73 çултан...
Хаяр вăрçă шавĕ чарăнни 70 çул çитрĕ. Çĕнтерĕве çĕршывăмăр анлă паллă турĕ. Раççейре пурăнакансем çеç мар, унăн тулашне юлнă çĕршывсенчи халăхсем те çĕнтерĕве çывхартма пуçĕсене шеллемесĕр çапăçнă. Украин е кăркăс, чăваш е вырăс - ячĕсем асăну палăкĕсем çине юнашар çырăннă. Паянхи кунчченех тăванĕсене ĕмĕрлĕх йышăннă тăпрана курса пуç тайма тĕрлĕ çĕршывсенчен çÿреççĕ вăрçă кĕрленĕ тăрăхсене. Хыпарсăр çухалнисене халичченех шыраççĕ, тупаççĕ, сăваппа пытараççĕ. ..
1942 çулта нимĕç фашисчĕсем Мускава тытса илме хытă хирĕннĕ. Тĕп хулана тăшманран хÿтĕлекенсен пин-пин çынлă йышĕнче Вăрнар районĕнчи Уйкас-Юнтапа арĕ Флегент та пулнă. 1942 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче пулас ăрушăн пуç хунă. Вăл вилни шăпах 73 çул çитрĕ.
Мăшăрĕ Анна 4 ачипе 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче вăрçа ăсатнă ăна, тăшмана çĕнтерсе каялла таврăнма суннă.…
Флегент Васильевич Васильев,1902 çулта çуралнăскер, хутла пĕлнĕ, Çĕпĕрте пурăнса курнăскер вырăсла та аван калаçнă. Аслăрах çулти салтаксем чылайăшĕ вулама-çырма пĕлмен. "Хĕлимун патне çыру вулаттарма е çыртарма пыратчĕç, çавăнпа вăл блиндажра тăратчĕ, ахаль салтак çеç пулин те", - çырса янă кайран пĕлĕшĕн тăванĕсем патне хамăр ял ачиех. Тата тĕплĕ чăвашăн май килнĕ чухлĕ мĕн кирлине çумра тытмалла тетпĕр мар-и - чĕлĕм чĕртме лайăх çулу /вутчулĕ/ пулнă Хĕлимунăн. Чĕлĕм тивертме шăрпăк çитменрен салтаксем ун патне çав нушапа утнă. Фашистсем аякран бинокльпе сăнанă. Салтаксем тăтăш çÿрекен вырăнта штаб е офицерсен блиндажĕ тенĕ пулĕ çав - Хĕлимун çине йывăр артиллерирен пенĕ. Снаряд вăл тăнă вырăнта тарăн шăтăк хăварнă. "Шинель татăкĕ те юлмарĕ Хĕлимунран, кайран чавса шыраса тупса пытарчĕç пулинех", - хурланса çырнă çырăвĕнче юлташĕ.
Виççĕр ытла вилтăпри Тула облаçĕнчи Белăв районĕнче. Вĕсем пурте "пĕр утăм та каялла чакмасăр" приказа пурнăçланисем. Пин-пин хушамат хушшинче Васильев Ф.Васильевич та пур. Унăн ятне туллин палăртман: сайра ят пулнипе йăнăшса тăванĕсене арпаштарасран асăрханнă. Тавах вĕсене.…
Белăвск районĕнчи Зайцево ялĕн тăванла вилтăпри çине кайса кукашшĕне пуç тайма мехел çитерчĕç кăçалхи Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Галинăпа мăшăрĕ Вадим. Çар комиссариатĕнче хисеплесе кĕтсе илнине, тăванла вилтăприсене тирпейлĕ пăхса тăнине, çав вăхăтри лару-тăру çинчен каласа кăтартнине палăртрĕç çулçÿревçĕсем. Флегентăн тулли ятне те палăк çине тÿрех çырнă. Текех арпашас çук. Тăванла вилтăпринчен тăван çĕршывне тăпра парса яраççĕ-мĕн кăмăл тăвакансене. Флегент вилтăприне мăнукĕсем тăван ял çăви çине, мăшăрĕпе юнашар чавса хунă. Кĕçĕн мăнукĕ Сергей, тимĕр япаласем хĕртсе авса тăвакан çĕрте ĕçлекенскер, эрешлесе хĕрес хатĕрлесе килнĕ. Телейлĕ пулнă мăшăрăн 73 çултан вилтăприйĕсем пĕрлешнĕ…Çимĕк тĕлне çак ĕçе ĕлкĕрнĕ майăн пур тăванĕшĕн çеç мар, ял-йышшăн та пĕлтерĕшлĕ пулчĕ салтак тăприне уçни. Миçе мăнукĕ -тăванĕ пырса ачашларĕ-ши çĕнĕ хĕресе, миçен пырса таптарĕç-ши салтакăн сăваплă тăприне?
Ашшĕн ăшшисĕр ÿснĕ хĕр пĕрчисем Тăван çĕршыв çĕнтерĕвĕшĕн колхоз уй-хирĕнче тар тăкнă. Аслă хĕрĕ Ольга та масар çинче канлĕх тупнă ĕнтĕ. Клавти вара вăрçă хыççăн нумай та пурăнайман - 19 çултах çĕре кĕнĕ. Хĕрĕсен 79 çулти Зойăпа 75 çулти Нина Флегентовнăсен куçĕсенче куççуль йăлтăртатрĕ. "Тĕлĕкре атте тесе каланисĕр пуçне атте тесе пулмарĕ, халĕ хăть тăприне пуç тайма пултаратпăр", - хаш сывлать Нина акка. "Анне, эсĕ атте тăприне куçпа хăть курасчĕ теттĕн, сăвă хайланăччĕ йывăр çухату пирки. Халĕ унăн тăпри кукампа юнашарах", - ыталарĕ амăшне Зойăна ывăлĕ Станислав. Флегентăн, ялтилле - Хĕлимунăн, пурнăçĕ çамрăкла татăлнă: пулас ăрушăн - тăприне пуç тайма халĕ пуçтарăннă ачисемшĕн, вунвиçĕ мăнукĕшĕн, вун-вун кĕçĕн мăнукĕшĕн, вĕсен ачисемшĕн.…
Сăмахăма Зоя акка 30 çул каяллах тунсăхпа çырнă "Ăçта-ши аттем тăприйĕ?" сăввипе вĕçлени вырăнлă пулĕ.
Асрах хĕрĕх иккĕмĕш çулăн
Хĕвеллĕ июль кунĕсем.
Ĕмĕрлĕхе асра вăл юлнă -
Аннен куççульлĕ куçĕсем.
Атте вилни çинчен пĕлтерчĕ
Хăй тÿснине хуллен пире...…
"Хаяр тăшман мире пĕтерчĕ -
Хупларĕ вăл çутă ире".
Ан йĕр, аннем, ытла ан хуçăл,
Вилмен пуль...…
Килĕ çĕнтерсе...…
Тăван çĕре тасаттăр, шăлтăр
Тискер çăхан эшкерĕнчен.
...Атте ÿстернĕ сад пахчи те
Кивелчĕ, ватăлчĕ йăлтах.
Аннен хура çÿçĕн пĕрчи те
Кĕмĕлленейрĕ-çке пайтах.
Халь ачамсем атте пулаççĕ,
Çапах атте асран каймасть:
Ăçта-ши эс, аттем тăприйĕ,
Сана курассăн туйăнмасть.
Эльвира ИВАНОВА