Мучи, саламлатăп сире!..
Ачалăхăмăр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе пĕр килнĕрен савăнса-кулса ÿсмен эпир. Пĕчĕклех ĕçре пиçĕхрĕмĕр, фронта кайнă аттесемпе пиччесем вырăнне тăрса хуçалăхра тар тăкрăмăр, Çĕнтерĕве çывхартмашкăн тÿпе хыврăмăр. Çав вăхăтрах шкулта ăс пухрăмăр, халăха юрăхлă пулмашкăн тăрăшрăмăр. Тĕрĕссипе, учительсем ыррине нумай вĕрентрĕç. Ватăсене хисеплемеллине, вĕсене тĕлпулсан пуç тайса /арçын ачасен çĕлĕк-карттуса хывса/ сывлăх сунмаллине аса илтерсех тăратчĕç.
Самана улшăннă май çак йăла манăçса пырать: çамрăксенчен хăшĕ-пĕри хирĕç пулакана сăмах чĕнмесĕр иртмест-ха, тепри вара палламасть те тейĕн...
Паллах, çакăншăн çитĕнекен ăрăва айăпламалли çук. Эпир, аслă ăрурисем тата шкулти учительсем, кăмăл-сипете хăнăхтармастпăр. Сывлăх сунни çынна хисеплени кăна мар, чун пуянлăхĕн хаклавĕ те.
...Май уйăхĕн вĕçĕнче районта агропромышленноç отраслĕн ветеранĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине еплерех уявлани çинчен калаçрăмăр, уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр, ытти ыйтăва сÿтсе яврăмăр. Юлашкинчен АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Н.Сергеев виçĕ çынна - Н.Васильева, В.Владимирова тата мана - «Вăрçă ачисем» медальпе чысларĕ. Пире патшалăх манманни чăннипех савăнтарчĕ.
Киле таврăнмашкăн автовокзалта билет туянтăм та сак çине тухса лартăм. Кун каç еннелле сулăннă май халăх йышлах марччĕ. Юнашар 18-20 çулсенчи хĕр вырнаçрĕ. Кăкăр çинче ялтăртатакан медале асăрхарĕ те: «Мучи, сире награда илнĕ ятпа саламлатăп», - терĕ.
«Тавах, хĕрĕм. Ватăлатăп мар-и, сана паллаймарăм-ха», - сăмах хушмасăр чăтаймарăм хам.
«Темех мар, эпĕ те сире пĕлместĕп. Наградăна тивĕçнĕ ятпа ырлăх-сывлăх сунмасăр тăма пултарайăп-и вара?» - хуравларĕ пике сăпайлăн.
Çамрăксем тÿрккес çитĕнеççĕ тесе шухăшлани чылай чухне чăнлăхпа пĕр килмест иккен. Çук, япăх мар вĕсем, пирĕн мăнуксем, йăха малалла тăсакансем. Чунĕсемпе те хытман. Апла-тăк пурăнатпăр-ха.
Вениамин АРХИПОВ,
ĕç ветеранĕ.
Элĕк районĕ