Комментировать

16 Июн, 2015

Пирĕн республика. Тĕп тема

Шкулчченхи вĕрентÿ тытăмĕн аталанăвĕ, ача амăшĕпе ачалăх хÿтлĕхĕ

Массăллă тĕп информаци хатĕрĕсен - «Советская Чувашия» хаçатăн, «Чăваш Ен» тата Наци телерадиокомпанийĕсен - черетлĕ кăларăмĕсене çак ыйтусене халалланă. Телеэкрансем çине кăларăмсем иртнĕ эрнере тухрĕç, паян - хаçатри верси.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Президентăн перинаталь центрĕнче пулчĕ. Чечексем, савăнăç... Çамрăк амăшĕсем кăмăллă пулнине пытармаççĕ, ача çуратма лайăх условисем йĕркеленĕшĕн медиксене тав тăваççĕ.

Паян пин çын пуçне çулталăкра 14 ача çуралать - Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче чи лайăх кăтарту. Пĕлтĕр республикăра 2010 çулхинчен 1050 ача нумайрах çуралнă. «Çак цифрăсем шанăç кÿреççĕ. Чăваш Енри демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать, эппин, пирĕн пуласлăх пур», - пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев.

Перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Сергей Милаев физиотерапи уйрăмĕпе мăнаçланса паллаштарчĕ. Кунта бассейн та пур. Хĕрарăмсем валли амăшĕн шкулне йĕркеленĕ - ача пăхмашкăн хăнăхма питĕ лайăх. Сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн çак центр валли юлашки çулсенче çĕнĕ йышши 290 единица медоборудовани туяннă - 124 млн яхăн тенкĕлĕх. Сиплевпе диагностика корпусĕсене юсама 42 млн тенкĕ уйăрнă.

Перинаталь центрĕ пуррипех-тĕр хĕрарăмсем паян иккĕмĕш, виççĕмĕш ачисене çуратма шикленмеççĕ, хăшĕсене хăйсем çамрăках марри те хăратмасть. Михаил Игнатьев 40 çул хыççăн анне пулма хатĕрленекенсемпе калаçрĕ.

Малтанах тĕплĕн тĕрĕсленеççĕ. Çакă çуллен йывăр чирлĕ 50-60 ача çураласран сыхланма пулăшать-мĕн. Центр врачĕсем çутçанталăка çĕнтерме вĕренсе çитнĕ теме те юрать. Çĕнĕ технологисемпе усă курса 2 пине яхăн хĕрарăма анне пулмашкăн пулăшма май килнĕ.

Пепке вăхăт çитмесĕрех çутă тĕнчене килчĕ-тĕк - инкубаторсем пур. Унта пĕчĕкскер хăйне амăшĕн варĕнчи пекех туять. "Чăваш Енре тин çуралнă ачасем вилессин кăтартăвĕ пĕчĕк, питĕ пĕчĕк виçеллĕ пепкесене çăлса хăварас тĕлĕшпе эпир чи лайăх 3 регион шутĕнче", - пĕлтерчĕ Сергей Милаев.

Журналистсемпе калаçнă май Михаил Игнатьев кунта курнипе кăмăллă пулнине пытармарĕ. Урамсенче кÿме тĕртсе пыракан хĕрарăмсем нумайланни савăнтарать. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿссе пырать - 3-4 е 5 ачаллă çемьесем ытларах та ытларах. Нумай ачаллисен шучĕ юлашки çулсенче 26% пысăкланнă - питĕ лайăх!

Марина Тихонова та виç-çĕмĕш ачине çуратма хатĕрленет. Унпа Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан М.Игнатьев Шупашкарти "Созвездие" ача садĕнче калаçрĕ. Садик 2013 çулта уçăлнă, Марина ывăлĕпе хĕрне çакăнта илсе çÿрет. Кĕçех унăн пĕчĕк хĕрĕ валли те вырăн кирлĕ пулĕ. Тихоновсене ача садĕнче пĕтĕмпех килĕшет. Кунта 456 ача çÿрет.

Наталья Спиридонова заведующи садикре космонавтикăн интерактивлă музейĕ ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ. Пĕчĕкскерсем тĕнче уçлăхĕ пирки нумай пĕлеççĕ. Пĕлсе пĕтер, тен, вĕсенчен хăшĕ те пулин Андриян Николаев ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕпе савăнтарĕ. Музыкăпа физкультура залĕсем, ÿкерÿ студийĕ, акăлчан чĕлхин пÿлĕмĕсем... Автохула та пур. Ачасем кунтах шывра ишме вĕренеççĕ.

Нумай ачаллă çемьесемшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕсем садике çÿренĕшĕн тÿлев виçи пысăк мар. Граждансен уйрăм категорийĕсене пулăшас тĕллевпе компенсаци тÿлеççĕ: пĕрремĕш ачашăн - 20%, иккĕмĕшĕшĕн - 50, виççĕмĕшĕшĕн - 70. 15 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче 3 е ытларах ачаллă çемьесем икĕ хут сахалрах тÿлеççĕ.

