Пĕрремĕш транша - 80 миллион тенкĕ - маларахах панăччĕ. Çак кунсенче иккĕмĕш транша та - 50 миллион тенкĕ - куçартăмăр.

- Калăр-ха, хăшĕ тупăш нумайрах парать - çĕрулми-и, тырă-и?

- Тĕрлĕ çулта тĕрлĕрен. Çапах та - çĕрулми услам кÿре­кен культура. Пилĕк-ултă çул каялла унăн рентабельноçĕ 100 процента та çитнĕччĕ. Паллах, пур чухне те ăнăçмасть... Пĕлтĕр çĕрулмипе ĕçлекенсемшĕн япăхах мар çулталăк пулчĕ тесшĕн: улма йышĕпе те, хак енĕпе те. Рентабельноç 35 процентпа танлашрĕ. Тĕштырăн та аванах - 25 процент. Пурпĕр çĕрулминчен сахалрах, унпа танлашаймасть.

- Пĕтĕмĕшле туса илекен çĕрулми калăпăшĕнче килти хуçалăхсен миçе процент?

- 70 процент. Раççейĕпе вара 90 процент таранах. Асăннă цифрăсем çĕрулми паян та ял çыннишĕн пĕрремĕш çимĕç пулнине яр уççăнах çирĕплетеççĕ.

- Вăрттăнлăх мар: хуçалăхсенче агрономсем, инженерсем çитмеççĕ. Тухтăрсем евĕр, тен, вĕсене те пĕрер миллион тенкĕ парса ялсене ямалла?

- «Ялăн социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн ялхуçалăх специалисчĕсене эпир 2003 çултанпах пулăшатпăр. Сăмахран, çурт-йĕр тума патшалăхран кăçал 70 процент чухлех субсиди паратпăр. Ку - пысăк сумма. Калăпăр, çемьере тăватă çын - вĕсем 950 пин тенкĕ яхăнах илеççĕ. Паллах, çакăншăн ялта 5 çул ĕçлесе пурăнмалла пирки килĕшÿ тăватпăр. Çапла майпа кашни çулах 200 çемьене витĕмлĕ хавхалантаратпăр. Чи пахи акă мĕн - асăннă пулăшăва тĕллевлĕ усă курнисенчен нумайăшĕ пилĕк çул иртнĕ хыççăн ялтах юлать, унăн социаллă пурнăçне аталантарать.

- Эсир темиçе çул каялла пархатарлă тепĕр программа та пуçарнăччĕ - ятарлă конкурс ирттерсе, суйласа илнĕ 50 çынна пĕрер миллион тенкĕ тÿлесе, çĕнĕ хуçалăхсем йĕркелеме ялсене ярасшăнччĕ. Мĕнпе вĕçленчĕ çак программа?

- Шел те, вăл туллин пурнăçланаймарĕ. Темиçе ертÿçĕ хуçалăхĕсене лайăх аталантарса янисĕр пуçне ыттисем хăйсен умне лартнă тĕллевĕсене тÿрре кăлараймарĕç. Вара эпир малтанхинчен те эффективлăрах çĕнĕ программăна ĕçе кĕртрĕмĕр. Унпа килĕшÿллĕн 100 çынлă хуçалăха 10 çул ытла ăнăçлă ертсе пыракан, кашни çулах пысăк тухăç илекен, коллектив ĕçченĕсене лайăх шалу тÿлекен тÿрĕ кăмăллă ертÿçĕсене пĕрер миллион тенкĕ паратпăр. Пĕлтĕр ăна иккĕн тивĕçнĕччĕ, кăçал та иккĕн илĕç.

- Акăнман-сухаланман лаптăксенчен чылайăшне пусă çаврăнăшне кĕртрĕр. Анчах татах та нумай-çке вĕсем - хресчен алли перĕнменскерсем.

- Йывăр темăна хускатрăр. Чăнах та, усă курман çĕрсем нумай-ха - 40 пин гектар ытла. Вĕсене чакарас, пусă çаврăнăшне кĕртес тĕлĕшпе кăçал курăмлăрах ĕçлерĕмĕр. «Юрма» агрохолдинг чăх ашĕн производствине анлăлатмашкăн тырă нумай кирлине шута илсе Улатăр районĕнче 6 пин гектара арендăна илчĕ. Канаш районĕнче çĕнĕ çынсем «Бородино» предприяти йĕркелерĕç. Юхăнса выртакан лаптăксене сухаласа кăçал тырă акрĕç. Кĕскен çакна пĕлтерем: 2016 çул вĕçнелле усă курман çĕрсем республикăра пĕр гектар та юлмалла мар.

