Комментировать

27 Июн, 2015

Индустри паркĕ пулатех

Шупашкарта индустри паркĕ тума тытăнасси пирки тахçанах калаçатчĕç-ха. Анчах та ун валли çĕр те, укçа та кирлĕ-çке. Ĕмĕтре çеç мар иккен, парк чăннипех те пулатех. Федераци бюджетĕнчен укçа уйăрнă та ĕнтĕ. Çĕртмен 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев кунта кĕçех строительство пуçланассине пĕлтернĕ.

- Эпир бизнеса аталантарма çĕнĕ заводсем тăватпăр. Бюджетран укçа уйăрса пулăшнипе парк резиденчĕсем инвестици проекчĕсене кĕске вăхăтра пурнăçласса шанатăп. Кунта пысăк технологиллĕ 700 ытла ĕç вырăнĕ пулĕ. Кал-кал ĕçлесен 10 çул хушшинче республика бюджетне 3,5 млрд тенкĕ кĕмелле. Çĕнĕ микрорайонта нумай хваттерлĕ тата уйрăм çын çурчĕсем çĕкленĕç, инфратытăм аталанĕ, - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.

РФ Федераци Канашĕн ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев хăш-пĕр регионта уйăрнă çĕрпе усă курма пĕлменнине, Чăваш Енре вара ăна тÿрех ĕçе кĕртнине палăртнă.

РФ Индустри паркĕсен ассоциацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Денис Журавский парка хăйĕн ассоциацийĕ енчен пулăшма шантарнă.

23,1 га лаптăка предприятисене конкурс ирттерсе уйăрнă. Вĕсен ертÿçисем хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Вадим Сироткин «БИРС» арматура ООО 8 çул каялла йĕркеленнине, паянхи кун 32 çын ĕçленине палăртнă. Обществăн производство хăвачĕсене сарма çĕр çитмен иккен. Кунта куçсан тавар пахалăхне лайăхлатасшăн, тепĕр 40 çын валли ĕç вырăнĕ йĕркелесшĕн. Пĕрремĕш тапхăрта - 9, иккĕмĕшĕнче инвестицин 16 проекчĕ пурнăçа кĕмелле.

Елена АТАМАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.