Выçлăхра вилĕмрен çăлнăскер...
Паха çак çимĕçе халăх «иккĕмĕш çăкăр» тесе хисеплет. Тырă пулман çулсенче вăл час-часах сĕтел çинчи пĕртен пĕр апат шутланнă. Чăваш çĕр-шывĕнче çĕр аллă çул кăна ĕлĕкрех хĕнпе сарăлнăскер ХХ ĕмĕрте пирĕн халăха темиçе хутчен те выçăпа вилсе пĕтесрен сыхласа хăварнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче хресченсене пĕрлешÿллĕ хуçалăхра кунĕн-çĕрĕн вăй хурсан та тырă валеçсе паман. «Иккĕмĕш çăкăрпах» çырлахнă вĕсем.
Ăсчахсем сăнав ирттернĕ: менюра çĕр улмисĕр пуçне ытти çимĕçе тĕпрен катертнĕ. Çитĕннĕ çын унпа кăна чиперех пурăнма тата ĕçлеме пултарать иккен. Çакă унăн сывлăхĕшĕн нимĕн чухлĕ те сиенлĕ мар.
Çынсем тĕрлĕ апата кăмăллаççĕ. Пĕрисемшĕн ăшалани, теприсемшĕн пăшăхтарни, шывра е пăспа пĕçерни аван. Виççĕмĕшĕ кăмакара саралса шатăртатакан пулнине килĕштерет. Яшкара е шÿрпере ирĕлсе нимĕрленни çимĕçре крахмал ытлашши пулнине пĕлтерет.
Çĕр улмире тутлăхлă тĕп япала - крахмал. Сорта, тăпрана, хăш вăхăтра пухса кĕртнине кура унăн виçи 11-тен 23 процента çитет. Крахмал шайне ÿстерме вăрлăха лайăх калчалантарни, иртерех лартни, çеçкисем типсе тăкăнсан çеç кăларни пулăшать. Азот, тислĕк виçерен нумайрах хывни, юларах лартса иртерех кăларни, тăпра ытла нÿрĕ пулни унăн шайне чакараççĕ çеç.
Çакна шута илĕр: çитĕнсе çитмен çимĕçе пухса кĕртнĕ май сахалрах усă кÿрекен япаласен шучĕ, çавăн пекех нитратсен кăтартăвĕ те ÿсет. Çав вăхăтрах паха йышши тытăмсем палăрмаллах сахалланаççĕ. Çавăнпа «иккĕмĕш çăкăра» пулса çитмесĕр кăларма ан васкăр.
Çĕр улми - С витаминпа тивĕçтерекен тĕп çимĕç. Унăн çитĕннĕ çынна кирлĕ чухлĕ виçе талăкра 300 грамм çĕр улми çинипе танлашать. Анчах çак витамин шывра ирĕлет, пысăк пайĕ пĕçернĕ чухне шывра саланать. Шуратмасăр пĕçерни усăллăрах. Витамин виçи сорт уйрăмлăхĕнчен, калăпăшран та килет. Вăтам виçеллинче /80-120 грамм/ ытларах. Питĕ шултра /200 грамран иртет/, вĕтĕ /30 грамран çăмăлрах/ пулсан крахмал та, витаминсем те сахалрах. Тăсăк хурăмлисем çавракисенчен пахарах. 100 грамм çимĕçре С витамин, чĕрĕ виçепе шутласан, 15-25 миллиграма çитет. Вăл Розара, Лазурит, Никулинский, Петербургский, Чародей, Мастер, Пушкинец, Романо, Бронницкий, Марс сортсенче нумайрах.
В ушкăнри витаминсем те шывра ирĕлеççĕ. Вĕсем типĕ япаласемпе пуян çимĕçре ытларах, шываклинче - сахалрах.
А витамина тепĕр тĕрлĕ каротин теççĕ. Вăл шывра ирĕлмест, анчах çура шăранать. Апата ÿсен-тăран е выльăх-чĕрлĕх çăвĕпе хатĕрлесен лайăхрах. Каротин виçи çĕр улми тĕсĕпе çыхăннă. Сарă-кĕрен ăшлин вăл нумайрах, шуррин - сахалрах. А витаминпа Спарта, Виза, Бронницкий, Мастер, Розара, Чайка, Петербургский, Лазурит, Вятски, Лилея Белорусская сортсем пуян.
