Кĕçĕн Шăнкăртам илемĕ - сăвăрсем
"Сăрçи" заповедник дирекцийĕ "Хыпарпа" "Советская Чувашия" хаçатсен журналисчĕсене Патăрьел районĕнчи сăвăр-байбаксен лаптăкне илсе кайса кăтартрĕ. Вĕсем йышăннă çĕр - тутар мишерĕсем пурăнакан Кĕçĕн Шăнкăртам /Туçа ял тăрăхĕ/ çумĕнче, авалхи тарăн вар хысакĕпе айлăмра.
Тÿпемри ял хĕрринчен пăхсан алтупанĕ çинчи пек курăнать. Çурçĕр енчен ăна 1960 çулсенче лартнă тирексем, хĕвеланăç енчен улмуççисем сивĕ çилрен хÿтĕлеççĕ. Ку вырăна Сăвăр тăвĕ теççĕ. Унăн çурçĕрелле ÿкнĕ хысакĕ - хĕвел питтинче, кăнтăралла пăхать, 30-350 тайăлса 0,2-0,4 çухрăма тăсăлать.
Сăвăрсене ĕрчеме типĕ те апатлă вырăн. Çуркунне юр маларах ирĕлнĕрен йăвисем часрах типни - вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тайлăмри шăтăкĕсенче 7 çемье хĕл каçнă. Заповедникăн патшалăх инспекторĕ, ялхуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Миназым Рахматуллин /Кĕçĕн Шăнкăртамра пурăнать, килĕ хăтлăхăн хĕвелтухăç чиккинчен 200 метрта çеç/ 39 сăвăр шутланă. Куллен сыхлăха 3-4 хут çитсе бинокольпе тавралăха тинкерет.
- Саккун хÿттинчи сăвăрсене çапкаланчăк йытăсенчен, браконьерсенчен, тилĕсенчен хÿтĕлессишĕн /сайра-хутра кăна тапăнаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем валли пирĕн тăрăхра шăши нумай/ тăрăшатăп, - терĕ Миназым Минегалиевич. - Йытăсем çывăха пырса тытма хăтланаççĕ. Туçа ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă май вĕсем сиен кÿме пултарассине ял тăрăхĕн пуçлăхне пĕрре çеç мар пĕлтертĕм. Вăл сунарçăсенчен сĕтĕрĕнчĕксене пăшалтан персе вĕлерме ыйтать. Лешсем пулăшмаççĕ. Сăвăрсемшĕн çеç мар, ял выльăхĕшĕн те хăрушлăх пур.
- Кунта сунарçăсем питех килмеççĕ, - калаçăва хутшăнчĕ заповедник директорĕн наука енĕпе ĕçлекен заместителĕ Александр Димитриев. - Чăн та, 8 çул каялла Шупашкар браконьерĕ пăшалпа кĕнĕ. Сăвăра тытайман. Апла пулин те ăна çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕнче сунарта çÿренĕшĕн пысăк штраф тÿлеттернĕ.
Мăсăльмансем сăвăр ашне çимеççĕ, хăтлăха выльăх нумай кĕртмеççĕ.
- Иртнĕ ĕмĕрте ялта 127 ĕнеччĕ, халĕ 25 çеç, - аса илчĕ сăвăр хуралçи. - Сурăх, лаша, хур хальхинчен темиçе хут ытларахчĕ, паян сĕре сахал. Ун чухне ял кĕтĕвĕ лаптăкра çÿренĕ чухне тусан йăсăрланнă. Паян унта çĕр ытла тĕрлĕ ÿсентăран.
