Комментировать

19 Июн, 2015

Вăрçă паттăрĕсен шăпине уçăмлатасси - сăваплă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 70 çул çитрĕ. Ирĕклĕхшĕн кĕрешсе хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне те шеллемен паттăрсене хисеплесси-хакласси, вĕсен ячĕсене халăх асĕнче хăварасси - пирĕн, чĕррисен, сăваплă тивĕçĕ. Шел, хаяр çапăçусенче нумай çын хыпарсăр çухалнă, чылайăшĕ окопсемпе траншейăсенче, дзотсемпе дотсенчех ĕмĕрлĕх куçне хупнă. Шăпах çавăн пек шăпаллисем çинчен тĕплĕнрех пĕлес, вĕсен ячĕсене палăртса тăванĕсемпе çыхăнас, чыслăн тирпейлесе пытарас тĕллевпе Астăвăм вахтисем йĕркелеççĕ.

Астăвăм вахтинче

Кун пек мероприятисенче Чăваш Енре пурăнакансем те хастарлăх кăтартаççĕ. Акă, Шупашкарти Хула клиника центрĕн гинекологи уйрăмĕн заведующийĕ Евгений Шалимов "Çветтуй Илья Муромецăн застави" отрядăн боецĕ пулнă май виçĕ çул ытла ĕнтĕ отпуск вăхăтĕнче шыравсене хутшăнать. Аслă категориллĕ врача çулталăкне икĕ-виçĕ хутчен инçе çула тухма, 70 ытла çул каялла çапăçусем пынă вырăнсене - тăмлă е хăйăрлă çĕре, халĕ тырпул çитĕнекен уйсене е хытхура алхасакан лаптăксене - чавса салтаксен шăммисене шырама, экспедици вăхăтĕнче палаткăра пурăнма тата ытти йывăрлăха çĕнтерме мĕн хистет-ха? "Манăн пичче Мускавра пурăнать, вăл асăннă отрядри çынсемпе паллашса вĕсемпе пĕрле вахтăна кайса килнĕ. 2012 çултанпа эпĕ те çакнашкал шыравсене хутшăнма пуçларăм. Пĕрремĕш хут Смоленск облаçĕнчи Ельня районĕнче пултăм, вахта мĕн иккенне хам курса-туйса ĕнентĕм. Ку ĕç мана питĕ килĕшрĕ. Шыравçăсен отрячĕсем ăçтан кăна килмеççĕ пулĕ: Смоленскран, Мускавран, Чулхуларан, Хусантан, Байкал тăрăхĕнчен... Вĕсем тĕрлĕ ÿсĕмри тĕрлĕ специальноçлă çынна пĕрлештерсе тăраççĕ. Çĕре чавса вăрçă вăхăтĕнчи япаласене тупма пуçласан кăсăклану пушшех те ÿсет. Çапах тĕп вырăнта - салтаксен кĕлеткисемпе медальонĕсене шыраса тупасси, ят-шывне палăртса тăванĕсемпе çыхăнасси," - каласа кăтартать Евгений Станиславович.

Чăваш Енре ырă ят-сум çĕнсе илнĕ врач инçе çула хăйĕн машинипе тухать, палăртнă çĕре çитиччен 18-20 сехет таран руль умĕнче ларма тивет унăн. Паллах, экспедицире кирлĕ япаласене те пĕрлех илет: кĕреçесем, металл шыракан хатĕрсем, щупсем... Металл шыракан хатĕр çапăçу иртнĕ вырăнсенче яланах сас парать, гранатăсемпе минăсем, арканнă техника юлашкийĕсем, салтак котелокĕсем тата ытти пуррине систерет. Электронлă прибор пиклетсен отряд хастарĕсем çав вырăнта ĕçлеме пуçлаççĕ: çĕре сантиметр хыççăн сантиметр питĕ асăрханса чаваç¬çĕ, сий хыççăн сий илеççĕ. Салтак кĕлеткине курсан ăна сăн ÿкереççĕ, йĕркепе килĕшÿллĕн кашни саманта - вăл мĕнле выртнине, мĕнле тарăнăшра тупнине, юнашар хĕçпăшал пурри-çуккине, суранĕсене асăрханине тата ыттине - палăртса-çырса пыраççĕ: шыравçăсен чавса кăларнă кашни салтакăн эксгумаци карттине хатĕрлемелле-çке. Отряд хастарĕсем хăрушсăрлăх техникине пăхăнма килĕшсе ятарлă журналта кашни кунах алă пусаççĕ, унсăрăн вĕсене ĕçлеме ирĕк памасса та пултараççĕ. Шыравçăсене ĕç вăхăтĕнче хăйсене мĕнле тытмаллине, сирпĕнес хăрушлăхлă япаласене асăрхасан мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантараççĕ.

