Комментировать

17 Июн, 2015

Ÿркенмен ăста пулнă

Тупăшлă чĕрчун

Хушма хуçалăхсенче ĕне выльăх, сысна, кайăк-кĕшĕк, чăх-чĕп курма хăнăхнă ĕнтĕ. Кролик та çĕнĕлĕх мар темелле. Анчах вăрăм хăлхаллă, çăмламас чĕрчунсене йышлă усракансем сахалрах-ха. Канаш районĕнчи Катекри Андрияновсем вара вĕсем валли ферма тума тытăннă.

Витене хĕç тимĕртен хăпартнă май аякранах çуталса ларать. Халĕ çурта шалтан ăшă тытмалла тăваççĕ. Тăвансем ир пуçласа каçченех канма пĕлмесĕр тенĕн ĕçлеççĕ - çамрăк фермер витене хăвăртрах хута ярасшăн. Ара, кроликсем хăвăрт ĕрченĕ май вĕсене хупма вырăн юлман темелле. Çĕнĕ витере вара ирĕклĕ, маччаран çутă ÿкет. Хутлă-хутлă вĕр çĕнĕ читлĕхсене те хăйсемех ăсталанă-мĕн: апат валашки, çурисен «пÿлĕмĕ»...

- Шалти ĕçсене вĕçлесен çăл чавса шыв, канализаци кĕртесшĕн, - пĕлтерчĕ Николай Андриянов.

- Ферма тума тытăнсанах интернет урлă кроликсен читлĕхне шырама пуçларĕç. Кăмăла кайнисене туса та пăхрĕç. Анчах хут çинче кăтартни чăнлăхпа яланах тÿр килмест иккен, килĕшменнипе нумайăшне пăрахăçларĕç. Шыракан тупать тенĕн, ăнăçлине суйласа илсе чит¬лĕхсем ăсталарĕç, - каласа пачĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Марина Петровна. - Çавăнпа вĕсене туянса укçа тăкакланман. Строительство ĕçĕсем пынă чухне кашни пусĕ шутра-çке.

Хуçалăх ура çине тăрать кăна-ха. Анчах кролик ĕрчетесси вĕсемшĕн хăнăхнă ĕç.

- Эпĕ астăвассах килте кроликсем тытнă. Вĕсене ачаранах юратса пăхнă, - терĕ Николай. - Хăнăхнă сукмакпа утма та çăмăлрах, чун савăнать.

Хальхи вăхăтра Андрияновсен хуçа¬лăхĕнче 400 ытла кролик. Картишĕпех читлĕхсем лартса тухнă. Ытларах хăмăр-сăрă тĕслисем. Хура-шурă çăмламас чĕрчун вара картишĕнчех сиксе çÿрет. Ăна туянни те çулталăк кăна-ха. «Французский баран», «калифорнийский», «немецкий строкач» тата ытти ăрат ĕрчетеççĕ кунта. Вĕсем палăрмаллах пысăк, пĕри 12 килограма яхăн таять.

- Кроликсем кирек хăш вăхăтра та ĕрчеççĕ, хăвăрт çитĕнеççĕ. Çулталăкра пĕр аминчен тата унăн çурисенчен 150 кг аш илме пулать. Унсăр пуçне 60 мамăк тир, паха удобрени. Пĕр ами 8-12 кролик çăвăрлама пултарать, - хуçалăхĕпе паллаштарнă май каласа пачĕ Николай Владимирович.

Шăрăхра читлĕхри шыв савăтне асăрхасах тăмалла: е тăкса, е ĕçсе яраççĕ. «Кусем тăкнă пулас, нумай пулмасть кăна туллиехчĕ», - тесе фермер савăтсене каллех тăрă шывпа тултарма пикенчĕ. Мамăк та хулăн тирлĕскерсене ăшăра кансĕртерех, çавăнпа умĕнчен шыв татмаççĕ. Хуçи каланă тăрăх - вĕсене пăхма йывăрах мар, ирпе-каçпа апат хурса памалла кăна. Халĕ ешĕл курăк, комбикорм çитереççĕ. «Чирлемесĕрех пулмасть. Кроликсене ăшă та, сивĕ те ытлашшиех хăратмасть. Витĕр вĕрекен çил вара хăвăрт ураран ÿкерет», - вăрттăнлăха уçса пачĕ Николай. Çăмламаскерсем шартлама сивĕре картишĕнчи читлĕхрех ларнă, анчах пĕри те чирлемен. Фермăна амисене ку-çарнă май ăшăтмалла тумах тивет - пĕчĕк çурасене унсăр йывăр.

Çĕнĕ витере 1500 пуç вырнаçмалла. Çамрăк фермерăн тĕллевĕсем тата пысăк¬рах. Майĕпен вунă пин пуçа çитерме ĕмĕтленет вăл. Паллах, каллех вите тума тивĕ. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме «Çемье ферми» программăна хутшăнасшăн.