Сăвăрлăх ялăн хĕвеланăç енчи укăлчинчен пуçланать. Çакăнти 8-10 çын вырнаçакан пĕчĕк те илемлĕ çурта, хăма-пăрăсран тирпейлĕн çапса тунăскерне, кĕтĕмĕр те бинокльсенчен 1-3 çухрăмри тĕлĕ-тĕлĕпе çĕр айĕнчен кăларнă хăмăр тăмлă хысаклăхри сăвăрсене сăнама тытăнтăмăр. Ешĕл курăка çиме йышлăн тухасса кĕтрĕмĕр. Ĕçчен чĕрчунсен кĕтĕвне курма пире ăмăр çанталăк чăрмантарчĕ. Ирхине çумăр çунă та - апатланма тухнисем йăвасене кĕрсе пытаннă. Кăнтăрлапа 3 çемье йăвинчен 1-ер тухса ларчĕç, тавралăха сăнарĕç.
- Каскăнсенчен питĕ асăрханакан чĕрчун. "Усалсем çук-ши? Çывăхрах мар-ши?" - теççĕ пулĕ, - сăмахларĕ хăмăрккасене 14 çул хÿтĕлекен М.Рахматуллин. - Куçĕсем çивĕч, хăлхисем лайăх илтеççĕ. Вĕсен пĕрремĕш тăшманĕ - йытă, иккĕмĕш - браконьер, виççĕмĕш - тилĕ. Хăмăшлă путлăхра чĕп çитĕнтерекен шурлăх хурчки мăннисене тапăнма хăяймасть. Çурисене çеç çĕклесе каяять. Ашшĕ-амăшĕ курăк суйлама тухакан çăвăрсене хытă сыхлать. Хурчка çÿлте явкаланма тытăнсанах вĕсене шăтăка хÿтерсе кĕртет.
- Кăçал хĕллехи ыйхăран март пуçламăшĕнчех вăранчĕç, - палăртрĕ республикăри сăвăрсем çинчен биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине çырнă А.Димитриев. - Çапах тăмпа шалтан питĕрнĕ шăтăк пуçĕсене тÿрех уçмарĕç. Йăваран мартăн иккĕмĕш çурринче çеç тухрĕç. Çак сăвăрлăх çинчен документра 1642 çултах çырса хăварнă. Пĕр пайĕ тĕп çемьесенчен уйрăлса кунтан Патăрьелпе Елчĕк районĕсенчи 30 ытла вырăна йăх тăсма куçнă. Браконьер е тилĕсем пурăнма паманнипе сахалланса юлнăран хăшпĕрисем хĕл каçма Шăнкăртам хысакнех таврăнаççĕ. Август-сентябрь уйăхĕсенче çемьесем йăва пуçне шал енчен тăмпа пăкăлаççĕ.
Кашни шăтăкра пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе 15-18-ăн тĕ-лĕреççĕ. Çиме вăранмаççĕ, тула каймаççĕ. Чĕри питĕ майĕпен тапать, сывламасăр тенĕ пек выртаççĕ. Хĕлле вăйлă çумăр çунипе йăвана шыв аннăран вăхăт çитмесĕрех ыйхăран вăранни нумай çул хушшинче пĕрре пулать. Çемьерен уйрăлнă йăхлăх аçа-ама март-апрельте тĕп колонирен 5-20 çухрăмри сăвăрлăхсене çул тытать.
Кашнинче йăх тăсаканни пĕр мăшăр çеç. Ама март вĕçĕнче-апрельте пĕтĕленет, майра 3-5 çăвăр тăвать. Вĕсем амалăхра 30-33 талăк аталанаççĕ. Çут тĕнчене килсенех 30-40-шер г çеç таяççĕ, курмаççĕ, уйăха яхăн сĕтпе кăна тăранаççĕ.
Пĕлтĕрхи 3-5 çура çемьере тепĕр çу тата хĕл каçать. Çитĕннĕ сăвăр вăтамран 10 кг таять, тăршшĕ 65-70 см. Хырăмĕ пысăк. "Байбак" икĕ сăмахран тăрать: бай /узбекла - çĕр хуçи/ тата бак /чăвашла - пек/. "Сурок-байбак" хуçа пек сăвăр тенине пĕлтерет. Ахăртнех, тулăх пурăннăран тутар байĕсенчен ытларахăшĕн хырăмĕ çаврака пулнă. Кÿпĕ çÿренĕрен сăвăрсене байсемпе танлаштарнă.