Çак укçа ачасен апатланăвĕ валли каять - уйăхра 1100-1150 тенкĕ. "Эпир ашшĕ-амăшĕн тÿлевне пысăклатман. Ача сачĕсенче апатлану хакĕ ан ÿстĕр - çакна малашне те çирĕп тĕрĕслесе тăрăпăр", - шантарчĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ачасен шкулчченхи учрежденийĕсен строительствин темине куçран вĕçертмест.

- Ватăсемпе ачасемшĕн тăрăшни - вăйлă патшалăх палли, - терĕ вăл хаçат корреспонденчĕпе калаçнă май. - Тăрлавсăр 90-мĕш çулсенче ача сачĕсен çурчĕсенче лавккасем, çĕвĕ е сĕтел-пукан мастерскойĕсем, парикмахерскисем, складсем уçни чуна ыраттаратчĕ. Салатмалли вăхăт вĕçленчĕ, паян пухмалла. Ачасенчен туртса илнине тавăрса панипе кăна çырлахмалла мар, çĕнĕ садиксем тумалла. Юлашки çулсенче республикăра 40 ача сачĕ тунă е реконструкциленĕ, хушма 20 пин вырăн уçнă - çак ĕç валли 3,6 млрд тенкĕ тăкакланă.

Ку - пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăл ачасен шкулчченхи вĕрентĕвне çĕнĕ никĕс çинче аталантарма май парать. Отрасле опытлă специалистсем килчĕç, аслă пĕлÿллĕ воспитательсен шучĕ ÿссе пырать. Педагогсен çурри - 20 е ытларах çул ĕçлекенсем, çав вăхăтрах 12% - çамрăксем. Опыт тата вĕрентÿри çĕнĕ технологисем - пĕр çыхăра. Çакă çитĕнекен ăрушăн усăллă пулĕ.

Республикăри мĕнпур ача сачĕ вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсемпе ĕçлет. Анчах инноваци çулне суйласа илес енĕпе - кашнин хăйĕн уйрăмлăхĕ. Шупашкарти "Ачалăх утравĕ" садик "Созвездие" пекех "Раççейĕн чи лайăх 100 ача сачĕн" йышне кĕнĕ. Кунта та ачасен сывлăхĕ тĕп вырăнта. Фитотерапи, кислород коктейлĕсем, тăвар пÿлĕмĕ, ачасен йоги тата ыт.те - тĕрлĕ енлĕн ĕçлеççĕ. Бассейнра садике çÿрекеннисем кăна мар, пĕчĕкреххисем те, çывăхри çуртсенче пурăнакан, малашне çак садике çÿреме пуçламалли шăпăрлансем, шампăлтатаççĕ. Кăкăр ĕмме те пăрахман-ха - шывра ишме вĕренеççĕ. Проект ячĕ те хăйне кура - "Иш, пĕчĕкскерĕм".

Республикăри ача сачĕсенче пĕчĕккисем наци культурипе паллашаççĕ, тĕрлĕ чĕлхепе калаçма вĕренеççĕ. Чăваш культурин кĕтесĕсене, пĕчĕк музейсене нумай садикре йĕркеленĕ. Çĕрпÿри ача садне çÿрекенсен хăйсен гимнĕ те пур. Садиксенчи черет ыйтăвĕ те сирĕлсе пырать. Вăрмарта, сăмахран, ача садне çулталăк çурă тултарнисене те илеççĕ. Паллах, вĕсене уйрăммăн пăхмалла. Вырăн таврашĕ те, ытти те - ятарлисем.

...Шупашкарти "Волжский-3" микрорайонта çĕнĕ ача садне хăпартаççĕ. Вăрмарсен опытне шута илнĕ - ачасем çулталăк çурăранах çÿрĕç. Подрядчикпе калаçнă май Михаил Игнатьев кăсăкланчĕ: ахаль çурт мар, республикăн пĕчĕк гражданĕсене пурнăç çулĕ çине кăларакан объект çĕкленине туятăр-и? "Туймасăр! Çавăнпах ĕçсем те ăнăçлă пыраççĕ - çирĕплетнĕ графикпе килĕшÿллĕн", - пулчĕ хурав.

"Ача сачĕ чи çĕнĕ стандартсене тивĕçтерĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Энерги перекетлекен технологисене тĕпе хураççĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса материалсемпе усă кураççĕ. Кирпĕчĕ - хамăрăн, Чăваш Енре туса кăларни. Унччен облицовка кирпĕчне Чулхуларан, ытти регионтан кÿ-реттĕмĕр. Халĕ вара хамăрăн экономикăна вăй парас тетпĕр - укçа республикăри стройиндустри предприятине кайĕ. Çакă бюджет тупăшне пысăклатма май парать".

Объект кураторне Марина Фединăна вара, халĕ 200-мĕш садик заведующийĕнче ĕçлекенскере, Михаил Игнатьев ĕçсене çирĕп сăнаса тăмалли пирки асăрхаттарчĕ: "Шанасса шанăр та, анчах тĕплĕ тĕрĕслесе тăрăр. Ача садне хута янă хыççăн пĕр 10 çул нимĕнле кăлтăк та ан пултăр".

Сăмах май, кăçал Чăваш Енре 5 ача сачĕ хута каймалла.

Леонид НИКИТИН.

/"Советская Чувашия"/

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.