Чăваш апачĕ çывăхрах
Шупашкарта çĕр улми куравне улттăмĕш хут ирттереççĕ. Кунта хамăр çĕр-шыври тата чикĕ леш енчи пахча çимĕç ăстисем, селекцире пуян опыт пухнă наука-тĕпчев институчĕсем пухăнса канашлĕç. Юлашки çулсенче вăй илнĕ фермер хуçалăхĕсене те кĕтетпĕр. Николаев урамĕнчи суту-илÿ комплексĕ çитĕнÿсене кăтартмалли лайăх вырăн пулса тăчĕ, çĕнĕ сортсемпе паллаштарма питĕ меллĕ.
Асăннă культурăн пирĕн пурнăçри вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ пирки калама та кирлĕ мар пулĕ. Халăх ăна сĕм авалтанпах лартса тăвать, уйра, килти пахчара çитĕнтерет. Унран крахмал, спирт, глюкоза туса кăлараççĕ. Сăмахран, пĕр гектартан пухса кĕртнĕ 25 тоннăран 4 тонна крахмал тухать - апат-çимĕç промышленноçĕнче çав тери кирлĕ продукт.
Гектар пуçне 250 центнер пухса илекен хуçалăхсем пур пирĕн, вĕсем агротехника ыйтнă пек ĕçлесе пыраççĕ. Ыттисене çак шая çĕкленме мĕн чăрмантарать-ши/ Ÿсен-тăран наукин сĕнĕ-вĕсене пур чухне те шута илменни сисĕнет. Пуян опыт пухнисен ĕçне-хĕлне çителĕксĕр тишкеретпĕр. Эпĕ ĕмĕрĕпе хирте пилĕк аватăп, мана вĕрентме кирлĕ мар текен шухăш-кăмăл малалла аталанма чарса тăрать. Килĕшетĕр-и е çук-и - куна йышăнмалла. Тĕрĕссипе, çĕр пулăхлăхĕ кашни районта расна пулин те, тухăçа ÿстермелли, ун пахалăхне лайăхлатмалли майсем пур пирĕн. Ăслăлăх конференцийĕсенче кун пирки пĕрре мар тухса калаçнă. Тимлĕ итленипе пĕрлех ăсчахсен канашĕсене пурнăçа кĕртмелле-çке. Хальлĕхе çав çитсех каймасть.
Курава пăхса çаврăннă чухне сорт нумаййине асăрхатăн. Ку аван. Селекционерсем чăвашра вун тăхăр сорт лартма сĕннĕччĕ. Кулленхи пурнăçра урăхла ÿкерчĕк куратăн, вĕсен шучĕ икĕ хут ытларах. Хуçалăхсем хăйсен тĕллĕн темĕн тĕрлĕ сорт кÿрсе килеççĕ, пирĕнпе канашласа чăрманмаççĕ. Рекламăна ĕненсе уйрăм çынсем те йăнăш утăм тунине палăртас килет. Хальччен лартса пăхманни ытларах илĕртет-ши/
Эпĕ çакна каласшăн. Тĕрлĕ вăхăтра пулса çитекеннисемпе ĕçлекенсем пайтине кураççĕ. Малтан пĕр йышшине пуçтарса кĕртетĕн те тепĕр пусăна куçатăн. Хĕрÿ ĕç çинчи вăхăт перекетленет, тăкаксем чакаççĕ. Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерекенсен ĕç мелĕсемпе хăвăр патра усă курма тăрăшăр.
Патшалăхăн сортсене сăнаса пăхакан лаптăкĕсенче - Шупашкар, Вăрнар тата Комсомольски районĕсенче - тĕпчевсем ирттерчĕç. Пулăхлăх енĕпе вĕсем тĕрлĕ, апла пулин те "Лазурит", "Чайка", "Мастер", "Никулинский" сортсем çанталăк улшăнăвне пăхмасăрах паха çимĕçпе савăнтарчĕç. Вăрман тăрăхĕсенче ир пулакан "Удача", "Снегирь", "Чародей" сортсем лартсан аванрах пек туйăнать. "Марс" тата "Олимп" çĕр улмине кăшт каярах кăлараççĕ, тухăçĕ япăх мар.
Пире кăмăла кайнă сортсен вăрлăх фондне йĕркелесси - чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Сутма çеç лартакан хуçасем малашлăх пирки питех шухăшламаççĕ, чылайăшĕ мĕн çитĕннине хăвăртрах ярăнтарса услам тăвас ĕмĕтпе кăна пурăнать. Çак лару-тăрура отрасль йĕркеллĕ аталанасси иккĕленÿллĕ.