- Парламентăн пĕр ларăвĕнче хăмла темине анлă тишкерсе, ăна çĕнĕ технологисемпе туса илме пирĕн условисем те, специалистсем те, вĕсене малашне те çителĕклĕ вĕрентсе кăларма Ялхуçалăх академийĕ те пуррине палăртса РФ Правительствин Пуçлăхĕпе РФ Патшалăх Думин Председателĕ патне чăваш хăмлине чĕртсе тăратма пулăшу ыйтса официаллă Çырусем янăччĕ. Вĕсене хатĕрлеме, паллах, Сирĕн министерство та хутшăннă ĕнтĕ. Хуравĕсем еплерех? Укçа-тенкĕ парас шухăшлă-и?

- Раççей правительствинче хăмла ыйтăвĕпе тĕплĕ калаçу пулчĕ. Пирĕн аргументсене шута илсе хăмла производствине пĕтĕмĕшле аталантарма экономикăри чи кирлĕ программăсен йышне кĕртме палăртрĕç. Тата çакна та калам: пурте чăваш брендне сыхласа хăвармалла, унăн чапне пĕтме памалла мар теççĕ. Манса ан кайăр - эпир халĕ рынок экономикин хутшăнăвĕсенче пурăнатпăр. Паян никам та тăкаклă ĕçлесшĕн мар. Паян конкуренцие чăтакан, халăх туянакан тавар кăлармалла. Ăнланатăп: хăмлан рентабельноçне хăпартмалла. Çакна тума пĕрре те ансат мар. Мĕншĕн тесен çитĕнтернĕ хăмлана тĕнче шайĕнчи пек компонентсемпе тирпейлесси-хатĕрлесси пирĕн хавшакрах-ха. Уйрăмах йÿçек кислотипе экстракт тăвас тĕлĕшпе.

Тата çакна та шута илĕр - сăра хатĕрлесе сутакан Миллер, Балтика, Бад, Хугарден евĕр пысăк компанисен хуçисем Раççей çыннисем мар. Вĕсем вĕт пирĕн хăмлана мар, хăйсенне туянаççĕ. Чĕртавар хакне антарса лартма çакă та витĕм кÿчĕ. Çапах та пуçа усмастпăр. Сăра производстви тĕлĕшпе политика улшăнма, çирĕпленме тытăнчĕ. Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарти сăра завочĕ хупăнчĕ, ытти регионта та юттисем каяççĕ, пушаннă «каçалăка» вырăнтисем йышăнаççĕ. Чăваш хăмлине те вĕсемех туянма пуçларĕç. Ку ĕçе анлăлатсах пырăпăр.

- Сирĕнпе калаçнă хушăра ача чухнехи пĕр пулăм аса килчĕ: колхоз садĕнче ăнса çитĕннĕ панулмисене сок, хĕрлĕ эрех тума Шупашкара кашни çулах питĕ нумай ăсататчĕç. Кун пек садсем ун чухне кашни ялтах пулнă. 1978-79-мĕш çулсенчи шартлама сивĕсенче вĕсем пур çĕрте те тенĕ пекех шăнса пĕтрĕç. Перестройка, халиччен пулман реформăсем пуçлансан, Раççей рынок экономикин хутшăнăвĕсен çул-йĕрне суйласа илсен республикăн çĕнĕ ертÿçисем садсене чĕртсе тăратмалли евĕр «пĕчĕк» проектсене аса та илмерĕç. Мĕнле шухăшлатăр, вăхăт çитмерĕ-и мĕн пулнине çĕнетсе вăй пама?

- Пахчаçăсене пулăшмалли программа халĕ те пур-ха вăл. Пысăк лаптăксенче йывăç-тĕм лартнăшăн, пăхса тăнăшăн субсиди паратпăр. Шел те, промышленноç шайĕнче усă курмалли садсем пирĕн çук. Европĕрлĕхри çĕршывсенчен улма-çырла туянма пăрахнă хыççăн ку тĕлĕшпе çанă тавăрса ĕçлеме тиветех. Патăрьелти питомникра çулталăк çурăранах çимĕçĕпе савăнтарма пуçлакан панулми, груша... сорчĕсем пур. Вĕсене йышлă лартса садсене иккĕмĕш пурнăç пама пикенсенех тирпейлекен предприятисемпе пĕрле управсем тума пуçăнмалла. Паллах, инвесторсем кирлĕ. Шыратпăр. Ку ĕçе укçа-тенкĕ хывас шутлисем хальлĕхе тупăнмарĕç-ха.

