Комментировать

3 Июл, 2015

Хăть ĕненĕр, хăть ан ĕненĕр...

Валери Туркайăн «Хыпарти» «Карта ăшĕнчи картасем...» статья манăн чуна та пăлхатрĕ, масар-çăва çинче картасем тытни пирки шухăш ăна вуличчен пуçра тĕвĕленменччĕ. Шÿтлерех каласан леш тĕнчерен чĕрĕлсе тухса пĕр-пĕринпе тытăçса ÿкесрен е урăх сăлтавран шикленсе çирĕпленнĕ эпир шухăшласа кăларнă йăла мар ку. Ара, пурăннă чухне пĕрне-пĕри килĕштермен самантсем те пулаççĕ-çке-ха, ахальтен мар леш тĕнче пурне те танлаштарать теççĕ.

Масар-çăва çинче выльăх таврашĕ çÿретме юраманни пирки асăнмăпăр, мĕншĕн тесен вăл таса вырăн. Унта хаяррине сыпса кăшкăрса-юрласа çÿрени пысăк çылăх пулни каламасăрах паллă. Çавна май килĕшÿсĕрлĕхпе çыхăннă пĕр тĕслĕхе илсе кăтартатăп. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчи çулла Çĕрпÿ районĕнчи П. ялĕнчи пĕр хĕрарăм çăва çинче курăк çулса утă хатĕрлет. Çакăн хыççăн вăхăт нумаях та иртмест - çулталăк каярах качча тухнă хĕрĕ мотоциклпа çапăнса вилет. Телее, тухтăрсем хырăмри ачине çăлса хăвараççĕ. Çутă тĕнчене килнĕскер амăшĕн кăкăрне ĕммесĕр ÿсет, кукамăшĕ тăрăшса пăхнипе пурнăç çулĕ çине тухса, халăхри пек каласан, çын пулать. Халĕ унăн хăйĕн çемйи. Пĕр хушă тăван ялĕнче фермăна, бригадăна ертсе пырать, ЧР шалти ĕçсен органĕсенче вăй хурать, халĕ хăйĕн бизнесне йĕркеленĕ. Вăл черкке ÿпĕнтернине, çăварне пирус хыпнине эпĕ нихăçан та курман. Çăва çинче курăк çулса çылăха кĕнĕ кукамăшĕн мăнукне çÿлти Турă хÿтте илнĕ темелле-ши ĕнтĕ?

Эпĕ çуралнă Шупашкар районĕнчи Хачăкра пурăнакансем тăван-пĕлĕшĕсене ялтан инçех мар вырнаçнă «Хĕрлĕ çыр» текен тăмлă вырăнта пытараççĕ. Мускаринкасси ялĕнчисен те юлашки çулĕ çакăнта вĕçленет. Çапла вара масар çултан-çул сарăлса пырать. Эпĕ пуçламăш классенче вĕреннĕ вăхăтра унта пĕр йывăç таврашĕ те çукчĕ, паян вара телефон юписенчен те çÿллĕ те лаштра йывăçсем кашлаççĕ, ытарлăн каласан, вилнисен канлĕхне сыхлаççĕ. Вĕсем юнашарти вăрман йывăçĕсен вăррисенчен шăтман...

1970 çулхи май уйăхĕн пуçламăшĕнче эпĕ çар хĕсметĕнчен таврăнни çур çул çеçчĕ-ха. Манăн атте шăллĕ - Сухаллă Карила /ялта ăна пурте çапла чĕнетчĕç/ - Гавриил Ананьевич Мокин çамрăксене масар çине йывăçсем лартма ертсе кайрĕ. Вĕсене вăл Карачура лесничествинчен е урăх çĕртен илсе килсе йĕркеленĕ-ши, çук-ши - пĕлместĕп, анчах чи пĕлтерĕшли - пурте пĕр çын пек пулса алла кĕреçе тытни. Сăмах май, Л.Доватор генерал-майор ертсе пынă кавалери дивизийĕнче çапăçнăскер пуçарулăх, ĕçченлĕх енĕпе кивçене кĕместчĕ. Вăл та хăй ларттарнă ешĕл йывăçсем хушшинче темиçе çул каялла яланлăхах канăç тупрĕ. Унтах - манăн атте, анне, кукамай. Кукамай тенĕрен, вăл хушнине пурнăçласа, унăн вилтăприйĕ çине хурăн лартрăмăр. Таврари хăшпĕр йывăç авăнать, хуçăлать пулин те, «унăн хурăнĕ» çирĕп те тĕреклĕ, сехечĕ-сехечĕпе тĕлĕрмен часовоя аса илтерет. Кукамай хăй те çирĕп те ырă кăмăллăччĕ, ахальтен мар: «Вилсен, мана час-часах аса илĕр-ха», - тетчĕ. Унăн картапа пÿлмен вилтăприйĕ питĕ килĕшÿллĕн курăнать. Çуллен тирпейлесе тăнăран пуль.

