Комментировать

19 Фев, 2014

«Пĕр тĕллевпе тăрăшăпăр...»

Кăçалхи çул Чăваш Ен парламенчĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ тата сумлă пулăмпа палăрса юлать: Патшалăх Канашĕ йĕркеленнĕренпе çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче 20 çул çитет. Шăпах çав кун пĕрремĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ иртнĕ. Çак юбилей тĕлне пиллĕкмĕш суйлаври депутатсем унчченхи ĕçтешĕсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетĕç, асăннă тапхăрти ырă опыта анлăн çутатакан «Государственный Совет Чувашской Республики: 1994-2014 г.г.» кĕнеке пичетленсе тухĕ.

Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов çак кунсенче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен тата электрон кăларăмĕн журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ. Хаçатçăсемпе радиожурналистсен ыйтăвĕсене çавăн пекех Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов, Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн ертÿçипе Петр Красновпа унăн çумĕ Игорь Кушев хуравларĕç. Пресс-конференцире Чăваш Енри парламентаризм аталанăвĕн историйĕ, юбилейлă çулра пурнăçламалли тĕллевсем çинчен сăмах пычĕ. Юрий Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш парламентарийĕсем малашне парламент итлевне, правительство сехетне, ăслăлăхпа практика конференцине, «çавра сĕтел» ирттерессине çирĕп йĕркене кĕртесшĕн. Патшалăх Канашĕ 20 çул тултарнине паллă тунă чухне депутатсемпе аппаратра ĕçлекенсем коллективсенче тăтăш пулĕç, шкул ачисемпе тата студентсемпе курнăçĕç.

Журналистсем муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи икĕ влаçлăх /район администрацийĕн пуçлăхĕ - район пуçлăхĕ/, республикăри саккун кăларакан орган федерацин влаç органĕпе тытакан çыхăнăвăн ыйтăвĕсене çĕклерĕç. Сăмахран, пĕлтĕр пирĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕсен корпусĕ РФ Патшалăх Думинчи ĕçтешĕсем патне социаллă сферăри тата агропромышленноç комплексĕнчи çивĕч хăш-пĕр ыйтăва татса пама сĕнÿпе тухнă. Шел, темиçе сĕнĕвĕ Мускаврисен «сĕтел сунтăхĕнче» юлнă.

Юрий Попов спикер чăваш парламенчĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн журналистсене тав турĕ: «Малашне те пĕр тĕллевпе тăрăшасса шансах тăратăп...»

Тĕрлĕ номинацире палăртĕç

Республика парламенчĕ Чăваш Ен журналисчĕсен пĕрлĕхĕпе пĕрле уйрăм журналистсемпе массăллă информаци хатĕрĕсен редакцийĕсем валли «Чăваш Республикин Патшалăх Канашне - 20 çул» темăпа конкурс ирттерме палăртнă. Конкурса 2013-2014 çулсенче пичетленнĕ статьясене е эфира тухнă видео- тата аудиоматериалсене йышăнаççĕ. Теми - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата депутачĕсен ĕç-хĕлĕ.

Конкурса килнĕ материалсен çĕнтерÿçисене «Патшалăх Канашĕ е унăн депутачĕ çинчен хатĕрленĕ чи лайăх телекăларăм», «Патшалăх Канашĕ е унăн депутачĕ çинчен хатĕрленĕ чи лайăх радиокăларăм», «Пичет кăларăмĕнче Патшалăх Канашĕ е унăн депутачĕ çинчен çырнă чи лайăх материал» номинацисенче палăртĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов хăйĕн ячĕпе «Пултарулăхри ÿсĕм» ятарлă парне çирĕплетнĕ.

Конкурс материалĕсене ЧР Патшалăх Канашĕнче нарăсăн 15-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 26-мĕшĕччен йышăнаççĕ.


Юрий СТЕПАНОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.