"Салтак кĕлеткисем, тĕрлĕ хĕçпăшалпа вăрçă хатĕр-хĕтĕрĕ выртакан траншейăра тăнă самантсенче хамăр та вăрçă хирне лекнĕн туйăнать хушăран. Йĕри-тавра тинкернĕ май таçтан инçетрен нимĕçсем, тăшман танкĕсем килнине, сан еннелле пенине, бомба пăрахнине куç умне кăларатăн та - тĕлĕнетĕн: çапăçăва хутшăннă çынсем мĕнле чăтнă-ши? Вĕсен çапăçмалла пулнă вĕт-ха, ăçта килнĕ унта мар, фашиста тĕллемелле пулнă. Ура айĕнче - çĕршер пин гильза, çапăçусем хĕрÿ иртнине çирĕплетекенскерсем", - каласа кăтартать шыравçă.

Чуна хумхатакан

самантсем

Евгений Станиславович, совет çулĕсенче шкул пĕтернĕскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тата ун вăхăтĕнчи çапăçусем çинчен питĕ лайăх пĕлет, çапах Астăвăм вахтине черетлĕ хут пуçтарăннă чухне кайма палăртнă вырăнта мĕн пулнипе, пирĕн хăш çарсем çапăçнипе, мĕнлерех çухатусем тÿснипе паллаштаракан материалсене тепĕр хут тĕплĕн тишкерет. "Çветтуй Илья Муромецăн застави" отрядăн боецĕ 2012 çулхи август тата ноябрь уйăхĕсенче Курск пĕккин çурçĕр енĕнче /фасĕнче/ вахтăра пулнă. Вăл çав вăхăта аса илнĕ май Курск çапăçăвĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ, 1943 çулхи июль уйăхĕнче "269" тÿпемре совет çарĕсем нимĕçсене Курск хулине тапăнса кĕме паманни çинче чарăнса тăчĕ. Паллах, çухатусем пулман мар. 2014 çулта кĕркунне çав тăрăха тепре кайни, "269" тÿпемрен /сăмах май, унта "Пуçтайăм тÿпемĕ" мемориал комплексĕ тума палăртаççĕ/ инçех мар вырнаçнă траншейăра питĕ нумай кĕлетке тупни çинчен пĕлтерчĕ, 3 кунра çеç 35 салтака чавса кăларнă шыравçăсем. Çав шутран 2-шне Евгений Станиславович хăй тупнă.

"Иккĕшĕ те апат çисе ларнă чухне вилнĕ, пĕрин аллинчи турилккере пăтă пулнă. Траншейăра пĕкĕрĕлсе ларнăскерсем тăшман татти-сыпписĕр пенĕрен пурнăçран уйрăлнă, ахăртнех. Пĕрин çумĕнче кашăкĕ пурччĕ, унта ят-хушаматне çырнăран хуçи кам пулнине тÿрех палăртрăмăр. Вăл - Иван Васильевич Маркин кĕçĕн лейтенант, стрелоксен 140-мĕш дивизийĕнче çапăçнă. Тепри - Георгий Иванович Снигирев, 1913 çулта Казахстанра çуралнă, политрук заместителĕ, мотострелоксен уйрăм 15-мĕш бригадинче пулнă. Ун çумĕнче хĕрлĕармеецăн кĕнекине тупрăмăр. 1941 çулта, хăвăрах пĕлетĕр, боецсен пурин те тенĕ пекех медальонсем пулнă, 1942 çул вĕçĕнче - 1943 çул пуçламăшĕнче ăна пăрахăçланă, кĕнеке пама пуçланă. Эпĕ тупнă салтак хĕрлĕармеецăн кĕнекине сăран енчĕкне хунăран лайăх сыхланса юлнă", - калаçăва тăсать кану вăхăтне вахтăра ирттерекенскер. Ун чухне тупнă 35 салтакран 4-шĕн ят-хушаматне çеç палăртма май килнĕ. Паллах, ыттисене вĕсем кам пулнине асăнмасăрах тăванла масара пытарма тивнĕ.