- Сергей Владимирович, ÿсентăранăн анлă уйĕнче ÿсĕнсе çÿренĕ хыççăн выльăх-чĕрлĕх отраслĕн «картишне» кĕме вăхăт çитрĕ-тĕр. Мĕнлерех унта, хăтлă-и?

- Хăтлă. Çав хăтлăха йĕркелеме 2006 çулта Раççей Президенчĕ, «Единая Россия» парти пуçарнă «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ май пачĕ. Республикăра халĕ чăх-чĕппе сысна ĕрчетесси нихçанхинчен вăйлă аталанать. Етĕрне районĕнчи «Коминтерн», «Çĕрпÿ беконĕ», «Южный», «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО, Йĕпреç районĕнчи «Рассвет», Шупашкар районĕнчи «Прогресс», Елчĕк районĕнчи «Прогресс» комплексĕсем, вĕсенчи производство Европăринчен пĕрре те кая мар. Динамика лайăх, хак аван. Çавна май сысна шучĕ кăçал та хушăнсах пырать.

«Чăваш бройлерĕпе» Атлашри чăх-чĕп фабрики производство калăпăшне çулсерен ÿстереççĕ, çĕнĕ технологисемпе усă курса тата та капашлăрах тĕллевсем лартаççĕ. Ку енĕпе «Юрма» агрохолдинг уйрăмах палăрса тăрать. 30 пин тонна чăх ашĕ туса илмелли кăçалхи планне пурнăçласа килес çулсенче ăна 50 пин тоннăна çитересшĕн.

Юлашки çулсенче пирĕн республикăра кăна мар, Раççейри ытти регионта та ĕне шучĕ сахалланчĕ. Çак пулăма пĕлтĕр чарса лартма пултартăмăр, сĕт туса илессине те ÿстертĕмĕр. Пĕтĕмĕшле илсен республикăри тĕрлĕ формăллă хуçалăхсем 2014 çула ÿсĕмпе - 101: - вĕçлерĕç.

- Пурте ăнланатпăр: ял çынни апат-çимĕç хăрушсăрлăхне кирлĕ шайра тытса тăрассишĕн мар, пурнăçне сыпăнтарса пырас, ачисене ура çине тăратма укçа-тенкĕ кирлине шута илсе выльăх-чĕрлĕх усрать, çĕрĕн-кунĕн тар тăкса нухрат тăвать. Европăри ялсенче апла мар вĕт-ха. Чехословакири Слушевице ялĕнче 1990 çулта пулнăччĕ. Пĕр е икĕ хутлă çурчĕсенче пурăнакансем ĕне, вăкăр, сысна, сурăх усранине пĕрре те курмарăм. Унта пирĕн ялсенчи пек хапха-хÿме çукран, икĕ çĕрте кăна виçĕ-тăватă чăх уткаласа çÿренине асăрхарăмăр...

- Хăçан та пулсан пирĕн ялсем те çавăнти пекех пулĕç. Мĕншĕн тесен çынна ирĕксĕрлесе ĕне е вăкăр, качака е сысна усраттараймастăн. Килти хуçалăхсем сĕнекен ашăн тÿпи Раççейре халех ĕнтĕ пĕтĕмĕшле калăпăшра пысăк мар. Сĕт те çав хурăмах - чакас енне сулăнчĕ. Пирĕн тĕллев - пысăк предприятисене продукци кăларассине тата та нумайрах ÿстерме условисем туса парасси. Инвесторсене явăçтарса сĕте е аша вырăнтах тирпейлесе сутлăха кăлармалли-ăсатмалли çĕнĕ технологиллĕ комплекссем тăвасси е пуррисене модернизацилесси. Вăрнарти аш-какай комбинатĕнчи тата Типĕтнĕ сĕт заводĕнчи евĕр.

Ĕлĕк ялсенчи çынсем пурте тенĕ пекех колхозра ĕçленĕ. Комбайнсемпе вырнисĕр, сортировкăпа алланисĕр, копалкăпа çĕрулми кăларнисĕр пуçне пĕтĕм ĕçе алăпа пурнăçланă. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтернах» илер. Хăй вăхăтĕнче унта 650 çын ĕçленĕ. Халĕ 100 яхăн çеç. Апла пулин те тырă, сĕт, аш-какай туса илессине темиçе хут ÿстерчĕ. Пĕтĕм ĕçе механизациленĕрен, электроникăланăран, компьютеризациленĕрен.