«Иккĕмĕш çăкăрта» витамин, крахмал, белок ытларах пулччăр тесен ÿсен-тăрана лайăх, анчах виçеллĕ апатлантармалла, хурт-кăпшанкăпа, чир-чĕрпе кĕрешмелле, тăпрана çу каçипех кăпăшка тытмалла. Крахмал, типĕ япаласем ытларах çимĕçĕн тути аван. Вăл лайăх упранать. Шываклин тути çук, çĕрес хăрушлăх пысăк.
Аслă ăрурисем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи умĕнхи тата вăл вăхăтри çулсенче Вольтман сорт тĕлĕнмелле тутлă пулнине ас тăваççех пулĕ. Унăн крахмаллăхĕ 20 процентран та иртнĕ, типĕ япаласем - 25%.
Вун-вун çул каялла Лорх питĕ хисепреччĕ, крахмал шайĕ 17% пулнă. Шел, ăна та, Вольтмана та рака парăннăран çĕр-шывĕпех çитĕнтерме пăрахрĕç. Юлашки çулсенче Лорха Тутарстан ытларах çитĕнтерет. Ăна Хусанпа Пенза ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕсем вируссемсĕр ĕрчетеççĕ.
Çимĕçĕн тăпăрлăхĕ сортран нумай килет. Удача, Голубизна шултрарах пĕрчĕллĕ крахмаллă пулнăран лайăх пиçеççĕ, саланаççĕ.
Апат-çимĕç хатĕрлемелли чĕр тавар пахалăхне нитратсем, йывăр металсем пурри чакарать. Тислĕк, пĕрчĕллĕ удобрени виçеллĕ сапакан уйра нитрат шайĕ шăпах кирлĕ чухлĕ. Иртерех çитĕнекен сортсенче /Пушкинец, Лазурит, Удача, Розара, Снегирь/ унăн шайĕ юларах пулаканнисенчен сахалрах. Йывăр металл тăварĕсем вара ытларах аслă çулсен çывăхĕнчи лаптăксенче пухăнаççĕ.
Сортсен уйрăмлăхне палăртмалла. Ир пулаканнисенчен чи техĕмли - Пушкинец. Удача хăвăрт тухăç пама тытăнать, кĕрчченех ешĕл çулçăллă. Авăн уйăхĕнче пухса кĕртсен те пысăк тухăçлă.
Чародей пулăхлă тăпрана кăмăллать, питĕ тухăçлă, пĕр тĕмрен 20 ытла çимĕç тухать. Елизавета, Марс, Чародей, Невский сортсене çанталăк пăсăличчен çурла уйăхĕнче кăларса пухма юрать.
Тасатнă чухне куç лакăмĕн тарăнăшĕ пĕлтерĕшлĕ. Голубизна, Елизавета, Мастер, Невский, Олимп, Никулинский, Пушкинец, Розара, Снегирь, Удача, Чародей ăшăх куçлă, каяшĕ сахалрах. Бронницкий, Спарта, Виза сортсен куçĕсем тарăнрах.
Чуллă, извеçленĕ тăпрара кĕсен чирĕ аталанать. Унпа кĕрешме ешĕл удобрени пулăшать. Рапс акма сĕнетĕп, пĕр гектар лаптăка 6-10 кг вăрлăх çителĕклĕ.
Нематода чир пирки те каламаллах. Сиенленнĕ çĕр улми ăшĕнче куçа курăнман вĕтĕ хуртсем ĕрчеççĕ. Çимĕç туни вăхăтсăр саралса типет. Беллароза, Вдохновение, Виза, Гранат, Жуковский ранний, Импала, Лазурит, Ред Леди, Скарлетт, Розара, Рябинушка чире парăнмаççĕ.
Юрий КАЗАНКОВ,
агроном, ял хуçалăх аслăлăхĕсен кандидачĕ