Комментировать

25 Июн, 2015

Пурнăç илемĕ

Паянхи кун ăсчахсемпе тĕпчевçĕсем чăваш чĕлхи çуха­лас пирки калаçнине час-часах илтме пулать. Паллах, вĕсем çак проблемăна пÿрнерен «ĕмсе» кăларма пултарай­ман: чăваш чĕлхипе паянхи кун мĕнле шайра усă курнине пĕлсе, халăхăн чи пысăк пуянлăхне çамрăк ăру кирлĕ пек упраманнине палăртса çапла синкерлĕ пĕтĕмлетÿ тунă.

Чăн та - хальхи ăру Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай чĕлхипе калаçма пĕлмест те пулĕ. Çамрăксем нумай чух чăвашла аран-аран калаçкалаççĕ, вы­рăсла сăмахсемпе ытлашшипех усă кураççĕ. «Канашран иртсессĕн - чăваш чĕлхи нимĕн тума кирлĕ мар», - тесе калани вара самаях кÿрентерсе, тарăхтарса ярать.

Çапах та пурне те пĕр виçепе танлаштарар мар. Чăваш пурнăçĕнче чуна савăнтаракан япаласем нумай. Тăван халăхĕнчен вăтанса, намăсланса пурăнакан манкрутсем вĕçне çеç юлман-ха эпир хальлĕхе. Пирĕнпе юнашар, çĕрлехи тÿпере çутатса тăракан çăлтăрсем евĕрех, чăн- чăн патриотсем те йышлă. Вĕсен пурнăçĕнче тăван сăмах пысăк вырăн йышăнать. Юрă-кĕвĕ пултарулăхĕ чуна тыт­кăнлать. Вĕсем çуралса ÿснĕ тăван тăрăхне вара çăтмах сачĕ пекех йышăнатăн.

Мария Самделова - тĕлĕнмелле хĕр. Вăл тĕрлĕ енлĕ аталаннă, питĕ пултаруллă та маттур. Пике чăваш пат­шалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче чăваш филологи уйрăмĕнче вĕренет.

- Ĕçсĕр ларасси - ман йăлара мар. Хама ялан ĕçре ку­ратăп. Мĕн пултарнине тĕрлĕ енчен шырама, тĕрĕслеме юрататăп, пур çĕрте хама лайăх енчен кăтартма ăнтăла­тăп. Пĕтĕм мероприятие хутшăнатăп, пур ĕçре те чуна парса ĕçлетĕп. Анчах тĕп тĕллев маншăн - чĕлхе таса­лăхĕ, тăван халăхăмăрăн çутă пуласлăхĕ, - паллаштарать ĕмĕчĕпе Маша. - Эпĕ йывăрлăхсенчен хăраса тăрас çук, - малалла тăсать вăл сăмахне. - Мĕнпур йывăрлăха та çĕнтерме хевте çитерессе çирĕппĕн шанас килет.

Шкулта вĕреннĕ чухнех ăнланса çитрĕм тăван чĕлхе пурнăç юратăвĕ пулнине. Чăваш сăввисене юрататтăм, вĕсене савăнсах вĕренеттĕм. Филолог пулас шухăша акă мĕнле ĕç-пуç çуратрĕ. Пĕррехинче, эпĕ çиччĕмĕш клас­ра чухне, тăван ялта пĕр ватă кинемейпе чăваш наци радиовне итлесе лараттăмăр. Эфирта янăранă хитре юрă иксĕмĕре те килĕшсе кайрĕ. «Манăн та çапла илемлĕн калаçма, юрлама хăнăхас тесен мĕн тумалла? Ăçта вĕренме кĕмелле?» - ыйтрăм эпĕ кинемейрен. Филологи факультетне кайса пăхма сĕнчĕ вăл.

Халĕ вара тăван чĕлхе таса пултăр тесе кĕрешетĕп. Университетра вĕреннĕ май çак шухăш кашни кунах çирĕпленсе пырать. Хисеплĕ вĕрентекенсем те пулăшсах тăраççĕ, уйрăмах хамăрăн декана, Алена Михайловна Ивановăна, тата куратора, Ольга Геннадьевна Владимировнăна, тав тăвас килет. Чăваш филологийĕ маншăн сăмах кăна мар - вăл пурнăç тĕшши, шухăшĕ пул­са тăчĕ.

Ума лартнă тĕллев маншăн яланах чи малти вырăнта пулнă. Çак енчен эп аннене пăхнă пуль тесе шутлатăп. Пĕр ĕçе туса пĕтермесĕр теприн çине куçса каяс йăла çук. Ĕçе туса çитерсен вара чун савăнать.

Пурнăçра çирĕп те активлă позици питĕ кирлĕ тесе шут­латăп. Хăвăн пултарулăхна ĕçсемпе çирĕплетмелле, ата­лантармалла. Унсăрăн хăвна ырă енчен кăтартма йывăр­тарах пулать. Ыттисенчен пулăшу кĕтсе лармалла мар, çанă тавăрса ĕçлемелле.

Пĕрле вĕренекен юлташсемпе нихăçан та кичем мар. Вĕсемпе театра та кайса килетпĕр, интереслĕ проектсем шутласа кăларатпăр. Вĕсенчен пĕринпе журнал вула­канĕсене те паллаштарас килет. Проект авторĕсем эпĕ тата Алена Арсентьева, манăн çывăх юлташăм. Тĕллевĕ: Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче пурăнакан чă­вашсем валли ятарлă открыткăсем пичетлесси. Интересли вара - салам сăмахĕсене символсемпе çырни!

Тăван Шăхач ялне чунтан юрататăп. Тăван ял ятне тĕрлĕ конкурссенче хÿтĕлеме тÿр килчĕ. Тĕслĕхрен, 2013 çулта «Патăрьел пики» конкурс çĕнтерÿçи пулса тă­тăм. Йывăр килчĕ, виçĕ кун пĕр канми «вĕçсе» çÿрерĕм. Эпĕ пĕçернĕ кукăль жюри членĕсен чĕрисене финалта çемçетсе ячĕ пулас. Пĕтĕм çемйипе çунса тăчĕç маншăн. Анне уйрăмах пăшăрханчĕ. Вăл мана пуçа усма памарĕ, май пур таран пулăшрĕ. Сехет, грамота тата масмак çĕнсе илтĕм ун чухне.

Спорт вăййисене те кăмăллатăп. Пĕчĕк чухне каччăсем­пе пĕр танах футболла хăвалаттăм. Футбол ăмăртăвĕсене телевизорпа та пăхма тытăннăччĕ пĕр хушă. Килĕшекен ушкăн та тупса ятăм, шел пулин те çав командăн шăпи ăнăçсăрччĕ, ялан тенĕ пекех выляса яратчĕ. Çав ушкăн­шăн ялан куляннипех ĕнтĕ футболтан сивĕнтĕм. Халĕ тенниспа гимнастика ытларах кăсăклантарать, - вĕçлерĕ сăмахне тăрăшуллă та пултаруллă студентка.

Маша пек хастар хĕрсем пур чухне чăваш хĕвелĕ анса лармасть. Ĕненетпĕр çакна. Маттур пикене калаçушăн пы­сăк тав, ăна ăнăçупа телей, иксĕлми хастарлăх сунатпăр. Туссем, ăнлантăр пулĕ ĕнтĕ - Мария çунат сарнă кăна-ха, ăна малашне вĕçсĕр-хĕрсĕр тÿпе кĕтет.

Иван ДЕРЮЖИН,

Шупашкар, ЧПУ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.