Ытти ял хуçалăх культурипе танлаштарсан "иккĕмĕш çăкăра" туса илесси пысăкрах тăкакпа çыхăннă, ĕç вăйĕ нумай пĕтет. Гектар пуçне 3 - 4 тонна вăрлăх кирлĕ, ретсене кăпкалатса хăпартмалла. Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхласси те укçапа çыхăннă. Улма пуссине хывнă укçа каялла таврăнать, хăш-пĕр хуçалăх тупăшĕнче ун тÿпи 70–80 процентран иртет-мĕн.
Тухăçлăха ÿстерме камăн технологийĕпе усă курма сĕнетĕр тесе ыйтакансене çапла каласшăн. Пĕлетĕр-и, аграри отраслĕнче пур енĕпе те тивĕçтерекен технологи çук. Ĕçтешсем Голланди е Германи мелĕсене ырланине илтетĕн, ретсен хушшине 90-140 см хăваракансем пур. Халь ĕлĕкхи пек ал-урана çыхса хумаççĕ-çке, хăш уйра мĕн акассине хресчен хăй палăртать. Паллах, çĕр ĕç культурине çÿллĕ шая çĕклемесĕр пысăк тухăç çинчен ан та ĕмĕтлен. Иртнĕ куравсенче кăсăкланса паллашнă технологисем çирĕпленсе ларнисем мар, вĕсене çуллен çĕнетеççĕ.Çавăнпа кашни ĕç мелне уйрăммăн тишкерсе хăвăр патра сăнаса пăхăр. Чи малтанах çимĕç мĕн хака ?техника, çунтармалли-сĕрмелли материал% ларнине тĕпчесе пĕлĕр. Перекетлĕ хуçа çапла тăвать те.
Темиçе çул каялла Чăвашра пĕр миллион тонна çĕр улми пуçтарса кĕртме май пур тесе каларĕç. Гектар тухăçне 200-250 центнера çитермесен ку тĕллев пурнăçланмĕ. Улма лаптăкĕ сахалтан та 40-50 пин гектар пулмалла. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче эпир çав тÿпеме хăпарнă. Сăмахран, 1986 çулта 1214 пин тонна пуçтарса кĕртрĕç. Ун чухне вăтам тухăç 160-170 центнерпа танлашнăччĕ. Çĕр улмин пысăк пайĕ апат-çимĕçе, выльăха тăрантарма кайнă, пĕр пайне вăрлăха хунă. Унран крахмал нумай туса кăларатчĕç, хăш-пĕр хуçалăх цехĕсене хута янăччĕ. Республикăри крахмалпа патока пĕрлешĕвне ултă пысăк предприяти кĕнĕ.
Этем апатĕнче çĕр улми виçи чакнине манăн ĕненесех килмест. Вăл пулмасан вăрçă выçлăхне тÿссе ирттерейместĕмĕр. Тăван уй-хире пăхса çаврăнăр-ха: типĕ килнĕ çул тĕш тырă пуçне усать, кăштах нÿрĕк илнĕ улма аври вара аптрамасть.
Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - сутлăха лартнă "иккĕмĕш çăкăр" тÿпи паян ял хуçалăх кооперативĕсенче - 60, фермер хуçалăхĕсенче 48 процентпа танлашать. Тухăçа ÿстерсе пырсан ку кăтартусем пысăкланас шанчăк пур. Эконо-мистсен шутлавĕпе килĕшÿллĕн кашни районта сутлăх çĕр улми лаптăкĕ пĕр е икĕ пин гектартан кая пулмалла мар.
Çапах хресчен апат-çимĕçе ăсатакан продукци пахалăхĕ пирки шухăшлама тивĕçлĕ. Мĕн пытармалли, ытти çулсенче тыр-пула çухатусăр пухса кĕртсе тирпейлес, ăна хитре чĕркесе сутас ыйтусене питех тимлемен. Ялсенче пĕчĕк производствăсем йĕркелессипе çыхăннă патшалăх программи çукки - пысăк çитменлĕх. Шупашкарти суту-илÿ лавккисем (супермаркетсем ĕнтĕ) вырăнти çимĕçе "симĕс çутă" паманни çакăнпа çыхăннă-тăр. Çĕр улмирен килте тĕрлĕ апат пĕçерме ăста эпир, уйрăм производствăсем хута яма мĕн кансĕрлет-ши?
Александр Кузнецов,
Чăваш ял хуçалăх академийĕн профессорĕ.