Ĕçпе вĕренÿ – пĕр тĕвĕре
Красноармейски районĕнчи Упири вăтам шкул ытти пĕлÿ çуртĕнчен теплица тата пĕчĕк ферма пуррипе уйрăлса тăрать. Теплицăра тĕрлĕ чечек калчи ÿстереççĕ. Вĕсене хăйсем валли çеç мар, сутмалăх та çитĕнтереççĕ.
Тупăш кÿретех
«Кăçал фермăра 6 сысна. Маларах 40 пуç тытни те пулнă, – терĕ шкул директорĕ Юрий Федоров. – Хăш-пĕр çул вăкăрсем тытатпăр. Выльăх апачĕ валли виçĕ гектар çĕр пур. Унта нумай çул ÿсекен курăк акнă. Ăна пуçтарса кĕртме техника çителĕклĕ».
Сысна ашĕпе столовăйĕнче усă курмаççĕ. Какая ял халăхне, вĕрентекенсене сутаççĕ.
Хуçалăх тытни шкула самай усă кÿрет. Пĕлÿ çурчĕ те кил-çурт пекех-çке. Ăна та юсасах тăмалла, унсăрăн кивелет, ишĕлет. Çак кунсенче çеç алăк кантăкĕсене 18 пин тенкĕлĕх улăштарнине пĕлтерчĕ Юрий Владимирович. Укçа-тенкĕ ал айĕнче пулни лайăх, никам умĕнче те кĕлмĕçленмелле мар. Ăнсăртран мар ĕнтĕ кунта кашни пÿлĕмрех компьютер, проектор пур. Районти шкулсенчен чи малтан классемпе коридорсене видеосăнавсем вырнаçтарнă.
Шкул пахчинче улмуççи чылай, унсăр пуçне пахча çимĕç те çитĕнтереççĕ. Вĕсене хĕле валли хатĕрлеççĕ, тĕп сакайĕнче упраççĕ. Çавна май апатлану хакĕ те пĕчĕкрех. Кунне вăтамран 16 тенкĕ.
«Маларах кашни шкултах ферма пурччĕ, – малалла тăсăлать сăмах. – Пĕтерчĕç вĕсене, эпир тытăнса юлтăмăр. Пĕлÿ çуртне ку самай усă кÿрет. Ачасене ĕçе хăнăхтарма та меллĕ».
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вĕренекенсене ĕçе илеççĕ. Вĕсем хĕлле те, çулла та пушă лармаççĕ: юр хыраççĕ, калча çитĕнтереççĕ, пахча çимĕç шăвараççĕ тата ытти ĕçе те пурнăçлаççĕ. Çакă çемьешĕн те, ача-пăчашăн та усăллă.
2012 çулта шкул территорине тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе асăннă пĕлÿ çурчĕ республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă, 100 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Унпа сĕтел-пукан, хатĕр-хĕтĕр туяннă. Тирпей-илем тенĕрен, çакна палăртмалла: шкул умĕнче – Мухтав аллейисем. Пĕрне – ялти сумлă çынсене, теприне тĕнчери паллă кунсене халалланă. Хăйсен укçи-тенкипех виçĕ фонтан тунă. Çуллахи вăхăтра вĕсем таврана илем кÿреççĕ.
Малашне шкул территорийĕнче хоккейла выляма ĕмĕтленеççĕ. 770 пин тенкĕлĕх проект туса хатĕрленĕ. Строительство материалĕсене те туяннă. Хоккей коробкине вара Хусантан илсе килме палăртнă. Унпа юнашарах хывăнса-тăхăнмалли, чей ĕçмелли çурт тăвасшăн. «Шкул ачисем çеç мар, ял çамрăкĕсем те хоккейла выляма пухăнĕç. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕнчен те пулăшу ыйтрăмăр. Эпир çитес хĕл тĕлне хута ярасшăн», – терĕ шкул директорĕ.
Çакнашкал пысăк ĕмĕтсене пурнăçлама алăра укçа-тенкĕ пурри хавхалантарать. Ăна вара шкул коллективĕ хăй ĕçлесе илет-çке. Паллах, ку пысăк ĕçре вĕсене район администрацийĕ те пулăшать.
