Комментировать

30 Июн, 2015

Пурте пĕрле кĕрешмелле

Çапларах шухăш янăрарĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн çумĕнчи Коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ĕнер иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче. Чăн та, пирĕн обществăра коррупципе кĕрешмелли тĕп мелсенчен пĕри пулса тăрать те пулĕ çакă: пурте пĕрле тăрăшмасан нимĕнле усала та çĕнтерес çук.

"Кашни тытăмра ку енĕпе ĕçе тĕрĕс йĕркелени, çитменлĕхсене вăхăтра тупса палăртни тата вĕсене çийĕнчех тĕп тума тăрăшни кирлĕ. Коррупци сĕмĕллĕ тĕслĕхсем хальхи вăхăтра çĕр пайĕсемпе тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнă тата ятарлă хаклашусем ирттерсе тавар туяннă чухне ытларах вăй илнĕ. Пур ĕçе те саккун ыйтнă пек, йĕркипе тăватпăр пулин те "усаллисем" тупăнсах тăраççĕ. Коррупци тĕслĕхĕсене тупса палăртассипе Атăлçи тăрăхĕнче пирĕн республика чи лайăххисен йышĕнче. Çакна Михаил Бабич полпред та палăртнăччĕ. Çавăнпа кашни организацире, кашни предприятире коррупцирен сыхланмалли тивĕçлĕ мерăсене йышăнмалла", - терĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ларăва уçнă май.

Ларура вара уйрăммăн 5 ыйту пăхса тухрĕç. Паллах, пурте коррупци темипе. Анчах докладçăсен йышĕ самай пысăк пулчĕ. Министрсем хăйсем яваплă отраслĕнче ку енĕпе мĕнлерех ĕçсем туни çинче ытларах чарăнса тăчĕç те - Михаил Васильевич "проблемăсем" кăсăклăрах пулнине темиçе хут та аса илтерчĕ. Калăпăр, медицина сферинче те пурлăхпа тата çĕрпе усă курнă чухне çитменлĕх нумай иккен. Михаил Игнатьев вара врачсем взятка илес тĕлĕшпе лару-тăру еплереххипе интересленчĕ. Ку енĕпе учрежденисен ертÿçисемпе çине тăрса ĕçленине пĕлтерчĕ Алла Самойлова министр. "Вĕрентÿ сферинче ачасене садике вырнаçтарнă чухне взятка илесси питĕ анлă сарăлнăччĕ. Юлашки вăхăтра çак тĕслĕхсем сахалланса пыраççĕ. Сăлтавĕ - садик ыйтăвĕ татăлса пыни", - терĕ ЧР вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Светлана Петрова.

Иртнĕ çул тата кăçал коррупципе епле кĕрешни çинчен республика прокурорĕпе РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи те сăмах илчĕç. Сергей Легостаев пĕлтернĕ тăрăх - 2014-2015 çулсенче коррупци сĕмĕллĕ 100 яхăн тĕслĕх тупса палăртнă. Ытларах пайĕ патшалăх пурлăхĕпе çĕрне усă курас тата тара парас тĕлĕшпе çыхăннă. Кунашкаллисемпе кашни çулах уголовлă е административлă ĕç пуçарма тивет. Акă, кăçал та Вăрнар районĕнчи пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ку тĕлĕшпе явап тытнă. Александр Мигушов "тĕп следователь" вара патшалăх пурлăхĕпе çĕрĕсене хăйсене кирлĕ пек усă курса республикипе "палăрнă" ертÿçĕсене те аса илчĕ: Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Марискинпа унăн заместителĕ Добрынкин, Çĕмĕрле экс-мерĕ Броницын тата Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Куторкин. Вĕсем тĕлĕшпе халĕ те следстви пырать-ха.

Патшалăх тата муниципалитет служащийĕсем çинчен те сăмах хускатрĕç. Ку темăпа ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев калаçрĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем - унчченхисемех: тупăш-тăкак пирки тĕрĕс мар кăтартусем пани, хушма тупăшсем çинчен пĕлтерменни тата ытти те. Вăл тĕрĕслевсем час-час ирттерни тата çавăн чухне чылай çитменлĕх тупса палăртни çинчен каласа пачĕ. Тĕслĕхрен, Вĕренÿ министерствинче ĕçлекен ултă çын унта вăй хунă хушăрах республикăри вĕренÿ учрежденийĕсене темиçе çул хушши "хушма тупăш" тума çÿренĕ.

Лару вĕçĕнче Михаил Игнатьев патшалăх органĕсен коррупципе кĕрешмелли мероприятисен ĕçне вăйлатмалли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ.

 

Андрей МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.