«Чун канăçлăхне тупатăп...»
Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен тытăма аталантармашкăн хывнă тÿпешĕн тата нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти аслă ăру çыннисемпе инвалидсене пăхса тăракан стационар уйрăмĕнче вăй хуракан Алефтина Салтыковăна Социаллă ĕçчен кунĕ ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавĕпе тата республика символикиллĕ сехетпе чысланă.
Хальхи вăхăтра республикăри социаллă пулăшу сферинче 5 пин çын вăй хурать. Вĕсем хăйсен хÿттине 7 пине яхăн граждана илнĕ: пĕрисене социаллă пулăшупа киле пырса тивĕçтереççĕ, теприсене - ветерансен çурчĕсенче.
Муркаш районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центрăн Мăн Сĕнтĕрти уйрăмĕнче аслă ăру çыннисемпе сусăрсем тăван кил ăшшине тупнă. Вунпиллĕкĕн вĕсем. Кашнин - хăйĕн шăпи, патшалăх çуртне вырнаçмашкăн хистенĕ сăлтавĕ те - тĕрлĕрен. Чылайăшне кунта ватлăхра пĕччен тăрса юлнипе хăйне пăхса пурăнайманни илсе килнĕ. Теприн ачи-пăчи те йышлă темелле. Вĕсем ÿссе çитĕнсе çĕршыв тăрăх саланнă. Ашшĕ-амăшне манăçа кăларман-ха унашкаллисем. Халсăрскерсене хăйсем патне хаваспах йышăнĕччĕç. Анчах аслисем килĕшмеççĕ-çке, тăван тăрăхран каяс темеççĕ, кÿршĕ-аршăран уйрăласшăн мар, хăйсене Муркаш çĕрĕнче хăтлă туяççĕ. Инçе çула тапранса тухасси вĕсемшĕн - чĕр нуша. Çывăхри ветерансен çуртне вара кăмăлласах каяççĕ. Пĕлеççĕ унти пурнăç лайăххине...
Валентина Григорьевна социаллă учреждение сусăрланнă хыççăн килнĕ. Унтанпа 10 çул иртрĕ ĕнтĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен ачасене кружокра çемçе тетте çĕлеме хăнăхтарнăскер, чун киленĕçĕнчен кунта та уйрăлмарĕ, вăл ăсталанă япаласенчен центрта ятарлă кĕтес йĕркеленĕ. "Пире пăхса пурăнакансем ырă чунлă, ăшпиллĕ, яланах кăмăллăн калаçаççĕ, кирлĕ чухне пулăшаççĕ", - тет кинемей.
Центрта хÿтлĕх тупнисем те, вĕсен ватлăх кунĕсене телейлĕ тăвассишĕн тăрăшакансем те пĕр пысăк çемьери пек пурăнаççĕ. Социаллă ĕçченсемшĕн те асăннă учреждени иккĕмĕш кил пулса тăнă.
"Хамăр ветерансемсĕр тунсăхлатпăр. Канăç паман ыйтусене пĕрле сÿтсе яватпăр, хуйхи-суйхине çурмалла пайлатпăр. Хăйсен вăрăм ĕмĕрĕнче вĕсем тем те тÿссе ирттернĕ. Опычĕ пысăк пулнă май пире пур енĕпе те пулăшса тăраççĕ. Вĕсен хушшинче хама шанчăклă туятăп. Тĕрĕссипе, аслă ăру çыннисене пулăшса чун канăçлăхне тупатăп", - тет Алефтина Иосифовна.
Стационар уйрăмне вăл 15 çул каяллах ĕçлеме вырнаçнă. Социаллă ĕçченĕн тиевĕ çăмăл тееймĕн. Чылайăшĕ чăтаймасть, тÿрех пăрахса каять. Ара, ватă çынна усрамашкăн пĕчĕк ачана пăхнинчен те кансĕртерех вĕт. Ăна юрама пĕлмелле, унсăрăн пĕр чĕлхе тупма çук. Алефтина Салтыкова шухăшĕпе - ĕçе юратсан, ватлăха хисеплеме пĕлсен пĕрне пĕри ăнланманни пулас та çук. Ватă çынсен кăмăлне çĕклеме пултарать вăл, вĕсен кунçулне вăрăмлатассишĕн куллен тăрăшать.
"Вĕсем кичемленме памаççĕ: ирхине килсенех кашнинпе курнăçатăп, хăйсене еплерех туйнипе интересленетĕп, унтан апат янтăлама тытăнатăп. Ерçÿллĕ самант тупăнсан пахчана тухатăп. Хушма хуçалăх пур пирĕн, тĕрлĕ çимĕç çитĕнтеретпĕр, чечек ÿстеретпĕр", - тет вăл.
Ун хыççăн та ахаль лармасть-ха, пÿлĕмсене тирпейлет, каçхи апатланăва хатĕрленет. Эрне вĕçĕнче вара центрта - мунча кунĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрет Алефтина Иосифовна. Ĕçне чунпа парăнни вăй-хал парса тăрать ăна. Тĕрĕссипе, социаллă ĕçченĕн профессийĕ уншăн - чи çывăххи, унран лайăхраххи çук та тейĕн.
В.ИЛЬИНА.
Муркаш районĕ