Ялти пултаруллă çынсене малашне те пулăшăпăр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев çулталăк пуçламăшĕнче çакăн пек тĕллев лартрĕ - регионта туса илекен пĕтĕмĕшле продуктра предпринимательсен тÿпине 2030 çул тĕлне пилĕк çулта икĕ хут ÿстермелле. Эпир ăна, усламçăсемпе пĕрле, пурнăçа кĕртетпĕрех.

- Сергей Владимирович, республикăра миçе фермер?

- 1341.

- Вĕсен ĕç-хĕлĕ Сире тивĕçтерет-и?

- Сулмаклă аталанаççĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлте вĕсен тÿпи 7 процента яхăн. Сĕт туса илессипе пĕлтĕр нихçанхинчен тухăçлă вăй хучĕç: ялхуçалăх предприятийĕсен ÿсĕмĕ 3,5 процент пулчĕ, вĕсен вара 20 процентран та иртсе кайрĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта та ăнтарса ĕçлеслĕхне чакармарĕç.

- Хăш районтисем тăрăшуллăрах?

- Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчисем.

- Тирпейлекен промышленноçра пурнăçламалли тĕллесем пирки маларах кăшт каларăр-ха. Хальхисем хăйсене еплерех туяççĕ?

- Çирĕп теессĕм килет. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, Шупашкарти сĕт-çу завочĕ, Кондитер фабрики, «Букет Чувашии», Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕ тата ыттисем те хăвачĕсене вăйлатса малаллах ăнтăлаççĕ. Шупашкарти аш-какай комбинатне çĕнĕ инвесторсем килчĕç. Логистика центрĕсĕр пуçне кунта продукци управĕсем, пулă тата пахчаçимĕç производствисем хута кайĕç. Вĕсем валли ирĕклĕ лаптăксем те, ăста специалистсем те, «ăслă» оборудованисем те пур. Комбинат Совет Союзĕ чухнехинчен те хăватлăрах ĕçлесе каясса шанатпăр, çакăн валли чĕртавар мĕн чухлĕ кирлĕ пулассине тишкеретпĕр.

- Раççее малалла туртакан «донорсем» 10 регионтан ытларах çеç. Ыттисене пурне те дотаци параççĕ. Донорсен йышне кĕме пирĕн шанчăк пур-и?

- Пысăках мар лаптăкра халăх йышлă пурăнакан регионăн «донорсен» шутне кĕме çăмăл мар. Çапах та Санкт-Петербургри экономика форумне хутшăннă сумлă предпринимательсем инвестици хывма, бизнеса ĕçлеме хăтлă Раççейри 10 регион йышне Чăваш Республикине те кĕртнĕ, рейтингра 9-мĕш пулнине палăртнă. Пысăк çак хак республикăн ĕçлес тухăçлăхĕпе тупăшлăхĕ ÿссе пынине çирĕплетет.

- Тĕнче шайĕнче иртнĕ форум капашнех хăпартăмăр пулсан Раççей халăхне кулянтаракан-шухăшлаттаракан ыйтăва парам-ха: Раççей тĕлĕнмелле пуян çĕршыв. Çутçанталăк пуянлăхĕпе хамăр ĕçлесе тунă пурлăх АПШран - 2 хут, Германирен - 6 хут, Японирен 22 хут нумайрах тесе экспертсем темиçе çул каяллах калатчĕç. Апла пулин те мĕншĕн çав териех япăх пурăнатпăр-ха эпир? Юлашки кăтартусем тăрăх 22 миллион çын чухăнлăхра тертленет: кашни çиччĕмĕш çын! Эсир министр çеç мар, политик та - халăхăн паянхи пурнăçне тишкерсе малашлăхне прогнозлатăр. Калăр-ха, хăçан пуян та телейлĕ пурăнма тытăнатпăр?