Куллен курăк çисе çăвĕпех çу пухать. Хĕл каçма ăна энерги нумай кирлĕ. Çăвĕ çуркуннеччен чун тытнă чухне шăранса пĕтет, курăкпа апатланма пуçличчен темиçе кг çухатать.
- Пĕлтĕр çăвăрсем йăваран май уйăхĕн вĕçĕнче тухрĕç, - бинокльпе айлăма тинкерчĕ инспектор. - Пăхăр-ха? Çаранра пысăккисем пуçĕсене çĕклеççĕ. Атьăр, айлăма анса йăвисене курар.
Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. Çÿллĕ те йĕпе курăка ашса шăтăкĕсем патне çывхартăмăр. Ура айĕнче - вун-вун тĕрлĕ ÿсентăран, çав шутра республикăн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнисем те /вăрри кунтан ытти çĕре сарăлать/.
Çынсем йăви çывăхне пынине хуралта тăракан сăвăр асăрхарĕ те чрин-н! чрин-н! кăшкăрса шăтăкĕнчен йăпăрт кĕрсе тарчĕ.
- Ку - пĕр çемьен тĕп шăтăкĕ, - аллипе кăтартрĕ М.Рахматуллин. - Пуçĕнчен 5-6 метр аяларах çемье йăвипе çыхăнакан тепĕр шăтăк тула тухать. Лаптăка заповедника кĕртиччен, совет тапхăрĕнче, браконьерсем кĕшĕлтисене тытас тесе тĕп шăтăкран темиçе цистерна шыв янă. Анчах вăл аяларахринчен çырмана юхса тухнă. Ăслăскерсем шыв кăларса яма çĕр айĕнчи вун-вун метр тăсăлакан çулĕсемпе тĕрлĕ пÿлĕмĕсен пĕр "алăкне" ятарласа аяларах тăваççĕ. Акă - туалет. Мĕнле тирпейлĕ! Каяшне кашниех тăпрапа хуплать.
Килти хуçалăхри пысăк нÿх-репĕн хура тăприпе тăмĕ чухлĕ кăларнă тĕп шăтăкĕнчен. Кунтан 5-6 сукмак ем-ешĕл курăк çийĕпе 100-300 метра тăсăлать. Куллен апатланма вĕсемпе çарана çÿреççĕ. 7 çемье тĕп йăвасенчен инçете кайсан кирек хăш тĕлте çăткăн çăварне лекесрен кĕрсе пытанма тарăн та вăрăмах мар 200 яхăн шăтăк алтнă.
- Иртен-çÿрен çын Патăрьел лаптăкне пĕлтĕр тесе 25 пĕлтерÿ вырнаçтартăм, - терĕ чĕрчунсен тусĕ. - Анчах сăвăрсем вулама пĕлмеççĕ. Чикĕ урлă каçса апатланма инçете, 4 çухрăма яхăн, каяççĕ. Лаптăкри çемьесем пĕр-пĕринпе хутшăнмаççĕ. Сукмакĕсем тĕрлĕ çĕрте. Пĕрремĕш çемье иккĕмĕшĕн йăвине пырса кĕмест. Уйрăм сăвăр та унта пымасть. Шăршлă шĕвек пĕ-рĕхтерсе хăйсен лаптăкне чикĕлесех тăраççĕ. Кÿршĕрисем ун урлă каçмаççĕ. Ютсем пĕр-пĕринпе апатшăн е ыттишĕн харкашнине пĕрре те асăрхаман. Пĕчĕккисем выляма юратаççĕ.
Виçĕ-тăватă çул хушшинче пĕрре лаптăкра тилĕсем шăтăк чавса е сăвăр вырăнне йышăнса йăва тăваççĕ. Аслисем тырă пуссине шăши тытма кайсан айван çурисем шăтăкран тухса сăвăрлăха пыраççĕ.