Пĕлтĕр Николай Андриянов «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа пĕр миллион тенке яхăн грант илнĕ. Укçа çĕнĕ ферма тума, ялхуçалăх техники туянма кайнă. Халĕ пилĕк çуллăха хатĕрленĕ бизнес-планпа хуçалăхне аталантарса пырать вăл.

- Ферма пысăкланнă май йыш та ÿсĕ. «Çемье ферми» программăна лекме конкурса хутшăнма та çăмăлрах пулĕ, - палăртрĕ каччă. - Кролик ашĕ лайăх каять, ыйтсах тăраççĕ. Тирне Хусана курттăм кайса паратпăр. Халĕ ăна пуçтарса пыратпăр. Пĕр пине çитерсен сутма кайăпăр. Çапах вăл хаклах мар. Кроликсене ĕрчетме туянакансем те самай. Йĕркеллĕ ĕçлесе пырсан пĕчĕк чĕрчунранах тупăш илме пулать.

Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксем 20 гектар çинче акса хăварнă. Малашне унăн лаптăкне татах 5 гектар пысăклатасшăн. Кăçал кĕрхи культурăсем те 50 гектар акса хăварма палăртаççĕ. Ăна валли техника çителĕклех.

Туслă çемье

Картишĕнче кроликсемпе пĕрлех кайăк кăвакалсем çÿренине асăрхарăмăр. «Сунара валли тытатăп», - терĕ кĕскен фермер. Николай сунарçă та иккен. Хăй вăхăтĕнче сунар йыттисене те юриех усранă. Вĕсенчен халĕ пĕри кăна юлнă.

Строительство ĕçĕсем хĕрсех пынă вăхăтра кил-çурт Марина Петровна çине тиеннĕ. Строительсене тутлă апат-çимĕç¬пе хăналама та вăхăт тупать вăл. Николай ывăлĕ ялтах юлса тымар яни, фермер хуçалăхĕ йĕркелесе яни савăнтарать ăна.

- Пĕчĕклех хулана каймастăп, ялтах пурăнатăп тесе калатчĕ. Техникăпа кăсăкланатчĕ, трактор çинчен анма пĕлмен, - кăмăллăн калаçать амăшĕ. - Хамăр та хирĕçлемерĕмĕр. Хулана тухса тарсан каялла тавăрма йывăр. Халĕ ялта çамрăксем самай. Условисем лайăхланса пыраççĕ пулсан мĕншĕн пурăнмалла мар? Чăн та, ĕç енчен чăрмавлăрах. Анчах ÿркенмесен ялта ĕçлесех тупăш илме май пур.

23 çулти фермер çемйипех ĕçпе ти¬вĕçтернĕ темелле. Халĕ ун патĕнче амăшĕ кăна мар, ашшĕ, Владимир Николаевич та вăй хурать. Унччен вăл Мускава çÿренĕ. Николай та малтанах ашшĕпе çÿреме хирĕç пулман. Анчах çамрăка çичĕ ютра тар тăкни тивĕçтермен. Тата ĕмĕрĕпех тĕнче касса çÿреймĕн. Икĕ алла пĕр ĕç тенĕн ял бизнесне йĕркелесе янă. Халĕ йăмăкĕсем те вĕренÿрен пушансанах кроликсем патне васкаççĕ.

- Ывăлăр хуçалăхне ĕçе вырнаçнă май шалу илетĕр-и? - ыйтмасăр чăтаймарăм Марина Петровнăран.

- Укçа-тенкĕ яланах пĕрле тытатпăр. Ман-сан тесе уйăрман. Пысăкрах япала туянмалла пулсан сÿтсе яватпăр, - сăпайлăн хуравларĕ хĕрарăм.

Унччен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă-ха Андрияновсем. Халĕ ĕнине сутса янă. «Ялта ĕнесĕр картиш пушанса юлнăнах туйăнать. Витене çĕнетсен туянмах тивĕ-и?» - терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Туслă çемье пурăнмалли çуртне пысăклатнă, иккĕмĕш хутне хăпартнă. «Ĕçе вĕçлеме алă çитсе пымасть, ферма хута ярсан туса пĕтерĕпĕр», - тет Николай. Амăшĕ иккĕмĕш хутне çамрăк мăшăр валли хатĕрленине вăрттăн систерме манмарĕ: «Тахçанах авлантарасшăн-ха, тен, кĕр енне туй та кĕрлеттерĕпĕр-и?» Пулас кинĕ ку тăрăхранах иккен. Вăл та ял пур¬нăçĕнчен, йывăрлăхран хăраманни савăн¬тарать. Апла пĕр чĕлхе тупма та çăмăлрах пулĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.