Комментировать

26 Июн, 2015

«Çамрăк таврапĕлÿçĕсем» кружок хастарçисем

Тăван тавралăх пире мĕн пĕчĕкрен лăпкаса ÿстерет. Унра мĕн чухлĕ асамлăх, вăрттăнлăх. Эпир вара çакна асăрхатпăр-ши? «Çамрăк таврапĕлÿçĕсем» кружока çÿрекенсем вара тăван тăрăх илемĕпе киленмесĕр чăтаймаççĕ, хăйсене валли каш­нинчех çĕнĕлĕх уçаççĕ.

Кружок ертÿçи Ирина Геннадьевна Михалкина ачасене çутçанталăка çывăхрах пулма пулăшать, çавна май час-часах çула илсе тухать. Тепĕр чухне хăй тĕллĕн сценари хатĕрлесе интереслĕ мероприяти те ирттерет.

Камсем çÿреççĕ-ха çак кружока? Тĕп иленÿсĕр пуçне вĕсем тата мĕнпе кăсăкланаççĕ? Хастар ачасемпе çывă­харах паллашар-ха.

Н а д я Мих а л кин а т а в р а ку р ă мн е тĕрлĕрен аталантарма тăрăшать. «Çам­рăк турист» кружока та çÿрет вăл. Унсăр пуçне футболла тата хоккейла выляма кăмăллать. «Ку вăйăсем сан валли мар», - текенсене итлемест вăл.

- Эпир ачасемпе чылай конкурса хутшăнатпăр, час-часах çĕнтерÿçĕсен йышне лекетпĕр, - каласа парать Надя. - Портфолиора дипломсемпе Хисеп хучĕсем нумай. Пирĕн ушкăн питĕ туслă. Пĕрле çырлана та, кăмпана та çÿретпĕр.

Кристина Илугинăшăн тăван ен ытар­ми вырăнĕсене тĕпчесси, çутçанталăка сăнасси питĕ кăсăклă. Иртнĕ çул уш­кăнпа пĕрле «Атăл леш енчи çамрăк таврапĕлÿçĕсем» республика слетĕнче çĕнтернĕшĕн мĕн тери савăннă вăл. Кăçал «Çулталăк кружокçи» конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăнни те калама çук хавхалантарнă.

- Ирина Геннадьевна патне кружока çÿресе аваллăх тымарĕсене тĕпчетпĕр, - тет Кристина. - Вĕрентекенĕмĕр пирĕн- тен чăн-чăн таврапĕлÿçĕсем тăвасшăн. Кăçал юлташсемпе «Архивсен истори­йĕ» конференцие хутшăнтăмăр. Унта тĕрлĕрен фильм пăхрăмăр, уйрăмах «Мы будем помнить» ятли питĕ килĕшрĕ, вăрçă тематики чуна хускатрĕ.

Кристина музыкăпа та, хореографипе те кăсăкланать. Çапах та хăй иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕн çулĕпе каясшăн, ад­вокат пуласшăн. Аня Ермакова та пур енлĕ пултаруллă, вĕренÿре маттур. Вăл вара ÿссе çитсен шăл тухтăрĕ пуласшăн. Амăшĕнчен тĕслĕх илет-çке.

- Эпĕ «Çамрăк таврапĕлÿçĕ» кру­жока çеç çÿреместĕп, спорт туризмĕпе те кăсăкланатăп, - тет Сандра Ильина. - Тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнсан вăй-хал тата кăмăл-туйăм ÿснĕнех туйăнать Класпа походсене час-часах çÿретпĕр, вылятпăр, йывăç йĕкелĕсене пуçтаратпăр. Ман шутпа, ку питĕ кирлĕ. Эпир унта пĕçерме вĕренетпĕр ŸкулатьŸ, çутçанталăкпа туслашатпăр.

Сандра çавăн пекех хоккейла тата футболла выляма кăмăллать. Чĕрчунсе­не питĕ юратать вăл. Пĕррехинче урамра çÿп-çап кĕтесĕнче пĕр кушак çÿренине асăрханă та ăна килĕнчен апат илсе тухса çитернĕ. Унăн та пурăнас килет вĕт-ха, выçăскере епле хĕрхенмĕн?

Сергей Кудряшов вара «Çамрăк кра­евед», «Туризм» кружоксемсĕр пуçне бокс секцине те çÿрет. Пиччĕшĕ Алеша кĕрешÿ мелĕсене аван пĕлет, чылай ăмăртура çĕнтерет, шăллĕ те унран юласшăн мар. Спортпа туслă çемьере çапла ĕнтĕ вăл. Сергей пулла тата кăм­пана çÿреме юратать. Ÿссе çитсен вара повар пуласшăн. Халĕ те амăшне апат янтăлама пулăшать, кукăль, чак-чак, хуплу пĕçерме вĕренет.

Çапларах маттур ачасем çÿреççĕ «Çамрăк таврапĕлÿçĕ» кружока. Тă­ван ен илемĕпе киленме, кăсăкланма пĕлнĕренех вĕсем пурнăçа чунтан юратаççĕ пуль, çавăнпа кашни самантпа савăнма та пĕлеççĕ.

Лариса ПЕТРОВА.

Муркаш районĕ,

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.