Комментировать

30 Июн, 2015

Çĕнĕлле хаклав, ĕç сыхлавĕ тата экологи хăрушсăрлăхĕ

Июнĕн 25-мĕшĕнче Иван Моторин премьер-министр ертсе пынипе ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 19 ыйтăва пăхса тухрĕç, çапах лару ытла вăраха каймарĕ, çакă тишкерме тăратнă саккун проекчĕсем хивре калаçу е тавлашу çуратманнипе çыхăнчĕ-тĕр.

Кун йĕркинчи малтанхи виçĕ ыйтупа вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина доклад турĕ. Вăл республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен финанс управленийĕн пахалăхне хак парассипе тата мониторингне ирттерессипе çыхăннă йышăну проекчĕпе тĕплĕ паллаштарчĕ. Пахалăх индикаторĕсен çĕнĕ тытăмне малтанхи кăтартусене те /вĕсемпе килĕшÿллĕн ЧР Финанс министерстви муниципалитетсене хак панă/, çĕннисене те кĕртнĕ. Çĕннисем хальхи экономика условийĕсенче татса памалли тĕллевсене пурнăçлани-пурнăçламаннине хаклама кирлĕ. Пĕлтерĕшлĕ çак кăтартусене суйласа илнĕ: налук тата унпа çыхăнман тупăшсен ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ, асăннă тупăшсем пĕр çын пуçне мĕн чухлĕ кĕнин калăпăшĕ, топливо-энергетика ресурсĕсемпе усă курнăшăн пухăннă парăм т.ыт.те. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен рейтингне хатĕрлес йĕрке те улшăннă. Асăннă системăпа ирттерекен мониторинг вырăнсенче укçа-тенкĕпе усă курас ĕçĕн вăйлă тата вăйсăр енĕсене палăртма май парать. Ку проекта пурте ырласа йышăнчĕç.

Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова 2014 çулта республикăра ĕç сыхлавĕн условийĕсене мĕнле пăхăннипе паллаштарчĕ. Вăл юлашки 5 çулта Чăваш Енре производствăра суранланассин шайĕ 1,3 хут чакнине, вилнисен шучĕ 17,4% пĕчĕкленнине пĕлтерчĕ. 2014 çулта производствăра шар курнисен шучĕ 1000 çын пуçне илсен малтанхи шайрах - 1,1 - юлнине палăртрĕ. Ытларах çĕр айĕнчен усăллă япаласем кăларакан, строительство, тирпейлекен производство, транспорт тата çыхăну организацийĕсенче суранланаççĕ. Чăваш Енре производствăра аманассин шайĕ - федерацин Атăлçи округĕнче чи пĕчĕккисенчен пĕри. Пĕлтĕр професси чирĕсене тупса палăртасси чакнă: вĕсем 31 çыннăн палăрнă, 2013 çулта - 36 ĕçченĕн. 2014 çулта организацисенче ĕç сыхлавне укçа-тенкĕпе тивĕçтересси лайăхланнă - ĕçлекен пĕр çын пуçне тăкаксем 11,8% ÿснĕ. Кăçал производствăра аманассине тата професси чирĕсемпе аптрассине профилактикăлас меслетсене татах та лайăхлатма тĕллев лартнă.

 
ЮЛАШКИ 5 ÇУЛТА ЧĂВАШ ЕНРЕ ПРОИЗВОДСТВĂРА СУРАНЛАННИСЕН ШАЙĔ 1,3 ХУТ ЧАКНĂ, ВИЛНИСЕН ШУЧĔ 17,4% ПĔЧĔКЛЕННĔ 

Правительство членĕсем 2015 çулăн пĕрремĕш кварталĕнчи пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене те /пĕр çын пуçне/ палăртрĕç. Ку виçе пĕлтĕрхи тăваттăмĕш кварталтипе танлаштарсан 19,5% ÿснĕ, 8352 тенкĕпе танлашнă. Халăхăн социаллă-демографи ушкăнĕсене илес-тĕк çак виçе ĕçлекен çынсемшĕн 8844 тенкĕпе /ÿсĕм - 19,1%/, пенсионерсемшĕн - 6796 тенкĕпе /18,6%/, ачасемшĕн 8496 тенкĕпе /22,2%/ танлашнă.

Ларура Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар тата Çĕрпÿ районĕсенчи ялхуçалăх тĕллевĕллĕ 15 çĕр лаптăкне - пĕтĕмпе 24,2 га - промышленноç тата ытти тĕллевлине куçарассипе çыхăннă йышăну проектне те ырласа йышăнчĕç. ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин каланă тăрăх - çак çĕр лаптăкĕсене патшалăх кадастр учетне тăратнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи виççĕмĕш кварталти ларăвĕсен планĕпе вице-премьер - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев паллаштарчĕ. Яланхи пекех Правительство ларăвĕсене уйăхра икĕ хутчен - иккĕмĕш тата тăваттăмĕш юнкунсенче - ирттерме палăртнă. Иван Моторин çак ларусенче пăхса тухмашкăн хăшпĕр министерство чылай проект, теприсем вара ытла сахал - ячĕшĕн тенĕ пек - тăратнине палăртрĕ. Пурне те хастартарах пулма сĕнчĕ.

ЧР çутçанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Яковлев республикăн 2014-2020 çулсем валли хатĕрленĕ "Çутçанталăкпа чĕртавар ресурсĕсен потенциалĕн аталанăвĕ тата экологи хăрушсăрлăхне ÿстересси" патшалăх программине кĕртме хатĕрленекен улшăнусем çинчен каласа кăтартрĕ. Çак улшăнусем 2016-2018 çулсенче Атăлăн сылтăм çыранĕсене /Шупашкар хули çывăхĕнче, Çĕнĕ Илларион урамĕ/ çирĕплетмешкĕн тата çĕр ишĕлессипе кĕрешмешкĕн федераци бюджетĕнчен инвестици явăçтармашкăн кирлĕ. Федераци укçине пĕтĕмпе 519,9 млн тенкĕ илме планлаççĕ. Унсăр пуçне республика бюджетĕнчен гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсамашкăн уйăрма палăртнă 428 пин тенкĕ укçана хуçасăр ГТСсене юсама ямашкăн сĕнеççĕ.

Ларура Правительствăн маларах кăларнă хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Çавăн пекех тата ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.