Евгений Шалимов хăй пĕрре¬мĕш хут медальонлă салтака тупнине нихăçан та манас çук. Пĕлтĕр Ельня районĕнчи çурхи вахта вăхăтĕнче чавса кăларнă ăна вăл. "Унăн медальонĕ тÿрех питĕ лайăх вуланчĕ. Палаткăра каçхине уçса вуларăмăр та - тÿрех Интернет урлă даннăйсен базине кĕтĕмĕр, Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ Иван Иванович Семенов аслă сержант хыпарсăр çухалнисен шутĕнче пулнине пĕлтĕмĕр. Унăн адресĕ те, ăçтан фронта ăсатни те, арăмĕн ят-хушамачĕ те пурччĕ унта. Тÿрех 20 çыру - Пушкăртри администрацие, музее, хаçатсене, ытти çĕре - çыру çырса ятăмăр. Пĕр уйăхран ку ĕçе вырăнти шыравçăсем те хутшăнчĕç. Иван Ивановичăн хĕрĕ, Мария Ивановна, 87 çултискер, Одессăра пурăннине пĕлтĕмĕр. Ашшĕне тупнине илтсен питĕ савăнчĕ, чăн та, ури ыратнипе хăй килеймерĕ. Смоленск облаçне унăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Александра Пронина /Пушкино хулинчен/ ывăлĕпе тата мăнукĕпе çитрĕ. Семенова тупнă вырăна илсе кайрăмăр вĕсене, хĕрарăм чĕркуçленсе ларса макăрма, пире тав тума тытăнчĕ. Ун чухне отряд командирĕ Андрей Фетисов юнашарччĕ те - манăн кăмăл-туйăмпа кăсăкланчĕ. Çакнашкал хумхануллă самантсемшĕнех - çынсем вăрçăра çухалнă тăванĕсем çинчен мĕнле те пулин хыпар пĕлесшĕн-çке, хăшĕсем ĕмĕрĕпех кĕтеççĕ! - шырав ĕçне хутшăнма юрать. Эпĕ Иван Ивановича мĕнле тупни çинчен каласа кăтартрăм, унпа юнашар пулнă япаласене тăванĕсене патăм, - калаçăва тăсать Евгений Станиславович. - Медальонсене хими кăранташĕпе çырнă: хăшĕсем тÿрех лайăх вуланаççĕ, теприсене вара экспертизăна ярса ятарлă оборудованипе уçăмлатма тивет".

Отряд хастарĕ вахта вăхăтĕнче тупнă япаласен пĕр пайне хăйпе пĕрле илсе килнĕ. Пысăках мар музей йĕркелемелĕх пухăннă вĕсем. Çынсене кăтартмалли кăсăклă япала сахал мар унăн. Сăмах май, маттур тухтăрăн пиччĕшĕ çеç мар, шăллĕ те Астăвăм вахтисене хутшăнать.

Пурнăçпа тан пыракан тухтăр

Евгений Станиславовича мăшăрĕ те, ывăлĕпе хĕрĕ те отпускăн пысăк пайне çапăçу кĕрленĕ вырăнсенче ирттернĕшĕн ÿпкелемеççĕ, çывăх çыннин ĕçĕ çăмăл маррине ăнланаççĕ, май килнĕ таран хавхалантарса пыраççĕ. Евгений Станиславович, 20 çул ытла медицинăра тăрăшаканскер, гинекологие "вăл пĕр вырăнта тăман, шав малалла аталанакан наука" пулнăшăн суйласа илнĕ. Шупашкарти Хула клиника 1-мĕш больницинче ĕçленĕ /17 çул тăрăшнă унта, çав шутран 3 çул уйрăм заведующийĕ пулнă/ вăхăтра та, халĕ те операцисем тăвать вăл. 2012 çулта ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ мал ĕмĕтлĕ врача Хула клиника центрĕн гинекологи уйрăмне ертсе пыма сĕннĕ. Çав уйрăма модернизаци программипе килĕшÿллĕн тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, хальхи йышши оборудованипе пуянлатнă. Халĕ унта пациентсене планпа килĕшÿллĕн те, васкавлă пулăшу кирлисене те йышăнаççĕ. Е.Шалимов пысăк квалификациллĕ тухтăрсене, темле кăткăс операцие те ăнăçлă тума пултараканскерсене, пĕр командăна пухнă. Çав хушăрах çамрăксене те ĕçе вĕрентсе пыраççĕ. Заведующи тăрăшнипех уйрăмра физиотерапи сиплевне йĕркеленĕ. Пациентсем, паллах, кăмăллă. Ахальтен мар ĕнтĕ çак уйрăм асăннă больницăра иртнĕ конкурсра 2014 çулта "Чи лайăххи" ята тивĕçнĕ, куçса çÿрекен кубока илнĕ.

"Пирĕн, тухтăрсен, пĕлĕве анлăлатсах пымалла, çĕнĕлĕхсенчен тата пурнăçран юлмалла мар. Çавăнпа наука конференцийĕсене, конгрессене, мастер-классене тăтăшах хутшăнатпăр", - чунне уçрĕ Евгений Станиславович. Наука ĕçĕ те çырма пуçланă вăл, чăн та, ăна вĕçне çитерсе хÿтĕлемешкĕн вăхăт та, вăй та сахал мар кирлĕ. Çапах хăй палăртнине пурнăçлатех вăл, мĕншĕн тесен çур çулта чарăнма хăнăхман!

Кану кунĕсенче сунара çÿреме юратать иккен пултаруллă тухтăр. Юлашки çулсенче çапах та ытларах Астăвăм вахтисенче иртет вăхăчĕ, унта чунпа каннине пытармасть. Ăна сăваплă çак ĕçсенче - ирĕклĕхшĕн кĕрешнисен шăпине уçăмлатассинче те, чирлисене пулăшассинче те - ăнăçу сунас килет.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.