Вăрмар районĕнчи Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул çумĕнчи фермăра пĕр ĕнепе пăру пур. Маларах вара икĕ ĕне тытнă. Сĕчĕпе кофе вĕретеççĕ, пăтă пĕçереççĕ. Шкулти апатлану хакĕ те йÿнĕрех. Вĕренекенсем каникулта чухне сĕтпе ача сачĕ туллин усă курать. Унта та кунĕпе 45 шĕвĕркке апатланать-çке.
Ĕне те, вăкăр та
Ытти регионсенче шкул çумĕнчи пĕчĕк фермăсем епле ĕçлеççĕ-ши? Мордва Республикинчи Торбеево районĕнчи 17 пĕлÿ çуртĕнче хушма хуçалăх пур. Вĕренекенсем унта ял хуçалăх ĕçĕсене хăнăхаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Шумкин каланă тăрăх – фермăпа пахча шкулсене чылай усă кÿреççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсем шкулсене мăйракаллă шултра выльăхпа тата сыснапа тивĕçтернĕ. Çавăн пекех выльăх тытма хуралтă уйăрнă. Мордово-Юнкино шкулĕнче вара малтанхи котельнăя пăсса вите тунă, унта пилĕк вăкăр вырнаçтарнă. Унсăр пуçне шкул коллективĕ пахча çимĕçпе те усă курать. Маларах ĕне те туяннă вĕсем. Кашни ирех ачасене пĕр стакан сĕт е какао ĕçтереççĕ, кăнтăрлахи апатра сĕтпе пĕçернĕ пăтă параççĕ.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕне «перекет кĕнеки» шутланать. Çĕртме-авăн уйăхĕсенче сĕте патшалăха параççĕ. Укçа-тенкĕ вара шкул счечĕ çине куçать.
Краснополье ялĕнчи вăтам шкулта та ĕне усраççĕ. Унсăр пуçне мăйракаллă шултра выльăх самăртассипе ĕçлеççĕ. Тутар Юнка шкулĕнче вара выльăх-чĕрлĕх тытас енĕпе ятарлă кружоксем йĕркеленĕ. Саккăрмĕш класра вĕренекенсем унта эрнере икĕ хут çÿреççĕ. Хальлĕхе фермăра вăкăрсем çитĕнтереççĕ. Малашне ĕне те туянасшăн. Çăнăх авăртма пĕчĕк арман тăвасшăн.
Никольскинчи вăтам шкулта та пĕчĕк ферма пур. Выльăх-чĕрлĕхе пăхма аслă класра вĕренекенсем пулăшаççĕ. Ачасем вĕсене валли утă хумалли сырăшсем хатĕрленĕ. Пĕлÿ çурчĕсене ĕне выльăхпа вырăнти хуçалăхĕсем тивĕçтернĕ. Вăкăрсене ятарлă виçене çитиччен самăртас тĕлĕшпе килĕшÿ тунă вĕсем. Каярахпа выльăха аш-какай комбинатне параççĕ. Тупăшĕ хуçалăхсене те, шкулсене те лекет. Ку укçа-тенкĕпе кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туяннисĕр пуçне шкулти апатланăва та йĕркелеççĕ.
Выльăх апатне хатĕрлеме пĕлÿ çурчĕсене хуçалăхсем те пулăшаççĕ. Хăшĕ-пĕри ăна тÿлевсĕрех парать.
Иртнĕ çул Свердловск облаçĕнчи çамрăк аграрисем Екатеринбург хулине пухăннă. Урал патшалăх ял хуçалăх академийĕнче çак облаçри ял хуçалăх класĕнче вĕренекенсен слечĕ иртнĕ. Унта 200 ытла çамрăк хутшăннă. Вĕсене аслă шкулпа паллаштарнă, вĕренÿ, факультетсем çинчен каласа кăтартнă.
Свердловск облаçĕнче ял хуçалăх профессине вĕрентес енĕпе 22 шкул ĕçлет. Яшсемпе хĕрсене Урал патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕме ятарласа хатĕрлеççĕ.
Валентина ПЕТРОВА.