Карталлă е картасăр масарсем - ку «философилле», тавлашуллă ыйту темелле-ши? Тĕслĕхрен, Шупашкар - Вăрнар çулĕ хĕрринче вунçиччĕмĕш çухрăмра вырнаçнă Пархикасси ялĕн масарне карта «сыхлать». Эпĕ Ишлей вăтам шкулĕнче 6-7 классенче ăс пухнă çулсенче пÿлĕмсене ăшăтма пăс пăрăхĕсем вырнаçтарма траншея чаврĕç. Çавăн чухне экскаватор ăскăчĕпе вилнĕ çынсен шăмми-шаккисене чава-чава кăларчĕ, вĕсемпе пĕрле тĕксĕмленсе çутă тĕсне çухатнă орденсемпе медальсем тухрĕç. Çав вырăнта вăрçăчченех масар пулнă иккен. Ун чухне пăрăхсене хальхи пек тĕревсем çине хума май килмен-ши? Ку çеç мар, масар пулнă вырăнти стадионта физкультура урокĕнче чупаттăмăр, выляттăмăр тата ытти те.

Атте 12 çул каялла, тăхăрвунна çитесси пилĕк уйăх юлсан, леш тĕнчене ăсанчĕ. Отставкăри кĕçĕн офицера районти çар комиссариачĕ хĕрлĕ çăлтăрлă палăк лартса парса чыс турĕ. Ыттисене кура унăн вилтăприне тимĕр картапа хÿтĕлерĕмĕр, анне, хăйне юнашар пытарччăр тесе, патак тирсе паллă туса «вырăн йышăнчĕ». Халĕ иккĕшĕ те çур метр çÿллĕш тимĕр картара пĕр-пĕринпе «калаçса выртаççĕ». Анне, унран 12 çул çамрăкскер, упăшки пекех тăхăрвунна çитиччен темиçе уйăх çеç çут тĕнче илемĕпе савăнаймарĕ. Хачăксем те вилтăприсенчен ытларахăшне Туркай асăннă «модăна» шута илсе купаланă. Чăнах та, вĕсем хушшинчи сукмаксем питĕ хĕсĕк.

Сăмах каллех атте пирки. Пурăннă чухне: «Эп вилсен мана килти садра пытарăр, - терĕ пĕррехинче. - Шел, ял Канашĕ ирĕк памасть çав». Ăна «Уçнă çерем» авторне Михаил Шолохова, хăй хушса хăварнине шута илсе, ывăлĕ, шалти ĕçсен органĕсен полковникĕ, Вешенски станицăри килти садĕнче пытарассине йĕркелени çинчен каларăм. /Кун пирки В.Песков «Комсомольская правда» хаçатра çырса кăларнăччĕ./ «Эпĕ Шолохов та, Агаков та мар, вăрçă хыççăн колхоз председателĕ çеç пулнă, рекомендацисем парсан та партие кĕме тăхтарăм... Коммунистсем хăйсем те çитмĕл çул çеç тытăнкаласа тăчĕç, çĕршыва салатса ярассине те хирĕç тăраймарĕç...»

Статьяна хампа пулса иртнĕ пĕр саманта çырса кăтартнипе вĕçлетĕп. Темиçе çул каялла вырăнпа выртмаллах чирлерĕм. Аптраса ÿкнĕ мăшăрăм: «Вилес пулсан сана ăçта пытарас?» - терĕ. «Тăван ялта. Унта ырăпа е усалпа асăнса-и, кам та пулин черккерен темиçе тумлам ярса парĕ», - хуравларăм çирĕппĕн. Хăть ĕненĕр, хăть ан ĕненĕр.

Александр МОКИН

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.