Комментировать

8 Июл, 2015

КĔСЕЛ ПĔÇЕРЕТПĔР

Çак кĕселсене хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа аптрасан ĕçме сĕнеççĕ.

Пылак черешньăран. Кастрюле 1,5 стакан шыв ярса вĕретмелле, 1 апат кашăкĕ сахăр хушмалла. Сахăр ирĕлсенех шыва 1,5 стакан черешня чăмтармалла, 5 минут пĕçермелле. Сăрăхтармалла, çырлине ала витĕр çав шывах сăтăрса кăлармалла. 1 апат кашăкĕ крахмала 100 миллилитр сивĕ шыва ярса пăтратмалла та çырла шĕвекне çинçе юхăмпа хушмалла. Кĕселе тата 3 минут пĕçернĕ хыççăн çулăм çинчен илмелле.

Çăра сĕтрен. 2 стакан 10 процент çуллă сĕте /сливки/ 3 апат кашăкĕ сахăр ямалла, вăтам çулăм çине лартмалла, пăтратсах тăрса вĕреме кĕртмелле. Çур стакан сивĕ çăра сĕтре 1,5 апат кашăкĕ çĕрулми крахмалне ирĕлтермелле, вĕрекен çăра сĕте хушмалла, пăтратсах тăрса каллех вĕреме кĕртмелле те тÿрех çулăм çинчен илмелле.

Типĕтнĕ панулмирен. 100 грамм типĕтнĕ панулми, 1 стакан сахăр, 2 апат кашăкĕ çĕрулми крахмалĕ кирлĕ. Панулмине çуса кастрюльти вĕри шыва ямалла, 2-3 сехет лартмалла. Унтан вăйсăр çулăм çинче 30 минут пĕçермелле. Сăрăхтармалла, шĕвекне урăх савăта ямалла, унта панулмине ала витĕр сăтăрса кăлармалла. Сахăр ямалла. Вĕреме кĕртмелле те шывра ирĕлтернĕ крахмал хушмалла, çулăм çинчен илмелле.

Çамрăк кишĕртен. Вĕрекен 1 литр шыва шултра теркăпа хырнă 500 грамм кишĕр ярса çемçеличчен пĕçермелле. Çур стаканран ытларах сахăр тата 2 апат кашăкĕ крахмал хушмалла. Сивĕлле ĕçмелле.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.