Экономика форумĕ эпир ĕçлеме пултарнине çирĕплетрĕ!
Михаил Игнатьев ĕнер ĕç тăвакан, саккунсем кăларакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе эрнере пĕрре пулакан канашлу ирттернĕ.
ЧР экономика министрĕ Владимир Аврелькин уяв мероприятийĕсене еплерех йĕркелени çинчен пĕлтернĕ. "Регионсем: экономика ÿсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем" VIII Шупашкар экономика форумне федераци влаçĕн, çавăн пекех Раççейĕн 25 регионĕн ĕç тăвакан влаçĕн органĕсен, организацисен, ĕçлĕ çынсен тата наука учрежденийĕсен, Беларуç, Азербайджан, Турци, Япони, Итали, Великобритани, Норвеги, Израиль тата ытти патшалăх представителĕсем хутшăннă, - тенĕ министр. - Чăваш Енри тата чикĕ леш енчи предприятисен хушшинче пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлес тĕллевпе килĕшÿсем çирĕплетнĕ".
Çавăн пекех вăл июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти çĕнĕ-кăнтăр районĕнче Индустри паркĕ, Калинин районĕнче патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан нумай тĕллевлĕ центр çуртне тума тытăннине, Ibis хăна çуртне уçнине палăртнă. "Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен VIII фестивалĕ тата Регионсен хушшинчи "Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси" XXII курав иртрĕ, - тенĕ В.Аврелькин. - Унта 235 компани хутшăннă /2014 çулта - 218/. Курав ĕçленĕ кунсенче экспозицисемпе 80 пин ытла çын паллашнă".
ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов уяв кунĕсенче Чăваш Енре федерацин 34 субъектĕнчен тата Беларуçран килнĕ пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм артистсем хăйсен юрри-ташшипе хула çыннисемпе хăнасене савăнтарнине пĕлтернĕ. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта общество йĕркине пăсакан тата преступлени тăвакан пулманнине çирĕплетнĕ.
Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев должноçри çынсене хăйсен тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн тав тунă тата Республика кунĕ пек пысăк уявсене пула Чăваш Енĕн инвестици климачĕ лайăхланнине, ĕçлĕ çынсен йышĕ хушăннине, пĕр-пĕрин хушшинче çирĕплетнĕ килĕшÿсем республикăпа Раççей регионĕсен, чикĕ леш енчи çĕршывсен çыхăнăвне тĕреклетнине палăртнă.
"Кун пек уявсем пурин чун-чĕрине те вăй-хăват кĕртеççĕ, пурне те илем çине çаврăнса пăхма, тăван çĕре, çывăх çынсене хисеплеме, юратма хистеççĕ, халăхăмăрăн пуян чун-чĕрине кăтартма пулăшаççĕ. Çапла пĕтĕм наци пĕрлешет", - тенĕ Михаил Игнатьев.
"Çуллахи пĕрремĕш сменăра ачасене кантаракан тата вĕсен сывлăхне çирĕплетекен 753 организаци ĕçленĕ. Вĕсенче 47 пин ытла ача пушă вăхăта усăллă ирттернĕ. Ку тĕллеве пурнăçлама 161 миллион тенкĕ тăкакланă", - тенĕ Алла Самойлова вице-премьер.
ЧР вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова июнь уйăхĕнче Çамрăксен пуçарăвĕн центрĕн тата Канашри педагогика колледжĕн никĕсĕнче 500 ытла студента професси пĕлĕвĕн "Вожатый" программипе вĕрентнине пĕлтернĕ. Ачасене кантармалли тата вĕсен сывлăхне çирĕплетмелли хула тулашĕнчи организацисенче пĕрремĕш сменăра професси пĕлĕвне илнĕ 345 вожатăй вăй хунă. Вĕсен 90% - студентсем.
Çавăн пекех канашлура пушар кăларакан тата шыври инкексем патне илсе çитерекен сăлтавсене тишкернĕ. ЧР Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх - ĕнерхи кун тĕлне республикăра 503 пушар тухнă, вут-çулăмра 53 çын пурнăçĕ татăлнă, 62-шĕ суранланнă. Вилнисенчен 31-шĕ е 58,5% ÿсĕр пулнă.
Республикăри шыва кĕмелли вырăнсенче 26 инкеке шута илнĕ, 23 çын - çав шутра 11-шĕ июнĕн 25-28-мĕшĕсенче - путса вилнĕ. Тĕп сăлтавĕ - çитĕннисем ÿсĕрле тата юраман вырăнсенче шыва кĕни, ачасене хăйсем тĕллĕн пăрахса хăварни.
Михаил Игнатьев çынсем шыва путни тăванĕсемшĕн çеç мар, республикăшăн та пысăк çухату пулнине, çавна май муниципалитетсенче тĕллевлĕ ăнлантару ĕçне вăйлатмаллине палăртнă.
ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков суйлав кампанийĕ малтанах вăй илсе пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйланмашкăн сентябрьти суйлава хутшăнма 11 парти хăйĕн кандидатне тăратнă. Суйлава йĕркелес ĕçре çивĕч ыйтусем çук, унăн тапхăрĕсем планпа килĕшÿллĕн пулса пырĕç.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - пур кандидата та пĕртан услови туса параççĕ, суйлав уççăн та пайăррăн иртет. "Эпĕ Тăван çĕршывшăн тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса халăх шанăçне тÿрре кăларма шутлатăп. Ку манăн çирĕп шухăш. Суйлавра нимĕнле административлă майпа та усă курмăп", - тенĕ вăл.
Юрий СЕРГЕЕВ