- Ку тема питĕ анлă. Ÿппĕн-теппĕн, çиелтен шăйăрттарса хуравламаллискер мар. Çапах та пуçа килнĕ хăшпĕр шухăша сасăласа кăларам. «Телей», «пуянлăх» сăмахсем тÿррĕн ăнланмалла илтĕнсен те - апла мар. Вĕсен тĕшшин тутăлăхне кашни çын хăйне кирлĕ пек, хăйĕн шалти туйăмĕ каланă пек йышăнать. Пĕрисем çутă тĕнчен капăрлăхне курма пÿрнишĕн савăнаççĕ, хăйсене телейлĕ туяççĕ. Иккĕмĕшĕсем ырă-сывă пурăннишĕн хĕпĕртеççĕ. Виççĕмĕшĕсем пурнăçăн чăн çулĕпе утса йăх ятне çĕре ÿкерменшĕн телейлĕ. Тăваттăмĕшĕсем юратнă ĕçĕнче киленĕç тупаççĕ. Пиллĕкмĕшĕсем нумай ачаллă çирĕп çемьесем йĕркеленĕшĕн пурнăçне ырлаççĕ. Улттăмĕшĕсем йышлă тăван-пĕтенĕпе, тус-юлташĕсемпе пуян. Çиччĕмĕшĕсем палăртнă ĕмĕчĕсене пурнăçланăшăн телейлĕ. Саккăрмĕшĕсем çĕр çинчи пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнăшăн мăнаçланаççĕ. Тăххăрмĕшĕсем - ашшĕ-амăшĕ хăварнă нухратпа, вуннăмĕшĕсем кăмăл-сипетпе, чун-чĕре тасалăхĕпе пуян - çапла вĕçсĕр-хĕрсĕр. Ырлăх-пурлăх хăй тĕллĕн пулмасть, çÿл тÿперен йăтăнса анмасть. Ăна хамăрăн тумалла. Пирĕн, влаç органĕсенче ĕçлекенсен, условисем туса памалла, çынсем çав условисемпе усă курса хăйсен пурнăçне лайăхлатмалла. Эпир çак çула, ырлăх-пурлăх кÿрекен çула, çирĕп тытса пыратпăр.

­Кeскен

Эсир çуралса ÿснĕ Вăрнар районĕнчи Кольцовкăра 13 çын Социализм Ĕçĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Çак паттăрсен йăхĕсем халĕ еплерех пурăнаççĕ, вĕсемпе курнăçатăр-и?

Ĕç Паттăрĕсем ку пурнăçра çук ĕнтĕ. Тăванĕсемпе тĕл пулатăп, калаçатăп.

«Пурнăç ăнчĕ, карьера картлашкипе хăвăрт хăпартăм, министр портфельне çамрăклах тыттарчĕç», - тесе калама пултаратăр-и?

Çук. Пĕтĕм ĕçе туса çитермен-ха. Министр должноçне йышăнма ятарлă тĕллев тытман. Кирек мĕнле лару-тăрура та Çынлăха çухатмалла мар.

Галактикăра 400 миллиард çăлтăр. Вĕсенче, хăшĕнче те пулин, Çĕр çинчи пек евĕрлĕ пурнăç пултарас килет-и?

Тен, пур та. Эпир пĕлместпĕр кăна.

Иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенче пин-пин хресчене репрессиленĕ. Сирĕн йăхра репресси авăрне лекнĕ тăванăрсем пулнă-и?

Пулман.

Пурнăçра Сирĕншĕн мĕн пĕлтерĕшлĕрех?

Çынлăхлă хутшăнусем. Яваплăх. Пурнăçăн чăн çулĕнчен пăрăнмасăр утасси.

Хăшпĕр пуçлăх пурнăç илемне укçара шырать, кайран тĕрмене лекет. Эсир ăна мĕнре тупнă?

Çемьере. Юратнă ĕçре.

Турă панă талантăр ытларах ăçта палăрать - çынсене ертсе пыраслăхра-и е спортра? Эсир волейболла, футболла çав тери ăста вылянине курнăран çакнашкал ыйту çуралчĕ.

Çанă тавăрса ĕçлеслĕхре.

Халĕ совеçпе пурăнма комфортлă мар теççĕ.

Совеçсĕр пурăнма тата та япăхрах-тĕр.

«Алран кайми аки-сухи» юррăн сăмахĕсене пăхма­­­­­­­­­­сăр пĕлетĕр-и?

Пĕлетĕп.

Сухапуç тытса çĕрулми йăранĕсене çип çакнă пек тÿрĕ тума пултаратăр-и?

Пултаратăп. Эпĕ ялта çуралса ÿснĕ вĕт. Халĕ те яла тăтăшах çÿретĕп, атте-аннене пулăшатăп.

Сире чи моднăй министрсенчен пĕри теççĕ. Мĕн туянса тăхăнассине арăму йĕркелесе тăрать-и е ятарлă имиджмейкĕр пур-и?

Имиджмейкер çук. Тумтирсене мăшăрăмпа пĕрле туянатпăр.

Пурнăç философийĕ Сирĕншĕн мĕн?

Хамăр çитĕнтернĕ ачамăрсем пирĕншĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн, намăс курмалла ан пултăр тесе тÿрĕ те таса пурăнмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.