- Пĕррехинче сăвăр çăвăрĕсемпе вылянинех куртăм, - аса илчĕ Миназым. - Тепрехинче вăл кĕшĕлтисен йăвине кĕрсе кайнă та... хăйĕн вилĕмне тупнă. Йытă йăви патне çывхарсан хуралçă сасă парса пурне те çийĕнчех асăрхаттарманни пулнă. Çăткăн симĕс курăк çиекенсенчен пĕрне тытса çурни çинчен хамăр ял çынни каласа пачĕ. Йытă тушкине сĕтĕрсе кайнă хыççăн çемье пĕрне шăтăкран хуптĕрлесе кăларнă, пурте ăна, ахăртнех, хапсăнчăк тапăннă чухне хуралта тăнине, туласа вĕлернĕ. Темиçе çул каялла улăхра çăвăр такамран хăраса, ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу ыйтса çÿхе саспа чрин-н! чрин-н! кăшкăрнине илтрĕм. Çăлăнăç шырать. Çухăракан тĕле хăвăртах чупса пытăм. Пăхатăп: йытă шăтăка пуçне чикнĕ те çăвăра сĕтĕрсе кăларасшăн. Ах, усал! Атăпа тапса сирпĕтрĕм те - самантрах куçран çухалчĕ...
Нумаях пулмасть пĕр вырăнти тăпра ишĕлсе аннăран 8-мĕш çемье саланнă. Çынсем çеç мар, чĕрчунсем те хăрушлăха лекеççĕ. Республика сăвăрсен йышне ÿстерме Патăрьел лаптăкне 1961 çулта саккаслăха хывнă пулин те нумай çул вăл хăйĕн тивĕçне пурнăçлайман. Браконьерсем ял-йыш умĕнчех иртĕхнĕ. Сăвăрсене юратакансем вĕсене хăтлăхран пĕрре çеç мар хăваласа янă. Ял кĕтĕвĕ Сăвăр тăвĕнче куллен çÿренĕрен çылăхсăрсем валли курăк пачах юлман. 2000 çулта хăтлăха "Сăрçие" парсан М.Рахматуллин кĕтĕве куллен тайлăма кĕртме чарнă.
- Çапах та выльăха лаптăкра виçеллĕ çÿретни усса çеç каять, - терĕ вăл. - Пĕрремĕшĕ, кĕтÿ йăвасен таврашĕнчи курăка иртсен лаптăк уçăлать, сăвăрсем хăйсем патне йытă е тилĕ çывхарнине çийĕнчех асăрхаса шăтăкĕсене кĕрсе тараççĕ. Иккĕмĕшĕ, хытă туналлă курăк вырăнĕнче ешĕлли çитĕнет. Кĕшĕлтисем шăпах ăна кăмăллаççĕ. Ялта выльăх сахалланса юлнă пирки кашни тĕп йăва таврашĕнчине çу каçиччен бензоçавапа темиçе хут çулатăп.
Лаптăк тĕрлĕ ÿсентăранпа, хурт-кăпшанкăпа, вĕçенкайăкпа пуян. Кайăккăвакалсем, тăманасем чĕп кăлараççĕ, çуркунне-кĕркунне кÿлленчĕкре шуракăшсем апатланаççĕ. Темиçе çул каялла çывăхри шыв-шурта тăрнасем те çемьеленнĕ. Сунарçăсем пырса хăратнăранпа таврăнмаççĕ. Кайăксен 38 тĕсне шута илнĕ. Хурт-кăпшанкă мĕн чухлине заповедникăн ăслăлăх сотрудникĕ Леонид Егоров тĕпчесе палăртнă.
Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: хÿтлĕх 27,6 га çеç - ялхуçалăх тĕллевĕпе усă курма май çук çĕрте - йышăнать, апла пулин те Патăрьелпе Елчĕк районĕсен фаунипе флорине пуянлатма пулăшать. Çак тĕслĕхпе усă курса - республикăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсене хурал çирĕплетсе - чĕрчунпа вĕçенкайăк йышне, ÿсентăран тĕсне ÿстерме пулать.
Юрий МИХАЙЛОВ