Комментировать

3 Июл, 2015

«Ан васкăр!» - теççĕ пире палăксем

Пĕр шутласан - ним кăткăсси те çук палăк лартассинче: влаç органĕсенчен ирĕк ил, вăл е ку хулара, вăл е ку ялта çĕр лаптăкĕ уйăрттар, укçа туп /патшалăхăн çук пулсан, ырă çынсенчен/, пулас палăк проекчĕсен конкурсне ирттер, çав конкурсăн çĕнтерÿçипе пĕрле хĕрÿ ĕçе пикен... Çакна пĕтĕмпех туса ирттернĕ хыççăн кама палăк лартатăр çавăн çывăх тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене, таврари хисеплĕ çынсене тата пысăк пуçлăхсене пухса савăнăçлă митинг ирттеретĕр, хăю касатăр, чĕререн тухакан сăмахсем калатăр, палăк умне чĕрĕ чечексем хуратăр... Çак пулăмăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулсан çĕнĕ палăк «кун çути курнине» фото- тата тележурналистсем ÿкереççĕ, вĕсем ÿкернипе çитес вăхăтрах пиншер çын паллашать...

Çакăн пек уçнă палăксене ку тарана çитиччен, малашне те çакăн пек уçĕç.

Уçасса уçатпăр-ха... Влаçран та ирĕк илетпĕр, çĕр лаптăкне те уйăрттаратпăр, укçине те тупатпăр, конкурсне те ирттеретпĕр... Анчах яланах тивĕçтереççĕ-и пире хамăрăн паллă ентешĕмĕрсене асăнса лартнă палăксем? Тивĕçтерет-и пире çав палăксем ăçта тата епле ларни?..

...Сахал мар палăк лартрĕ пирĕн пархатарлă халăхăмăр юлашки вăхăтра Чăваш Енре, çав шутра Шупашкарта та. Эп паян вĕсенчен иккĕшĕ пирки уйрăммăн сăмах хускатасшăн. Пĕри вăл - Петĕр Хусанкайăн палăкĕ, тепри - Андриян Григорьевич Николаевăн. Тÿрех калатăп: эпĕ çак икĕ палăка лартассине чунтан шаннă, питĕ ĕненнĕ, ытти пиншер ентешĕм пекех чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Тата эпĕ çак икĕ палăка «хаваслă лару-тăрура» уçнă çĕрте те пулнă.

Мĕнпе тивĕçтермест мана аслă Петĕр Хусанкайăн палăкĕ? Палăкне хурламастăп та, тиркеместĕп те. Пĕтĕмĕшле илсен питех те ĕçчен те питех те пултаруллă Владимир Нагорнов Петĕр Хусанкайăн сăнарне тупнă, уçса панă теме пулать. Пирĕн умра чăнах та - пысăк Поэт, пысăк Шухăшлавçă тата пысăк чĕреллĕ Чăваш. Апла пулсан мĕн килĕшмест-ха мана? Мана Петр Петрович Хусанкайăн палăкне ăçта, шурă Шупашкарăн хăш кĕтесĕнче лартни килĕшмест. Татса каланă, халĕ те татса калатăп: Петĕр Хусанкайăн, аслă поэтăн, чăваш халăхĕн аслă ывăлĕн палăкĕ таçта Шупашкар хĕрринче мар, Шупашкарăн варринче лармалла! Е тĕп хуламăрти П.Хусанкай ячĕллĕ кермен умĕнче. Халь вара çак палăк хула хĕрринчи пĕр микрорайонта ларать...

«Анчах та вăл, П.Хусанкай палăкĕ, ахаль çĕрте мар, республикăри культура институчĕ умĕнче ларать!» - теме пăхĕç пĕрисем. Вара мĕн? Мĕн, çакăншăн хула хĕрри хула хĕрри пулма пăрахать-им?! Çук паллах. Паллах çук...

...Питĕ лайăх астăватăп А.Г.Николаев Кăйкăрăмăрăн палăкне уçнине. Унăн вырăнĕ ăнăçсăрри малтанах, палăкне лартма пуçличченех, пурне те паллăччĕ - каллех хула хĕрри, каллех шăв-шавлă, килĕшÿллĕ мар вырăн... Астăватăп: «Юрĕ, - текелерĕмĕр эпир ун чухне, - вырăнĕ ăнăçлах мар пулин те, тен, палăкĕ ăнăçлă пулса тухĕ?» Çук, «шаннă кайăк йăвара пулмарĕ» - палăка вăхăтлăха хупланă çивиттине илсе персенех чылайăшĕ çав кун ассăн сывларĕ, тарăхса аллине сулчĕ. «Ку Андриянăмăра асăнса лартнă палăк мар! - терĕ ун чухне нумайăшĕ. - Ку - Андриянран кулни!..»

Кулни-и, кулни мар-и - татса калаймастăп, анчах та чăвашран тухнă Тĕнче Паттăрĕн Чăваш Енĕн тĕп хулинчи палăкĕ нумай чаплăрах пулмалли тата унăн урăх çĕрте лармалли пирки иккĕленместĕп.

* * *

Палăксене пĕр кунлăха е вунă çуллăха çеç лартмаççĕ. Апла пулсан мĕншĕн васкатпăр эпир палăксем лартнă чух, мĕншĕн «çиччĕ виç те пĕрре кас» тенине асра тытмастпăр? Мĕншĕн хамăра хамăр тивĕçлипе хакламастпăр, мĕншĕн култаратпăр хамăртан? Мĕншĕн?!

...Петĕр Хусанкай палăкне илес пулсан /тĕрĕссипе вăл бюст кăна-ха/, еплерех тÿрре кăларма пулĕ-ши юратнă поэтăмăрăн палăкĕ хула хĕрринче, культура институчĕ умĕнче тăнине. Ман шутпа хуравĕ ансат... Чăваш Республикинчи культура институтне Петĕр Хусанкай ятне памалла! Акă мĕн сĕнесшĕн эпĕ. Вара пĕтĕмпех йĕркеленет, пĕтĕмпех тÿрре тухать - П.П.Хусанкай палăкĕ мĕншĕн культура институчĕ умĕнче ларни те, т.ыт.те, т.ыт.те.

Чăваш Енри культура вучахĕсенчен пĕри, тĕп вучахĕсенчен пĕри Петĕр Хусанкай ячĕпе хисепленме пуçлани пур енчен те тĕрĕс пуласси пирки никам та иккĕленмест пулĕ тетĕп: П.Хусанкай чăваш литературипе культурине аталантарас тĕлĕшпе чи нумай ĕçленĕ Улăпсенчен пĕри!

...Васкар мар, тăванăмсем, палăк лартас тĕллев тытсан, васкар мар...

Валери ТУРКАЙ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.