«Пархатарлă ĕçĕршĕн тавтăватăп...»
Республика кунĕ умĕн Чăваш Ене аталантармашкăн сумлă тÿпе хывнă хастарсене чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ.
Июнĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев малта пыракансен пысăк ушкăнне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе сумларĕ.
"Çак зала паян хăйсен ĕçне чунран парăннă, тивĕçе чĕре хушнă пек пурнăçлакан, коллективра ят-сум çĕнсе илнĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланакан пултаруллă та пуçаруллă çынсем пухăннă.
Республикăмăрăн иксĕлми пуянлăхĕ - унăн ырă та тăрăшуллă, хастар çыннисем. Çавăнпах халăха аталантармашкăн, харпăр хăй пултарулăхне вăй илтермешкĕн тивĕçлĕ условисем туса пама инвестицисем хыватпăр.
Тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха тĕпе хурса вăй хунăшăн, Чăваш Ен хăватне ÿстермешкĕн сумлă тÿпе хывнăшăн чĕререн тавтăватăп. Пирĕн обществăн малашлăхĕ сирĕн тăрăшулăхăрпа, çитĕнĕвĕрсемпе тÿрремĕнех çыхăннă. Патшалăх политикинче те халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстересси, кашни çыннăн социаллă тăнăçлăхне çĕклесси тĕп вырăн йышăнать. Культура еткерлĕхне упраса хăварас тата пуянлатса пырас, пурăнмашкăн хăтлă та сиенсĕр условисем туса хурас енĕпе куллен ĕçлетпĕр.
Палăртма кăмăллă: "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли стажа 2,5 çул чакарнипе тата 10 пин çын çăмăллăхсемпе усă курма тытăнать. Паянхи кун республикăра пурăнакансенчен кашни виççĕмĕшĕ патшалăхăн хÿтлĕхне туйса тăрать. Республика бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ, ку енĕпе тивĕçсене туллин пурнăçлатпăр.
Чăваш Ен - Раççейĕн аталанса пыракан регионĕсенчен пĕри. Çакна пĕр тĕслĕхпе кăна çирĕплететĕп: инвестицие ĕçе кĕртмешкĕн бизнеса хăтлă условисем туса парас енĕпе наци рейтингĕнче республика çĕршывăн малта пыракан вунă субъекчĕн йышне кĕнĕ. Ку вара - пирĕн çитĕнÿ, влаçпа бизнес хутшăнăвĕсене йĕркелесе тăма пултарнин кăтартăвĕ. Пĕрне пĕри, предпринимательсене итлеме тата илтме вĕренсе çитрĕмĕр. Çĕнĕ производствăсем йĕркеленесси иккĕлентермест. Чăваш Енре халĕ ют патшалăхăн 5 компанийĕ ĕçлет, 100 проекта 130 млрд тенкĕлĕх пурнăçа кĕртет.
Республикăн малашлăхĕ пуçаруллă çынсем, эсир, ăна аталантармашкăн сумлă тÿпе хывнипе çыхăннă. Тăван тăрăха, Чăваш Ене, Раççее юратнăшăн, вĕсен мăнаçлăхне çĕклеме тÿрремĕнех хутшăннăшăн сире чĕререн тавтăватăп", - терĕ Михаил Игнатьев наградăсемпе чыслама тытăннă май.
Александр Копытин слесарь-юсавçă /Улатăр/, Владимир Титов шлифовщик /Шупашкар/ - "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ машиностроителĕ" хисеплĕ ята, Владимир Григорьев тренер /Канаш/ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тавне тивĕçрĕç.
Михаил Игнатьев Чăваш Республикин 2014 çулхи Патшалăх премийĕсен лауреачĕсене - филологи ăслăлăхĕн кандидатне Юрий Исаев доцента, филологи ăслăлăхĕн докторне Юрий Артемьева - чысларĕ.
Валерий Семенов /Шупашкар/ - "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" ордена, Юрий Зорин /Шупашкар/, Сергей Корнилаев /Мускав/, Николай Уездный /Шупашкар/ "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медальне, Леонид Кошкин /Елчĕк районĕ/, Зоя Гурина /Çĕрпÿ районĕ/, Аверкий Клопов /Шупашкар/ Чăваш Республикин Хисеп грамотине илчĕç.
Малта пыракансен пысăк ушкăнĕ хăйсен отраслĕсенче тава тивĕçлисем пулса тăчĕç.
Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕсене наука, техника тата производство сферинче - Александр Егоров, вĕрентÿ, воспитани тата çамрăксен политикин тытăмĕнче - Андрей Андрейчук, Владимир Купцов, Олег Никифоров, литература, культура тата искусство енĕпе - Анастасия Абрамова, журналистика сферинче - Дмитрий Моисеев /сăмах май, Дмитрий Андреевич - пирĕн ĕçтеш, "Хыпар" Издательство çурчĕ" автономи учрежденийĕн "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕ/, сывлăх сыхлавĕнче - Алена Орлова, тавралăха сыхлас енĕпе - Евгений Синичкин, физкультурăпа спорт тытăмĕнче - Никита Васильев, хăйсен ирĕкĕпе пурнăçлакан ĕç-хĕл енĕпе - Илья Тумаков, Артем Йовенко, Арина Максимова илчĕç.