Асаттесен паттăрлăхне чĕрере упрар
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене халалласа 70 çул хушшинче республикăра палăк нумай тунă. 2015 çул пуçламăшĕнче ирттернĕ паспортизаци кăтартăвĕсем тăрăх вĕсен хисепĕ 1164-па танлашнă. Палăксемпе пуçтайăм вырăнĕсен хушшинче темĕн тĕрли те пур - чăн-чăн скульптура шайĕнчи те, кирпĕчрен туни те... Чи пахи - вĕсем пурте вăрçă кÿнĕ хурлăх, хуçнă шăпасем тата, паллах, халăхăмăрăн ывăл-хĕрĕн паттăрлăхĕ çинчен аса илтерсе тăни.
Пытармăпăр: чылай çул каялла çĕкленĕ палăксенчен нумайăшĕ вăхăт иртнĕ май кивелнĕччĕ. Нухрат пур-и, çук-и - хăшпĕр ял-хула тăрăхĕ хăйсен территорийĕнчи палăксене юсама мехел çитерет-ха. Теприсем вара "çÿлтен" питлемесĕр те юсама-тирпейлеме ерçеймеççĕ. Е тата укçа-тенкĕ çук тенипех çырлахаççĕ.
Кăçалхи çул - хăйнеевĕр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрлесе иртнĕренпе 70 çул çитрĕ. Çакăн пек паллă Çĕнтерÿ кунне тăйлăк-тайлăк, шупкаланнă-ваннă палăксемпе кĕтсе илнĕ пулсан ниçта шăнăçайми намăс кураттăмăр. Телее, çивĕч ыйтăва - юсав-тирпей ĕçĕ туса ирттерессине - республика ертÿлĕхĕ хăй тимлĕхĕнчен пăрмарĕ. Тĕплĕ юсав валли хыснаран - 7,1 миллион тенкĕ, яланхи валли - 4,7 миллион тенкĕ уйăрчĕ. Çак укçа-тенке хăш, ăçти палăк валли тăкаклассине ятарлă комисси йышăнчĕ.
Халăх вăйĕпе пухнă нухратпа та çĕнĕ палăксем республика территорийĕнче самаях çĕкленчĕç. Вĕсенчен чи чапли, ахăртнех, Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче хута янă стела. Шăпах ун çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартасшăн та вулаканăмăрсене.
Каçал енре Совет Союзĕн Геройĕн ятне илнĕ паттăрсенчен пĕри Федор Чернов шăпах Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тин кăна хута янă стелăна унăн ятне ĕмĕрлĕх асра хăварас тĕллевпе те лартнă темелле. Чи кăткăсси ĕçе пуçăнасси теççĕ. Ку енĕпе вара хĕпĕртемеллипех хĕпĕртерĕм: сумлă палăк кирли çинчен сăмах пуçараканĕ вăрçă нушине хăй астивсе курнă ватă çын мар, вăтăра та çитмен çамрăк! Клим Салаев хăйĕн патриотлăх туйăмĕпе ыттисене те хĕмлентерсе яма пултарни вара темрен паха.
- Пĕррехинче ял тăрăхĕн администрацине килчĕ те хăйне канăç паман шухăшпа паллаштарчĕ. Халăхшăн, пулас ăрусемшĕн пĕлтерĕшлĕ пуçару пулнине ăнлансан та ăна пурнăçа кĕртеесси пирки малтанах, тунмастăп, иккĕленÿ пулчĕ. Унăн кирлĕлĕхне ялйыш ăнланĕ-и, пĕрлехи вăйпа çĕклеме укçа хывмашкăн хирĕç пулмĕ-и? Клим /Федор Чернов паттăр - вĕсен ратнинчен аслашшĕ те вăрçăра пулнă, унăн виçĕ пĕртăванĕ çапăçу хирĕнчех пуçне хунăŸ çав тери çирĕп шанни пире те, вырăнти ертÿçĕсене, хавхалантарчĕ. Çапла лав вырăнтан тапранчĕ темелле. Укçаллăрах ентешсене пархатарлă çак ĕçе явăçтарассине çамрăксем хăйсем çине илчĕç, - каласа кăтартать Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов.
Пус çумне пус... Халăх сурсан кÿлĕ пулать тесе ахальтен каламан. Республикăри паллă архитектор Сергей Пантелеймонович Лукиянов, Каçалта çуралса ÿснĕскер, Асанкассисене эскиз хатĕрлесе парать. Пысăк çăлтăр, унăн çийĕн шурă виçĕ тăрна тÿпенелле кармашать. /Расул Гамзатовăн "Тăрнасем" хайлавне кам пĕлмест пуль?/ Проект хăех эксклюзивлă пулни пулас палăк мăнаçлăхĕпе те ялсенчи ытти асăну вырăнĕсенчен уйрăлса тăмаллине систерет.
Илемлĕ лапамра куçа таçтанах илĕртсе ларакан стелăна ял çыннисем еплерех йышăннипе кăсăклантăм.
Полина КАТМАКОВА, тивĕçлĕ канура:
- Паллах, савăнатпăр. Ăна уçма Михаил Игнатьев килсен ватти-вĕтти васкарăмăр курма. Çак стелăна уçас шухăш çурални кашни çемьене "ыйхăран вăратрĕ": вăрçăран таврăнайман тăванĕсем çинчен тĕрлĕ çăлкуçран информаци ытларах тупма тăрăшрĕ ялйыш. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, Афганистан, Чечня çĕрĕсенчи çапăçусене хутшăннă, хальхи вăхăтра пирĕн хушăра çук кашни ентешĕн хушаматнех вырнаçтарма тăрăшрĕç стела çинчи плитасем çине.
Михаил КОЗЛОВ, Çĕнĕ Шупашкар хула экс-пуçлăхĕ:
- Хальхи вăхăтра çамрăк ăру чун пуянлăхне хакласах кайманни çинчен ÿпкевлĕн калаçнине пур çĕрте те илтме пулать. Пирĕн ял каччи-хĕрĕ хушшинче акă çакăн пек пысăк чĕреллисем те пур иккен: Клима тĕслĕх вырăнне илетĕп. Пулас ăрăва пурнăç хаклăхĕсем çинчен тĕрĕс ăнлантарасси шăпах çавнашкал çынсем çине тиенет. Çак палăк ентешсемшĕн вырăнлă та вăхăтлă пулни пирки иккĕленместĕп. Пирĕн яла килекен хăнасен умĕнче мăнаçланмалли хутлăх пулĕ ку.
Елена ЯНДРОВА, Асанкасси вăтам шкулĕн директорĕ:
- Çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă паттăрсене халалланă кĕтес - ялăн пĕтĕмĕшле историне аса илтерекен вырăн та. Ара, вăл уйрăм çынсен шăпипе уйрăлми тачă çыхăннă-çке. Кăçал çимĕкре масар çине кайнă-килнĕ май пĕтĕм çын тенĕ пекех стела умĕнче те чарăнчĕ, вăрçăра пуç хунă е яла таврăнсан пурнăçран уйрăлнă тăванĕсене аса илчĕ. Малашне те çаплах пулĕ - сукмак йĕрĕ çухалмĕ. Тăван тавралăх культурине, историне вĕрентекенсемшĕн пĕлÿ парас ĕçре пулăшакан курса вĕренмелли витĕмлĕ хатĕр пулса тăрĕ. Воспитани пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пуласса шанатпăр.
Ирина ПУШКИНА